Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Милитриса Кирбитьевна! — тет лешӗ, кил хуҫи арӑмӗн сӑнарӗ ҫине кӑтартса.«Милитриса Кирбитьевна!» — говорит она, указывая ему на образ хозяйки.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл йӗри-таврана хурлӑхлӑн пӑхать, пурнӑҫри яланхи сиене, инкеке кӑна курать, пӗрмаях леш асамлӑ тӗнче ҫинчен шухӑшлать, — унта усал та, хуйхӑ та ҫук, тӑрӑшса ӗҫлени те кирлӗ мар, унта Милитриса Кирбитьевна пурӑнать, унта ҫав тери лайӑх тӑрантараҫҫӗ, ахалех тумлантараҫҫӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирӗксӗрех Милитриса Кирбитьевна ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать; унӑн кӑмӑлӗ пӗрмаях леш еннелле, ҫынсем яланах выляса-кулма ҫеҫ пӗлнӗ ҫӗрелле, ӗҫпе хурлӑх ҫук тӗнченелле туртӑнать; унӑн кӑмӑлӗнче вара кӑмака ҫинче выртас, янтипе, хӑй ӗҫлесе туянман кӗпе-йӗмпе ҫӳрес тата ырӑ кӑмӑллӑ асамҫа карчӑк шучӗпе тӑранса пурӑнас ӗмӗт яланлӑхах тӑрса юлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта ырӑ кӑмӑллӑ асамҫӑ карчӑк та пур, — пирӗн патӑмӑрта вӑл тепӗр чухне ҫӑрттан пулӑ евӗр курӑнать, — ҫав асамҫӑ карчӑк мӗнле те пулин юратнӑ ҫынна, лӑпкӑ та йӑвашскерне, урӑхла каласан, пурте кӳрентерекен мӗнле те пулин услапа суйласа илет те, ӑна нимсӗрех тӗрлӗ ырлӑх-пурлӑх парса тултарать, услап вара пӗрмаях ҫиет тата янтӑ тумтирсем тӑхӑнса капӑрланать, унтан вӑл мӗнле те пулин ҫав тери чипер пикене, Милитриса Кирбитьевнӑна, качча илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1