Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: эсир Ханаан ҫӗрне ҫитсе кӗретӗр те — акӑ вӑл, сире пӳрнӗ еткерлӗх ҫӗр, Ханаан ҫӗрӗ, унӑн чиккисем акӑ: 3. сирӗн кӑнтӑр енӗ Эдом патӗнчи Син пушхирӗнчен пуҫланать, унтан сирӗн кӑнтӑр чикки Тӑварлӑ тинӗс вӗҫӗнчен, тухӑҫ енчен каять, 4. унтан чикӗ кӑнтӑралла Акравим сӑрчӗ еннелле каять, Син урлӑ каҫать, кӑнтӑр еннелле Кадес-Варни патнелле мӑкӑрӑлса тухать, унтан Гацар-Аддара ҫитиччен пырать, унтан Ацмон урлӑ каҫать; 5. Ацмонран иртсессӗн, чикӗ Египет шывӗ еннелле каять, вара тинӗс хӗррине тӑсӑлса тухать.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 51. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 52. унти пур халӑха та хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярӑр, вӗсем тунӑ мӗнпур йӗрӗхе — ӳкерсе тунисене, шӑратса тунисене — пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тухӑр, вӗсенӗн тӳпем вырӑнӗсене те аркатса тӑкӑр; 53. ҫӗрӗсене туртса илӗр те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫӑр, Эпӗ ку ҫӗре сире еткерлӗхе паратӑп; 54. еткерлӗх ҫӗре шӑпа тӑрӑх йӑхсерен валеҫсе парӑр: нумай йышлине нумайрах ҫӗр парӑр, сахал йышлине сахалрах парӑр; кама ӑҫта шӑпа тухать, унӑн еткер ҫӗрӗ ҫавӑнта пулать; еткерлӗх ҫӗре аҫӑрсен йӑхӗсем тӑрӑх илӗр; 55. ҫавӑнта пурӑнакансене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ямасассӑн, вӗсем, унта юлнисем, сирӗн куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, сире аякӑрсенчен чикӗҫ, сире хӑвӑр пурӑнакан ҫӗрте хӗстерме пуҫлӗҫ, 56. ун чухне Эпӗ вӗсене мӗн кӑтартма шутланине сире кӑтартӑп, тенӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем Моисее каланӑ: санӑн чурусем хуҫамӑр хушнӑ пек тӑвӗҫ; 26. пирӗн ачамӑрсем, пирӗн арӑмӑрсем, пирӗн кӗтӗвӗмӗрсем, пирӗн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗх ҫакӑнта Галаад хулисенче юлӗҫ, 27. санӑн чурусем ӗнтӗ, хуҫамӑр каланӑ пек, пурте ҫар ҫыннисем пек кӑрал тытса Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа кайӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Моисей патне ҫарти темиҫе пин ҫын пуҫлӑхӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем пынӑ та 49. Моисее каланӑ: санӑн чурусем пире шанса панӑ ҫар ҫыннисене шутласа тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри те пӗтмен; 50. хамӑр чунсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатмашкӑн акӑ эпир Ҫӳлхуҫана парне кӳретпӗр, кам мӗнле ылтӑн япала тупнӑ, ҫавна илсе килтӗмӗр: вӑчӑрасем, сулӑсем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, алкасем паратпӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Израиль халӑхне тивӗҫлӗ пайран Моисей, кашни аллӑ ҫынран, кашни аллӑ выльӑхран пӗр пуҫ илсе, ӑна Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене панӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ҫак парнене, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене, Моисей Елеазар священника панӑ.41. И отдал Моисей дань, возношение Господу, Елеазару священнику, как повелел Господь Моисею.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Моисейпе Елеазар священник вара Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.31. И сделал Моисей и Елеазар священник, как повелел Господь Моисею.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Елеазар священник вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр Моисее панӑ саккун тӑрӑх акӑ мӗнле тумалла: 22. ылтӑна, кӗмӗле, пӑхӑра, тимӗре, тӑхлана тата хура тӑхлана, 23. тата вут-ҫулӑма тӳсекен мӗнпур япалана тасатма вӗсене вут витӗр кӑларӑр, унсӑр пуҫне тата тасатакан шывпа тасатӑр; вутра ҫунакан япаласене вара пурне те шывпа ҫӑвӑр; 24. хӑвӑр тумтирӗре ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑр, вара эсир тасалӑр, ун хыҫҫӑн тапӑра таврӑнӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. мадиансене Израиль ывӑлӗсемшӗн тавӑр, кайран вара хӑвӑн халӑху патне ӑсанӑн, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ку — Ҫӳлхуҫа Моисее хушса-вӗрентсе каланӑ йӗрке, вӑл упӑшкипе арӑмӗ мӗнле пурӑнмаллине, ҫамрӑк чухне, ашшӗ килӗнче пурӑннӑ чухне, ашшӗпе хӗрӗ мӗнле пулмаллине кӑтартать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш, кала вӗсене: Мана кӳрекен парнене, Манӑн ҫӑкӑрӑма, вӗсем Мана хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑччӑр, унӑн ырӑ шӑрши Мана кӑмӑллӑ пулӗ.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх; 13. ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш, 14. мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: 7. Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар, тенӗ; 8. Израиль ывӑлӗсене те пӗлтер, кала: ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр; 9. ҫав ҫыннӑн хӗрӗ те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 10. унӑн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсене парӑр; 11. ашшӗн пиччӗш-шӑллӗсем те ҫук пулсассӑн, унӑн еткер ҫӗрне хӑйӗн ӑрӑвӗнчи ҫывӑх тӑванне еткерлӗхе парӑр; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушни Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫирӗп йӗрке пултӑр, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Амрам арӑмӗ, Иохаведа ятлӑскер, Левий хӗрӗ пулнӑ, Левий арӑмӗ ӑна Египетра ҫуратнӑ, Иохаведа хӑйӗн упӑшкине вара Аарона, Моисее тата вӗсен аппӑшне Мариама ҫуратса панӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 53. вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла; 54. йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла; 55. ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле; 56. пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх ҫапла пӗтнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисее тата Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — каланӑ: 2. вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур Израиль ывӑлне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухӑр, тенӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Мадиан халӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫӑр, вӗсене аркатӑр, 18. мӗншӗн тесессӗн вӗсем сирӗн тӗлӗшрен чее тӑшманла хӑтланчӗҫ: сире Фегорпа тата ҫав Фегора пула халӑх пӗтнӗ кун вилсе выртнӑ Хазвӑпа, мадиансен пуҫлӑхӗн хӗрӗпе, илӗртрӗҫ, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.