Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Каменски (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аэропланпа ларса килнӗ Дон ҫарӗн офицерӗ Каменски станица патӗнче пуҫтарӑнса тӑнӑ ударлӑ ушкӑн чаҫӗсем ҫак кунсенчех хӗрлисен фронтне татса кӗрсе каясси, унтан Дон ҫарӗн Секретев генерал ертсе пыракан утлӑ дивизийӗ повстанецсемпе пӗрлешме тапранса килесси ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ.

Прилетевший офицер Донской армии коротко сообщил, что со дня на день красный фронт будет прорван частями ударной группы, сконцентрированной возле станицы Каменской, и конная дивизия Донской армии под командой генерала Секретева двинется на соединение с повстанцами.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каменски станици патне, 36 орудипе 140 пулемет хушса парса, 16000 яхӑн хӗҫпе штык (пехотӑпа кавалери салтакӗсем) куҫарса каяҫҫӗ; 1918 ҫулхи ҫу кунӗсенче ят тухас ҫул ҫитнӗ ҫамрӑк казаксенчен йӗркеленӗ ҫарӑн — ҫамрӑк ҫар текенскерӗн — юлашки утлӑ чаҫӗсемпе чи лайӑх полкӗсем вӗҫе-вӗҫӗн тӑсӑлса пыраҫҫӗ.

К Каменской перебросили около 16000 штыков и сабель при 36 орудиях и 140 пулеметах; подтягивались последние конные части и отборные полки так называемой молодой армии, сформированной летом 1918 года из молодых, призывного возраста, казаков.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каменски хуторӗсенчен.

— С Каменских хуторов.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирсерен кашни кун Новочеркасск—Каменски линийӗ тӗлӗнче нимӗҫ аэропланӗсем курӑнаҫҫӗ, хӑлат пек явӑнса ҫӳреҫҫӗ, ним шикленӳсӗр аялалла вӗҫсе анса, пулеметсенчен шӑтӑртаттарса переҫҫӗ.

Ежедневно над линией Новочеркасск — Каменская по утрам появлялись немецкие аэропланы, кружились коршунячьей семьей, снижались, — коротко стрекотали пулеметы.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Майӑн 1-мӗшӗнче, нимӗҫ аэропланӗсем вӑйлӑн персе тӑнине пӑхмасӑр, экспедици Каменски станица еннелле тапранса каять.

И 1 мая, уже под обстрелом немецких аэропланов, экспедиция тронулась по направлению на Каменскую.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна Новочеркасска илни ҫинчен тата Зверевӑпа Каменски патӗнчи ҫапӑҫусем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ: Анна хӑйсем Луганскпа Таганрог хулисенче мӗн-мӗн туни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Бунчук рассказывал подробности взятия Новочеркасска, боев под Зверевом и Каменской: Анна делилась впечатлениями о работе в Луганске и Таганроге.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Фронтовик-казаксен Каменски станицӑра пулса иртнӗ съезчӗн постановленийӗпе килӗшсе, Казаксен ҫарпа революци комитечӗ ҫапла йышӑнать:

Казачий военно-революционный комитет на основании постановления фронтового съезда в станице Каменской постановил:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чернецов Каменски ревкомӗн чаҫӗсемпе тата унта Чертковӑран пырса ҫитнӗ хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗсемпе тытӑҫса ӳкесрен шикленнипе чукун ҫул тӑрӑх каяссинчен асӑрханать.

Чернецов опасался наступать по линии железной дороги, так как боялся встретить в этом направлении настойчивое сопротивление частей Каменского ревкома и подошедших к ним из Черткова красногвардейских отрядов.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурҫӗр Донецк полустанокӗ патӗнче казаксен революцилле чаҫӗсене парӑнтарнӑ хыҫҫӑн вӑл январӗн 17-мӗшӗнче Каменски станицӑна йышӑнса илет.

Сломив сопротивление революционных казачьих частей под полустанком Северный Донец, Чернецов 17 января занял Каменскую.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чернецов ҫак станцисене хӳтӗлесе тӑма икӗ орудипе пӗр рота казак хӑварать те тӗп вӑйсемпе Каменски еннелле наступлени туса пырать.

Чернецов, оставив там заслон из одной роты при двух орудиях, основными силами повел наступление на Каменскую.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон правительстви совет влаҫӗн представителӗсемпе тӗл пулса калаҫма уйӑрса янӑ делегаципе пӗрле Каменски ревкомӗн членӗсем те — Лагутинпа Скачков — Таганрог хулине тухса каяҫҫӗ.

В составе делегации, отправленной донским правительством к Таганрогу для переговоров с представителями советской власти, поехали и члены Каменского ревкома — Лагутин и Скачков.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон правительствинчи япшар чӗлхесемпе талпассем Каменски станицӑра ҫуралнӑ ревком членӗсене татах темӗнччен ҫавӑн пек йӑпатса ларчӗҫ.

Краснобаи, баяны донского правительства еще долго улещали казаков — членов народившегося в Каменской ревкома.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыттисемпе танлаштарсан, тӗрӗс-тӗкелтерех упранса юлнӑ 27-мӗш, 44-мӗш тата 2-мӗш запас полксем Каменски станицӑра тӑраҫҫӗ.

Наиболее сохранившиеся полки — 27-й, 44-й и 2-й запасный — находились в станице Каменской.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑнах — халӗ ӗнтӗ Каменски станцинчен — Меркулов, Петро Мелехов тата Николай Кошевой большевиксем енне сулӑнса кайнӑ 27-мӗш полкран тарса килчӗҫ.

Следом за ним явились уже из Каменской бежавшие из обольшевиченного 27-го полка Меркулов, Петро Мелехов и Николай Кошевой.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, нимӗҫ пули сылтӑм алли шӑммине ватнӑ пирки, хӑй малтанхи ҫапӑҫурах аманни ҫинчен ҫырать, сывалма Донец округӗнчи Каменски станицине ярас пирки пӗлтерет.

Григорий сообщал о том, что ранен был в первом же бою, пуля раздробила ему кость левой руки, поэтому отправляют его на излечение в свой округ, в станицу Каменскую.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, Мана та саламатпа туртас тесе, аллине ҫӗклерӗ, анчах та эпӗ питӗ ҫирӗппӗн: «Эпӗ хам та Каменски станици казакӗ, пӗр тытӑнсан, хама тӗкӗнекене шуйттансене йӗкленмелле пуличченех, нимӗрлентерсе тӑкма пултаратӑп», — терӗм.

Тот было замахнулся и на меня плетью, но я с достаточной твердостью сказал, что я сам казак Каменской станицы и так могу его помести, что чертям станет тошно.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней