Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кашнин (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта темиҫе тӗрлӗ халӑх пулнӑ, темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм, кашни тӗрлӗ тумтирпе, кашнин аллинче ҫыхӑсемпе, кутамккасемпе япаласем пулнӑ, халӑх шыв пек хумханнӑ, пур ҫӗртен те шавланӑ сасӑ илтӗннӗ.

Мелькали в толпе загорелые лица хохлов, бараньи шапки, мужицкие бороды, виднелись картузы и русские лица, пестрели рубахи, бабьи платки, сермяги, заплаты, узлы, котомки, все колыхалось, двигалось и гудело.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Халӗ ӗнтӗ кашнин пуҫӗнчех пӗр шухӑш — епле пулсан та харпӑр хӑйне ҫӗнтерес, ҫӗре тирӗнсе анас мар текен асаплӑ шухӑш пулчӗ, мӗншӗн тесен эхер те ҫӗре ӳкрӗн пулсан, тек ӗнтӗ нихҫан та ура ҫине тӑраймастӑн.

И у каждого было лишь одно мучительное желание: превозмочь себя, не упасть, ибо упавший встать уже не смог бы.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Председателе эпӗ приказа кашнин патне ҫитерттерме хушатӑп, тата вӑл пичетне хутор укҫи-тенкине атаманран тытса илме тивӗҫлӗ.

Председателя я обяжу довести приказ до каждого, и должон он печать у атамана забрать и все хуторские суммы.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем инҫе ҫула тапранса тухни ҫумри хатӗр-хӗтӗрсемпе япалисенченех курӑнать: йӗнер хутаҫҫисем темтепӗр чыхса тултарнипе мӑкӑрӑлнӑ, ут ҫурӑмӗсем ҫинче лӑк-тулли ҫӑксем, кашнин йӗнерӗ хыҫӗнчех типтерлӗн майласа ҫыхнӑ шинелӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ.

По снаряжению видно было, что шли казаки в дальний путь: сумы седел раздуты от клажи, вьюки набиты, в тороках у каждого заботливо увязана шинель.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗчӗк чухне пирӗн кашнин хӑйӗн ӗҫӗсем пулнӑ, кил ҫуртри ӗҫсене эпир тата анне тунӑ.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Казаксем калаҫаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ, анчах кашнин сӑнӗнчех чӑтӑмсӑррӑн пӑлханни сисӗнет.

Казаки переговаривались, шутили, но лица у всех были напряженные.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунта эп кашнин куҫӗ умӗнче, хам та ал тупанӗ ҫинчи пек йӑлт курса тӑратӑп.

Тут я у всех на виду, и передо мной все как на ладони.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑйсем умӗнче ӗлӗкхи Сергей Тутариновах тӑнине пурте палларӗҫ пулас та, пурте харӑсах калаҫма пуҫларӗҫ: кашнин калаҫмалли пур, кайран пырса ҫитнӗ Иван Атамановӑн та сӑмах-юмах тупӑнчӗ.

Кажется, удостоверились, что перед ними стоит тот же самый Сергей Тутаринов, что они знали и ранее, и все вокруг загомонили: у каждого было что сказать, о чем поговорить нашлось даже у пришедшего позже остальных Ивана Атаманова.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кашнин аслӑрах пулас килет.

— Каждый старшим хочет быть.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗр тесен, пакӑлтатӑрах — кашнин хӑйне кура юрри.

 — А впрочем, продолжайте — у всякого свое призванье.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кашнин питнех мӗнле те пулин улшӑну йӗр хывнӑ, вӑрҫӑ акса хӑварнӑ тимӗр вӑрлӑхсен инкекӗпе хуйхине кашни хӑй ӑшне хӑйне май вырнаҫтарса ӳстерсе пурӑнать.

Перемены вершились на каждом лице, каждый по-своему вынашивал в себе и растил семена, посеянные войной.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗртен-пӗр ҫакӑ кӑна кӗрсе юлчӗ кашнин пуҫне.

Единственное, что ворвалось в память каждому.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашнин хӑйӗн ҫурт, хӑйӗн арӑм пур, тӗрлӗ хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе.

Каждый имеет свой домик, свою бабу со всяким удовольствием.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсен мӑнтӑр кӗлеткисене чӗтрентереҫҫӗ (начаррисем ҫук, кашнин ҫийӗнчех улт-ҫичӗ хут юбка), пит тутрисене суллаҫҫӗ, чавсисене вылянтарса ташлаҫҫӗ.

Трясли полными задами (худых не было, на каждой по пять — семь юбок), махали кружевными утирками, сучили в пляске локтями.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мулӗ ӗнтӗ, паллах, кашнин аллинех лекмест вӑл.

А клад, стал быть, не кажному в руки дается.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сылтӑм бортра, алӑк патӗнчи ирӗк вырӑнта тата пилот кабинине кӗмелли ҫӗрте ҫынсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗр пек тумланнӑ: симӗс ӑшӑ куртка, сӑрӑ ҫӑматӑ, ҫӑмламас тиртен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ; кашнин хулпуҫҫи ҫинчех парашют.

Всюду на мешках сидели десантники, — все как один в теплых ватных куртках защитного цвета, в серых валенках и пушистых меховых шапках-ушанках; за плечами у всех — парашюты.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кашнин умӗнчех тетрадьсем, кӗнекесем, кӑранташсем выртаҫҫӗ.

Перед каждым из них лежали тетради, книги, карандаши.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫураҫни те мар-ха: кашнин ӑшӗнчех — ӗлӗкхи хаярлӑх; ун ҫумне тата ҫак хирӗҫӳпе пӗр-пӗрин чӗрине ыраттарнишӗн тарӑхни хушӑнать.

И не примирение: в душе у каждого та же старая злоба друг против друга с прибавкой еще раздражения за ту боль,

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ку калаҫу — кирлӗ калаҫу, кун пек ыйту — хальхи вӑхӑтра кашнин пуҫӗнчех пур…

Для меня это вопрос сурьезный, и такой вопрос ныне у всех на уме…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вӗсен, калас пулать, ҫывӑрмалли пӗр пӳлӗм пур, кроватьсем кашнин уйрӑм, вӗсем юнашар лараҫҫӗ.

— Есть у них такая спальня, сказать — комната общая, а кровать у каждого своя, стоят они рядышком.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней