Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лагутин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан ҫырӑва мана Лагутин старшина пырса пачӗ, сӑмахран, пит аван йӗкӗт.

Твое письмо принес мне старшина Лагутин, чудесный, между прочим, парень.

Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Строительство ушкӑнӗсен начальникӗсене ҫаксене турӗҫ: пӗрремӗш ушкӑнне — Панкратов юлташа, иккӗмӗшӗнне — Дубава юлташа, виҫҫӗмӗшӗнне — Хомутов юлташа, тӑваттӑмӗшне — Лагутин юлташа, пиллӗкмӗшӗнне — Корчагин юлташа, улттӑмӗшӗнне — Окунев юлташа.

Начальниками стройгрупп были утверждены: первой — товарищ Панкратов, второй — товарищ Дубава, третьей — товарищ Хомутов, четвертой — товарищ Лагутин, пятой — товарищ Корчагин, шестой — товарищ Окунев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лагутин хӑй ирӗкӗпех тӑваттӑмӗш смена ӗҫлет ӗнтӗ, пур нушана та ҫамрӑксемпе пӗр танах чӑтнӑ пирки ӑна отрядра пурте хисеплеҫҫӗ.

Лагутин добровольно работал четвертую смену, переносил с молодежью все невзгоды и заслужил в отряде всеобщее уважение.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шпал хурас техникӑна пӗр ҫулйӗр десятникӗ Лагутин кӑна пӗлет.

Технику прокладки знал только один дорожный десятник Лагутин.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун ҫумӗнче, кӗпе аркине ҫӗтӗк йӗм пӗҫҫи ҫинелле турткаласа, Лагутин тӑрать; виҫҫӗмӗшӗ — Тамбов ҫынни Игнат, тепри — Ванька Болдырев, паллама ҫук улшӑнса кайнӑскер, сахалтан та пӗр ҫирӗм ҫул чухлӗ ватӑлнӑ сӑнлӑскер.

За ним, натягивая подол рубахи на порванную штанину, гнется Лагутин, третий — тамбовец Игнат, следующий — Ванька Болдырев, изменившийся до неузнаваемости, постаревший, по меньшей мере, на двадцать лет.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫынсен эшкерӗ ҫине куҫ айӗпе пӑхса, Подтелков усал сӑмахсемпе ятлаҫса илет, унтан, Лагутин хӑй ҫине хӑяккӑн пӑхса пынине асӑрхать те, ыйтать:

Исподлобья поглядывая на нее, Подтелков громко, безобразно ругается и вдруг спрашивает, поймав сбоку взгляд Лагутина:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин кӗлеткипе ӳпӗнсе сулмаклӑн утакан Бунчукпа юнашар вӗтӗртетсе пырать.

Лагутин семенил рядом с тяжеловесным на шаг Бунчуком.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин тахӑшне тӑван хуторӗ ҫинчен, чӑсмака пуҫлӑ пулнӑшӑн аслашшӗ хӑйӗнчен «Савӑл» тесе тӑрӑхлани тата ҫав аслашшех хӑйне, ют ҫын пахчинче тытса, лайӑх кӑна пушӑпа ӑшалантарни ҫинчен каласа ларать.

Лагутин рассказывал кому-то про родной хутор, про то, как дед дразнил его «Клинком» за длинную голову, и про то, как порол его кнутом этот самый дед, захватив на чужой бахче.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин тутине чалӑштарса ҫыртнӑ.

Лагутин кривил губы.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин, аран темиҫе ҫын пухса, хутор хыҫне дозор кӑларса ячӗ.

Лагутин кое-как собрал несколько человек, выслал за хутор дозоры.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Казаксен разъезчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Лагутин.

— Разъезд казачий! — воскликнул Лагутин.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑраҫҫӗ пирӗнтен… — пӑлханчӑклӑн мӑкӑртатса илчӗ Лагутин, ыттисем ҫине пӑхса илсе.

Нас боятся… — растерянно проговорил Лагутин, оглядывая остальных.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тачанка патне утса кайнӑ май, казаксен салхуллӑ сӑн-пичӗсем ҫине пӑхса, Лагутин хӑйсем хӑш маршрутпа каясси ҫинчен шутласа пычӗ.

Подходя к тачанке, всматриваясь в невеселые лица казаков, Лагутин обдумывал маршрут, по которому придется им теперь идти.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх ӑратлӑ вӑкӑр ҫине ирӗксӗр ҫӗртен киленсе пӑхса тата куҫӗпе унӑн сарӑрах хӗрлӗ ҫӑмне ачашласа, Лагутин ассӑн сывласа илчӗ те пӑлханчӑк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫыххинчен пӗрне кӑна туртса кӑларчӗ: «Пирӗн станицӑначчӗ ҫакӑ. Вӗтӗрех пирӗн енчи вӑкӑрсем».

И, нехотя любуясь породистым бугаем, лаская глазами его красную с подпалинами шерсть, Лагутин сквозь рой встревоженных мыслей вынес со вздохом одну: «Нам бы в станицу такого. А то мелковаты бугайки у нас».

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫалӑхри типтерлӗхе юратакан Лагутин чарӑнса тӑчӗ те вӑкӑр авса антарнӑ ырхан ӗне ҫине пӑлханчӑклӑн сӑнаса пӑхрӗ, ҫак самантра ирӗксӗррӗн шухӑшларӗ:

Хозяйственный Лагутин остановился, беспокойно глядел на тщедушную коровенку, пригнутую быком до земли, невольно думал в этот миг:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин татах темскер ыйтма тӑнӑччӗ, анчах ҫак самантра пусу хӗрринчи тӗреклӗ хушка вӑкӑр, темле ӗне ҫине сиксе, ӑна хӑй айне тӗркелесе чикрӗ.

Лагутин хотел еще что-то спросить, но в стороне здоровенный лысый бык прыгнул на корову, подмял ее.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ Лагутин.

 — Лагутин мельком глянул на Подтелкова.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лагутин, сайра сухалне шӑлса илсе, ҫинҫе те кӳренчӗк сасӑпа каларӗ:

 — Лагутин гладил скудную бороденку, тонким жалующимся голосом говорил:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— А чӑн та тӗрӗс вӗт, мур илменскер! — килӗшрӗ Лагутин.

— А ить верно, чума ее дери! — согласился Лагутин.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ мӗн? — тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ Лагутин.

— Ты что думаешь? — воскликнул изумленный Лагутин.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней