Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Мишаткӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Мишаткӑн хӗсӗннӗ куҫӗсем каснӑ-лартнӑ Пантелей Прокофьевич тилӗрсе кайнӑ чухнехи пек сасартӑк хаяррӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ, пӗчӗк чышкисем чӑмӑртанчӗҫ, хӑй макӑрас пек сасӑпа ҫинҫен кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Но у того вдруг зловеще вспыхнули сузившиеся глаза (точь-в-точь как у деда Пантелея, когда он приходил в ярость), сжались кулачки, и высоким, плачущим голосом он крикнул:

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья ывӑлне хӑй ҫумне туртса илчӗ, Мишаткӑн пӗчӗк чӗри тин ҫеҫ тытнӑ салакайӑкӑнни пек хӑвӑрттӑн тӑпӑлтатса тапнине туйрӗ.

Наталья притянула сынишку к себе, почувствовала, как быстро, будто у пойманного воробья, колотится маленькое Мишаткино сердце.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мишаткӑн та тута хӗррисем чӗтрерӗҫ, анчах — ҫук, вӑл макӑрмарӗ.

У Мишатки дрожали губы, но — нет, он не плакал.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мишаткӑн пӗтӗмпех Мелеховсен йӑхне хывнӑ сивлек куҫӗсем ҫилӗллӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ, вӗсенче тарӑху куҫҫулӗсем ҫуталса чӗтренчӗҫ; вӑл, тетӗшне ыррӑн каласа ӳкӗте кӗртейменнипе халтан кайса, сӑмсине чышкипе шӑла-шӑла кӑшкӑрса вӑрҫрӗ:

У Мишатки гневно сверкали мелеховские угрюмоватые глазенки, дрожали в них слезы обиды; вытирая кулаком нос, он кричал, отчаявшись уговорить добром:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней