Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑҫалхи сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑҫалхи (тĕпĕ: кӑҫалхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те фондӑн кӑҫалхи бюджетне те пысӑкрах палӑртса хӑварма май килнӗ.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унашкаллисем кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 790 пин ҫынпа танлашнӑ.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кӑҫалхи ҫулла халь тӑвакан «Амазония» этнокультура паркӗнче велосипед ҫулӗсемпе ҫуран ҫула, уҫӑлса ҫӳремелли тротуарсене туса пӗтерӗҫ.

Этим летом в строящемся этнокультурном парке «Амазония» появятся велосипедные дорожки и тротуары.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫӗнӗ пуҫарусен йышӗнче – шкул хоккей лиги, кӑҫалхи хӗлле вӑл Шупашкарта пуҫласа иртет, малашне вара унта мӗнпур муниципалитетах хутшӑнӗ.

Среди новых инициатив - школьная хоккейная лига, которая впервые проводится этой зимой в Чебоксарах, а в будущем должна охватить и все муниципалитеты.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кӑҫалхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче Леонид Слуцкин хӑйӗн пӑхаттирӗсемпе Францире чӑн-чӑн тӗрӗслев пулать.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Йышӑнӑва килмелли ҫын кун пирки манса каясран СМС-пӗлтерӳпе аса илтерме пуҫланӑ хыҫҫӑн электронлӑ майпа тухтӑр патне маларах ҫырӑннисем пыман тӗслӗх иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 35 процентран кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 22 таран чакнӑ.

Помоги переводом

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Раҫҫей МЧСӗн ертӳлӗхӗ Чӑваш Республикине кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ҫӗршывӗпех иртнӗ команда-штаб вӗренӗвне вӑйсемпе хатӗрсене явӑҫтарас тӗлӗшпе Раҫҫейри чи лайӑх субъекчӗсен йышне (Мордовипе, Коми Республикипе тата Тверь облаҫӗпе пӗрле) кӗртнине аса илтерчӗ.

Помоги переводом

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кӑҫалхи ҫак тапхӑрта кӑна пуҫиле виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Шӑпах ҫак ушкӑнпа вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче тӑван Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уяв концерчӗ йӗркеленӗччӗ.

Помоги переводом

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кӑҫалхи уява мӗнле палӑр-татпӑр-ха?

Помоги переводом

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗ тӗлне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем хуҫасӑр ҫӗрсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассине вӗҫлемелле.

Помоги переводом

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пуш уйӑхӗ тӗлне 97 250,96 гектар пулӑхлӑ ҫӗр сухаланмасӑр выртать.

Помоги переводом

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

- Кӑҫалхи январь - март уйӑхӗсенче центра 156 ҫын ӗҫ шыраса килнӗ.

Помоги переводом

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫалхи январь - март уйӑхӗсенчи цифрӑсемпе паллаштарсамӑр.

Помоги переводом

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кӑҫалхи ҫур акинче вара пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 490 гектар, 20 гектар ҫӗрулми, 50 гектар куккурус тата пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 100 гектар ҫинче акса хӑвармалла.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Петрович Архипов кӑҫалхи апрелӗн пӗрремӗшӗ тӗлне республикӑра 219,6 пин вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ пурӑннине, ҫав шутран 188,2 пин ӗҫ ветеранӗ тата ЧР ӗҫ ветеранӗ (вӗсенчен 46,7 пин ЧР ӗҫ ветеранӗ ҫак хисеплӗ ята хӗрарӑмсем _ 37,5 ҫул, арҫынсем 42,5 ҫул ӗҫ стажӗсемпе тивӗҫнӗ) пулнине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 13 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 7 мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Помоги переводом

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫакӑ паха - кӑҫалхи хӗл тем тӗрлӗ улшӑнса тӑчӗ пулин те кӗрхисем лайӑх хӗл каҫнӑ.

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Кӑҫалхи апрелӗн 1-мӗшӗнче ҫамрӑксене ҫар ретне тӑратасси пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Кӑҫалхи пӗрремӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх муниципалитетӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней