Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кимӗпе (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле истори вӑл сирӗн кимӗпе, нимӗн те ӑнланмастӑп, — терӗ.

Что это за история у вас с лодкой вышла, не пойму.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ эпир лӑпкӑ та ҫутӑ шыв тӑрӑх кимӗпе ишсе пыратпӑр.

Мы плыли на лодке по светлой, покойной воде.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кимӗпе илсе каҫакансене эпӗ лайӑх тӳлерӗм.

Я щедро расплатился с гребцами.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пирӗн халӗ мӗнле ҫул тытмаллине суйласа илмелле: пурин те пӗрле япаласене хыҫран сӗтӗрсе икӗ ушкӑна уйрӑлса пӑр тӑрӑх каймалла, пӗр ушкӑнӗ — йӗлтӗрсемпе пӑр тӑрӑх шумалла, тепӗр ушкӑнӗ, пилӗк ҫын, пӑр аяккипе кимӗпе ишмелле пулать-и?

Нам предстоял выбор: идти ли всем по леднику и тащить за собой груз или разделиться на две партии, из которах одна шла бы на лыжах по леднику, а другая, в пять человек, плыла бы вдоль ледника на каяках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кимӗпе ишекене вара, ҫирӗм ҫухрӑм сарлакӑш тинӗс урчи урлӑ ҫакӑн пек тӑвӑл асӑхнӑ каҫхине ишсе каҫма хӑйнӑскер, маттур та харсӑр ҫын пулмалла, ку ӗҫе тума шухӑш тытнӑскерӗн сӑлтавӗ те пысӑк пулма кирлӗ!

Отважен был пловец, решившийся в такую ночь пуститься через пролив на расстояние двадцати верст, и важная должна быть причина, его к тому побудившая!

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсем вара кимӗпе кӳлӗри пӗчӗк утравсем тавра ярӑнма тухса кайрӗҫ; хӑшпӗр утравӗсем ҫине анса ҫӳрерӗҫ.

Они поехали на лодке по озеру, около островов, посещали некоторые из них.

XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ сана унта кимӗпе илсе каятӑп.

Я тебя свезу в челноке.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӗсем патӗнчен темӗнле ҫынсем кимӗпе ишсе иртсе каяҫҫӗ-мӗн.

Как мимо проезжали какие-то люди в челноке.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

8. Ытти вӗренекенӗсем кимӗпе ишсе пулӑ тулнӑ тетеле сӗтӗрсе пынӑ — вӗсем ҫырантан аякра пулман, унта ҫитме пӗр икҫӗр чике ҫеҫ пулнӑ.

8. А другие ученики приплыли в лодке, - ибо недалеко были от земли, локтей около двухсот, - таща сеть с рыбою.

Ин 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вара вӗсем, пӗр хӑйсем ҫеҫ, кимӗпе ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ.

32. И отправились в пустынное место в лодке одни.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Иисус кимӗпе каллех тинӗс тепӗр енне каҫсассӑн, Ун тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ.

21. Когда Иисус опять переправился в лодке на другой берег, собралось к Нему множество народа.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ Хӑвӑн ӑслӑлӑхун ӗҫӗсем кӑлӑх ан пулччӑр тесе тӑрӑшатӑн; ҫавӑнпа та ҫынсем хумсем ҫийӗн кимӗпе ҫӳренӗ чухне хӑйсен пурӑнӑҫне ҫак пӗчӗкҫеҫҫӗ йывӑҫа шанса параҫҫӗ те — ҫӑлӑнаҫҫӗ.

5. Ты хочешь, чтобы не тщетны были дела Твоей премудрости; поэтому люди вверяют свою жизнь малейшему дереву и спасаются, проходя по волнам на ладье.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней