Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫалхи сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑҫалхи (тĕпĕ: кӑҫалхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]

Итак, узнав, что один только этот народ всегда противится всякому человеку, ведет образ жизни, чуждый законам, и, противясь нашим действиям, совершает величайшие злодеяния, чтобы царство наше не достигло благосостояния, мы повелели указанных вам в грамотах Амана, поставленного над делами и второго отца нашего, всех с женами и детьми всецело истребить вражескими мечами, без всякого сожаления и пощады, в тринадцатый день двенадцатого месяца Адара настоящего года, чтобы эти и прежде и теперь враждебные люди, быв в один день насильно низвергнуты в преисподнюю, не препятствовали нам в последующее время проводить жизнь мирно и безмятежно до конца.]

Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӑҫалхи план та пур.

Помоги переводом

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри селектор канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта ҫӗршывра пӗчӗк ачасем вилесси палӑрмаллах чакнӑ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӗслӗхрен, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Правительствин Председателӗн заместителӗпе ирттернӗ тӗлпулура Ольга Голодец республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерсе пӗчӗк ачасем вилнин кӑтартӑвӗсем кунта пӗчӗккине уйрӑммӑн палӑртнӑ: ку енӗпе Чӑваш хутлӑхӗ федераци субъекчӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑҫалхи пек япӑх ҫулсем тахҫанах пулман.

Помоги переводом

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 14-мӗш номерлӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн районта ку енӗпе ятарлӑ комисси туса хунӑ, мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пенси фончӗн районти пайӗ 2015 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен ача ҫуратнӑ амӑшӗсене кӑҫалхи март уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫак майпа усӑ курма сӗнет.

Помоги переводом

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Сӗт туса илекенсен наци союзӗн тишкерӗвӗпе чӗртавар хакӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пысӑк пулмаллаччӗ.

Помоги переводом

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ Чӑваш Енре чи пӗчӗкки шутланнӑ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кунашкал тӗслӗхпе 200-е яхӑн постановлени йышӑннӑ.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ку хисеп ӳснине палӑртмалла. Халӗ кунашкал производствӑсем — 200-е яхӑн. Ҫакӑ, паллах, ҫӗршыври кризиспа, ҫӗр-ҫӗр ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнипе те ҫыхӑннӑ. Алимент тӳлеменнисен 45% ӗҫлет. Укҫа-тенкӗ шыраса илмелле тунӑ ҫынсен 10% тӳлет, 5% — шыравра, 10% уголовлӑ явап тытать», — пӗлтерчӗ Мария Александровна.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫалхи ӗҫе 30 ҫын хутшӑнать.

Помоги переводом

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫыравӗнче ҫыравҫӑсем информацие тӳрех планшета кӗртсе электрон документ хатӗрлеме пултараҫҫӗ е ӑна ятарлӑ хут ҫинче ҫырсассӑн та юрать.

Помоги переводом

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кӑҫалхи мартӑн 15-мӗшӗнче Кивӗ Вӑрмарта ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ журналист Вячеслав Григорьевич Афиногенов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Мала тухнӑ команда йышӗнчи Егор Ельцовпа Николай Кузнецов пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех кӑҫалхи ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа пачӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ ҫемьен мӗнпур тупӑшӗн 22% ытларах пулсан граждансене субсиди пама республикӑн кӑҫалхи бюджетӗнче укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫапла вара хӑшпӗр муниципалитет йӗркеленӗвӗнче кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ чи нумаййи 6,7% ӳсет.

Помоги переводом

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсем кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫулталӑк каяллахинчен 4,4% хушӑнаҫҫӗ.

Они с 1 мая текущего года вырастут на 4,4% по сравнению с годом ранее.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Раҫҫей Правительствин 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2182-р хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинчи граждансен кӑҫалхи коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен вӑтам ӳсӗмне ҫирӗплетнӗ.

В соответствии с распоряжением № 2182-р Правительства России от октября 2015 года утвержден средний размер оплаты коммунальных услуг гражданам Чувашской Республики.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней