Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лукича (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑлаварпа аттисене тӑхӑнса ячӗ, сывлӑшне ҫӑта-ҫӑта, тӗксӗммӗн пӑхса тӑракан Яков Лукича ҫапла каласа хӑварчӗ:

Шаровары и сапоги надел, хмурому Якову Лукичу сказал, проглотив воздух:

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукича колхоз правленийӗ камӑн кӗпе-тумтир тата урана тӑхӑнмалли ҫук чухӑнсене кулаксенчен туртса илнӗ кӗрӗксене, атӑсене, ҫие тӑхӑнмалли тата ытти япаласене валеҫсе пама хушрӗ.

Якова Лукича правление колхоза уполномочило раздавать бедноте — нуждающейся в одежде и обуви — кулацкие полушубки, сапоги и прочие носильные вещи.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем — совет ҫыннисем, совет влаҫӗ вара Яков Лукича кӳрентерчӗ, хуҫалӑха хӑвӑрттӑн ҫӗклесе яма, пуян пурнӑҫпа — тутӑран та тутӑ пурӑнма памарӗ.

Они — советские, а Советская власть обижала Якова Лукича налогами и поборами десять лет, не давала возможности круто повести хозяйство, зажить богато — сытней сытого.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗмпех каласа паратӑп! — вӑл Яков Лукича палласа илчӗ, ара, Яков Лукич унӑн кумӗ пулать-ҫке-ха, унпа пӗрле вӑл, пӗр ҫичӗ ҫул каярах, йӑмӑкӗн ывӑл ачине ят хунӑччӗ, халь акӑ вӑл, сусӑрлатса, ҫурса таткаласа пӗтернӗ тутисене селӗп ҫын пек йывӑррӑн хускаткаласа, ыйтать:

Все скажу! — она узнает Якова Лукича, ведь он же кум ей, с ним она лет семь назад крестила сестриного сына, и трудно, как косноязычная, шевелит изуродованными, разорванными губами:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан Яков Лукича вӑйпах пӳртелле талкӑштарса кӗртрӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка хупса лартрӗ те ҫурма сасӑпа каларӗ:

Потом силком вталкивает Якова Лукича в хату, закрывает за собою дверь, вполголоса говорит:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сулахай аллипе вӑл Яков Лукича тумтир ҫинчи пиҫиххинчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Половцева мӑйӗнчен ҫавӑрса илчӗ.

Левой рукой он хватает Якова Лукича за кушак, правой — охватывает шею Половцева.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ пур — ҫырана пырса сӗкӗннӗ вӑкӑр пек хӑтланатӑн!.. — Унӑн уҫҫӑнах илтӗнмен хулӑнрах сасси, палкаса тухакан пӑшӑлтатӑвӗ Яков Лукича сӑнран ӳкерчӗ тата ытларах хӑратса пӑрахрӗ, сехрине хӑпартрӗ.

А ты — как бык с яру!.. — Его приглушенный, басовитый, булькающий шепот заставлял Якова Лукича бледнеть, повергал в еще больший страх и смятение.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев ирхине Яков Лукича ҫапла пӗлтерчӗ:

Якову Лукичу Половцев утром сказал:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуторта Яков Лукича пысӑк ӑслӑ, тилӗ пек чее хӑтланакан тата ҫавӑн пекех асӑрханса пурӑнакан ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах ҫапах та вӑл акӑ, хуторсем тӑрӑх хаяррӑн ҫулӑмланса ҫӗкленнӗ кӗрешӳрен аякра тӑрса юлма пултараймарӗ, ҫав кӗрешӳ ӑна пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пекех событисем ӑшне ҫавӑрттарса туртса кӗчӗ.

Считался Яков Лукич в хуторе человеком большого ума, лисьей повадки и осторожности, а вот не удержался в стороне от яростно всполыхавшей по хуторам борьбы, коловертью втянуло его в события.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней