Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӗпӗр кунхине вара Тарас Бульба ҫӗнӗ кошевойпа запорожецсене мӗнле те пулин ӗҫе ҫӗклесси пирки канашланма тытӑнчӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кошевойпа старшинасем, ҫӗлӗкӗсене хывнӑ та, аллисене пилӗкрен тытса мӑнаҫлӑн тӑракан козаксем еннелле пуҫ тайса ҫавӑрӑннӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Кошевойпа Коростылёв… сирӗн патӑрта пур-и? — тесе ыйтрӑм.
Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Григорие Кошевойпа курнӑҫма йывӑр пулчӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хуторта Кошевойпа Дуняшка пирки сӑмах ҫӳретме тытӑнчӗҫ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Казаксене Мишка Кошевойпа иксӗр вӗлернӗ-ҫке?
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кошевойпа ун тусне — пӑяв ҫине!
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Уйрӑмах малтанхи ҫапӑҫурах вилнисемпе тӑванлӑ-хурӑнташлӑ казаксем Кошевойпа Иван Алексеевича курасшӑн хытӑ тӑчӗҫ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах тыткӑна лекнӗ коммунистсене Вешенскине хӑваласа кӑясси, вӗсем хушшинче Мишка Кошевойпа Иван Алексеевич та пурри, тыткӑна илнисем кӗҫ-вӗҫ Татарскине килсе ҫитесси ҫинчен хыпар илтнӗ те кӑштах тӑхтама шут тытнӑ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишка Кошевойпа Котляров та казаксемех, анчах пӗтӗм чунӗ-юнӗпеле хӗрлисем…»
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кошевойпа юнашар, драгун йӗнерӗ ҫинче, Штокман силленсе пырать.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пухӑва вӑл Кошевойпа тата Иван Алексеевичпа пӗрле кайрӗ.На собрание пошел он вместе с Кошевым и Иваном Алексеевичем.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишка Кошевойпа Валет иккӗмӗш каҫхине ҫеҫ Каргинскинчен тухрӗҫ.Мишка Кошевой и Валет только на вторую ночь вышли из Каргинской.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аслӑ кинӗ, тӑлӑх арӑм Марье, Мишка Кошевойпа куҫ кӗрет пурӑннӑскер, чӗкеҫ шатриллӗ пулин те, чипер сӑнлӑ казачка, пӗтӗм хутор мухтакан хулӑн, арҫын сасси майлӑрах вӑйлӑ та ҫӑра сасӑпа янӑратса ячӗ:
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кошевойпа Татарски хуторӗн ытти казакӗсем каҫ пулсан тин киле кайма тухаҫҫӗ, сӑрт тӳпинелле хӑпарса пыраҫҫӗ.Кошевой и остальные казаки с хутора Татарского выехали домой вечером, поднялись на гору.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кошевойпа тепӗр пилӗк казак, сотня ревкомӗсен председателӗсем, хӑйсене хӗҫ-пӑшалсемпех кӑларса яма ыйтрӗҫ.Кошевой и еще пятеро казаков, председатели сотенных ревкомов, просили пропустить их с оружием.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗри, хура мӑйӑхлӑ хӑрӑк салтакӗ, сӑнӗпе шахтер майлӑраххи, Кошевойпа ытти казаксем ҫине чӑрсӑррӑн пӑхса пӑшӑлтатрӗ:
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пирваях вӗсем сан ҫине те, эсир Мишка Кошевойпа иксӗр малтан ман ҫине пӑхнӑ пекех, шанмасӑр пӑхӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1