Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫта та пулин пытанса ларса, тискер ҫынсене эпӗ сӑнама пултарнӑ пулӑттӑм, анчах вӗсем ҫине манӑн пачах та пӑхас килмест — ҫав ирсӗр юнӗҫенсем, пӗр-пӗрне тискер кайӑксем пек ҫисе яраканскерсем, мана йӗрӗнтереҫҫӗ.

Я мог бы увидеть дикарей откуда-нибудь из засады, но я не хотел и смотреть на них — так отвратительны были мне кровожадные хищники, пожирающие друг друга, как звери.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Качакасем, кайӑксем тытма мӗнпе ҫӳрӗп-ши?

Как я буду тогда охотиться на коз и птиц?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кайӑксем ҫывӑхри йывӑҫсем ҫине пытанса ларчӗҫ, эпӗ каясса ҫеҫ кӗтсе лараҫҫӗ.

Птицы притаились на ближайших деревьях: они ждали, чтобы я ушел.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗҫен кайӑксем тырра мӗн чухлӗ сиен кӳнине пӗлес тесе, эпӗ уй-хире пӑхса ҫаврӑнтӑм.

Раньше всего я обошел все поле, чтобы установить, много ли вреда причинили мне птицы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах уйра тутӑ пучахсем курӑнсанах, ҫӗнӗ тӑшмансем сиксе тухрӗҫ: ҫӑткӑн кайӑксем пӗлӗт пек хупӑрласа вӗҫсе килеҫҫӗ те, эпӗ аяккалла кайсан, тырра тапӑнмалли самант кӗтсе, тӳпере ҫаврӑнса тӑма пуҫлаҫҫӗ.

Но чуть только хлеб заколосился, появились новые враги: налетели стаи прожорливых птиц и начали кружиться над полем, выжидая, когда я уйду и можно будет наброситься на хлеб.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав тӑшмансем — качакасем, мулкач евӗрлӗ пӗчӗк тискер кайӑксем.

Этими врагами были козы и те дикие зверьки, которых я назвал зайцами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халиччен эпӗ нихҫан та курман, ячӗсене те пӗлмен кайӑксем пур.

Были и такие, каких я никогда не видал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав улӑхра юрӑхлӑ вырӑн тупмалла, ӑна тискер кайӑксем тапӑнасран хӳтӗлемелле, терӗм хама хам.

Нужно было подыскать в этой долине подходящее место и оградить его от нападения хищников.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тискер кайӑксем тапӑнасран шикленсе, эпӗ ку ҫӗре, ҫак утрав ҫинче пирвайхи каҫа ирттернӗ пекех, йывӑҫ ҫинче ларса ирттертӗм.

Опасаясь, что ночью на меня нападет какой-нибудь хищник, я, как и в первый день моего пребывания на острове, вскарабкался на дерево и провел там всю ночь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫӗрпӳртре пурӑнма май ҫук, кунта пурӑнма питӗ хӑрушӑ: утрав ҫинче ҫӗр чӗтрет пулсан, хӑҫан та пулин ту ишӗлсе анатех, эпӗ вара чӗрӗллех тӑпра айне пулса вилӗп; апла пулсан, палаткӑна уҫӑ вырӑна куҫармалла пулать, тискер этемсемпе тискер кайӑксем тапӑннинчен хама хӳтӗлес тесен, манӑн каллех ҫӳллӗ стена тӑвас пулать.

Жить в пещере я уже не могу, это очень опасно: раз на острове случаются землетрясения, рано или поздно гора непременно обвалится, и я буду заживо погребен; надо, значит, перенести палатку куда-нибудь на открытое место, а чтобы обезопасить себя от нападения дикарей и зверей, придется снова строить высокую стену.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑш вӑхӑтра мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хутӑм: кайӑксем тытма сунара хӑҫан каймаллине, хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине, ҫывӑрмаллине, канмаллине палӑртрӑм.

Распределил свое время, назначив определенные часы для охоты за дичью, для работы, для сна и для развлечений.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Умра вилӗм кӑна: е мана тискер кайӑксем тытса ҫурӗҫ, е тискер ҫынсем вӗлерӗҫ, е эпӗ выҫӑхса ҫитнипе вилсе выртӑп.

Я видел впереди только смерть: либо меня растерзают хищные звери, либо убьют дикари, либо я умру голодной смертью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Картишне кӗмелли хушӑка питӗрнӗ хыҫҫӑн эпӗ тискер кайӑксем тапӑнас хӑрушлӑхран хӑтӑлтӑм тесе шутларӑм.

После того как заделал вход в ограду , я мог считать себя в безопасности от нападения хищных зверей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тинӗс хумӗсем мана Африка ҫыранӗ хӗрне, хаяр та тискер кайӑксем нумай ҫӗре, кӑларса пӑрахманнине пулах, эпӗ хама телейлӗ тесе шутлатӑп.

И я могу считать себя счастливым, что меня не выбросило на берег Африки, где столько свирепых хищников.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

4 Кунта ҫынсем те, тискер кайӑксем те ҫук.

4 Здесь нет ни людей, ни зверей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

4 Мана усал ҫынсем е тискер кайӑксем тапӑнсан, эпӗ хама хӳтӗлейместӗп.

4 Я не могу защитить себя, если на меня нападут злые люди или дикие звери.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӗ каллех эпӗ ҫав ыйту пирки шухӑшлама тытӑнтӑм: тискер кайӑксем те, тискер ҫынсем те ан тапӑнччӑр тесен, манӑн мӗн тумалла-ха?

Теперь я мог всецело заняться этим вопросом: что мне делать, чтобы на меня не напали ни хищные звери, ни дикие люди?

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем мана, ҫынсем е тискер кайӑксем тапӑнас-тӑвас пулсан, хӳтӗлӗҫ, терӗм.

Решил, что они меня защитят в случае внезапного нападения людей или диких зверей.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тискер кайӑксем те ҫук пулмалла, эпӗ вӗсене пӗрре та курмарӑм.

Хищные звери здесь тоже как будто не водились, по крайней мере я не приметил ни одного.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тискер кайӑксем пур-ши?

Водятся ли здесь хищные звери?

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней