Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лабардан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лабардан: «Шӑп пулӑр» тесе, хӑмисене шак-шак тутарчӗ, «мотор!» — тесе команда пачӗ, вара эп, мӗнпур халӑма пухса, хӗрӳллӗн, ӗнентерсе калаҫма тӑрӑшса, Давыдов — Расщепее ӳкӗтлеме пуҫларӑм:

Лабардан крикнул: «Дайте тишину!», щелкнул дощечками и скомандовал: «Мотор!» — я, собрав все силы, стараясь говорить как можно убедительнее, как можно горячее, стала просить Давыдова — Расщепея:

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нумай ӗшеленчӗҫ манпа Павлушӑпа Лабардан.

Долго бились со мной Павлуша и Лабардан.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юрӗ-и? — каларӗ Лабардан.

Лады? — сказал Лабардан.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн сӑмса тӗлӗнчех Лабардан пӗр пӗчӗк хура хӑмана теприн ҫумне хыттӑн шаплаттарчӗ.

Перед самым моим носом Лабардан громко хлопнул одной черной дощечкой о другую.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Павлушӑпа Лабардан, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса, куҫ хӗскелесе илчӗҫ.

Павлуша и Лабардан слушали, перемигиваясь.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лабардан та ҫитрӗ, вӗсем мӗнле ӳкерсен мӗнле пуласси ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Явился Лабардан, они стали советоваться, как лучше меня снять.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла-и, Лабардан?

Верно, Лабардан?

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир ӑна кӗскен — Лабардан, тетпӗр.

А мы его просто для сокращения Лабарданом называем.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лабардан, сирӗн бирка пур-и?

Лабардан, у вас бирки есть?

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тӑхтӑр, Лабардан, — шӑппӑн каларӗ лутри, — вут тар пӑрӑҫ!

— Погодите, Лабардан, — тихо сказал седоватый, — вот перец с горчицей!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней