Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӳршӗсем (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс ун чухне пире манса ан кай вара, ҫавах та — кӳршӗсем, ютах мар.

Ты тогда не забывай про нас, я всё-таки сосед, не совсем чужой человек.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫапла майпа эпир унпа иксӗмӗр кӳршӗсем иккенне пӗлтӗмӗр.

Мы, таким образом, выяснили, что мы соседи.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Кӳршӗсем чӳрече уҫрӗҫ, ҫав шавпа вара Том та вӑранса кайрӗ.

В соседнем доме стукнуло окно, и это разбудило Тома.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӳршӗсем е тӑвансем ҫемьере хирӗҫ-тӑрура пурӑннине, право йӗркине пӑснине пытармалла мар, мӗнле майпа та пулсан вырӑнти самоуправленине, право хуралӗн органне пӗлтерме тӑрӑшмалла.

Не стоит скрывать правовой порядок, что соседи или родные живут в драке, каким-нибудь образом надо стараться оповестить в местное самоуправление, правоохранительный орган.

Ан илӗрттӗр преступлени сукмакӗ // Н. ОСИПОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/11451-an-il ... eni-sukmak

Мунчине вара кӳршӗсем патне кайса та кӗме пулать.

А в баню и к соседям можно сходить.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Кӳршӗсем макӑрсах ячӗҫ.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Пире кура кӳршӗсем те килчӗҫ.

Увидев нас, потянулись и соседи.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Унччен пире кӳршӗсем вулама паратчӗҫ.

Помоги переводом

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Кӳршӗсем патне кайман-и? — терӗ Суя.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эс каларӑн: «Ывӑлӑм, пепкеҫӗм, ҫуралнӑ ҫӗршыва сыхла. Пиччӳ халь вӑрҫӑра ҫӳрет. Инкӳ куҫҫуль тӑкать. Кӳршӗсем те ҫухалнӑ ывӑлне асӑнса йӗреҫҫӗ. Иккӗрен пӗр ывӑлсӑр юлма аннӳне-мӗн ҫӑмӑл пулӗ тетӗн-им?»

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӳршӗсем упӑшки эрех ӗҫнӗрен вӑрҫӑнни куҫ кӗретех.

Видно, соседи ссорятся из-за того, что муж выпивает.

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫӗнӗ кӳршӗсем, тӑтӑшах мар пулин те, тепӗр чухне вӑрҫӑнаҫҫех.

Новые соседи, не часто слышно, иногда ругаются.

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Сирӗн ачасем кӑмпасем пек хӑвӑрт ҫитӗнеҫҫӗ», — тенӗ кӳршӗсем Фроловсемшӗн хӗпӗртесе.

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Кайран ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ.

Помоги переводом

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чуна уҫса калаҫмашкӑн кӳршӗсем пур.

Чтобы поговорить по душам есть соседи.

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ентешсем те, кӳршӗсем те кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

2. Эпир ӗнтӗ ҫутаткӑҫсене сӳнтертӗмӗр, кӳршӗсем пурте мана лӑплантарма тытӑнчӗҫ, эпӗ вара вилнӗ пек хытса лартӑм, тепӗр кунхи каҫченех ҫапла ларнӑ.

2. И опрокинули все мы светильники, и все сограждане мои поднялись утешать меня, и я почила до ночи другого дня.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45. Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр.

44. Каждый час, каждый день в эти тридцать лет я молила Всевышнего непрестанно, 45. и услышал меня Бог, рабу твою, после тридцати лет, увидел смирение мое, внял скорби моей и дал мне сына, и я сильно обрадовалась ему, и муж мой, и все сограждане мои, и мы много прославляли Всевышнего.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӗнтӗ тӑшманӑмсен мӑшкӑлӗ пултӑм, кӳршӗсем пуринчен ытла кулаҫҫӗ, пӗлӗшӗмсем те ман пата пыма хӑраҫҫӗ: мана урамра курсанах аяккалла тараҫҫӗ.

12. От всех врагов моих я сделался поношением даже у соседей моих и страшилищем для знакомых моих; видящие меня на улице бегут от меня.

Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Кӳршӗсем ӗнтӗ манран кулатчӗҫ: «халӗ те хӑйне вӗлересрен хӑрамасть, ку ӗҫ пирки пӗрре тарса ҫӳрерӗ-ха, каллех вилесене пытарать» тетчӗҫ.

8. Соседи насмехались надо мною и говорили: еще не боится он быть убитым за это дело; бегал уже, и вот опять погребает мертвых.

Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней