Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Йӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Йӑх (тĕпĕ: йӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«МММ» пирамиди, эрех-сӑра пирки те телевизорпа ятарласа реклама кӑтартма тытӑнчӗҫ те, мӗн тутӑр ҫамрӑк йӑх?

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Тухатмӑшлӑхпа усал сывлӑшран ҫӑлӑнас тӗллевпе пӗтӗм йӑх кӑшкӑрса-ҫухӑрса тарса ҫухалнӑ ҫӗрте вӑл пӗччен ҫӳрет.

Он один идет там, где целое племя, спасаясь от колдовства и злых духов, с воем бросается прочь.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Сумсӑр йӑх?

— Низким происхождением?!

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Йӑх ятне каламасан та юрать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулталӑкра 50 миллион инкубаци ҫӑмарти илме май паракан пысӑк технологиллӗ иккӗмӗш йӗркери йӑх репродукторне тумалли проекта пурнӑҫа кӗртмелли ӗҫсене пуҫласа ямалла.

Начать работу над реализацией проекта строительства высокотехнологичного племрепродуктора второго порядка мощностью 50 миллионов штук инкубационного яйца в год.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Йӑх тӑсмӑшӗ тупӑннӑшӑн Марук аппа чӗререн савӑнчӗ.

Тетя Марья была глубоко рада, что у нее появился наследник.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑхӑт иртсе пынӑ май эпӗ юлташсем вилме пултарасси пирки пӗрре те пӑшӑрханман пулӑттӑм, вӗсенчен юлакан йӑх ҫине вара тӗлӗнсе интересленсе пӑхӑттӑм.

С течением времени я привык бы относиться равнодушно к смерти друзей и не без удовольствия смотрел бы на их потомков.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Йӑх тӗлӗшӗнчен те, пӑхса ӳстерни енчен те мана патша таврашӗнчи ҫын пулма пӳрмен.

Ни по рождению, ни по воспитанию я не был предназначен к роли придворного.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Поручик политикӑра пит те айван ҫын пулнӑ, вӑл шӑпах бунтарь тата романтик те пулнӑ, — ҫав тери тӑрлавсӑр романтик пулнӑ, ун пеккисем тахҫан-авал юхӑнса пӗтнӗ дворянсем хушшинче, йӑх ячӗ, герб тата хӗҫсӗр пуҫне урӑх нимӗн те юлманскерсем хушшинче ҫеҫ пулнӑ.

Поручик очень плохо разбирался в политике, он был просто бунтарь и романтик — такой шалый романтик, какими бывают только давным-давно разорившиеся дворяне, у которых ничего не осталось» хроме родословной, герба и шпаги.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

«Ку чул айӗнче выртать француз эмигрант Ун пулнӑ мухтавлӑ йӑх тата талант.

Под камнем сим лежит французский эмигрант; Породу знатную имел он и талант.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Йӑх тӑсмалӑх виҫӗ ывӑл ҫуратнӑ Леонтьевсем.

Леонтьевы родили трех сыновей для продления рода.

Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii

Унта пирӗн пӗтӗм йӑх выртать.

Там похоронены мои предки.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Либераллӑ купец тени — кашкӑрпа сыснаран хутшӑнса пулнӑ йӑх.

Либеральный купец — это помесь волка и свиньи.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Пӗлетӗр-и, эсир, купецсем, йӑлтах урӑхла, йӑлтах ҫӗнӗ йӑх пулса тӑратӑр.

Вы знаете — ведь вы, купцы, еще совершенно не жившее племя.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Авалхи чаплӑ йӑх, — терӗ станци хуҫи, — вӗсен аслашшӗсенчен пӗри консул та пулнӑ, тепри…

— Знаменитый и древний род! — заметил хозяин станции, — один из их предков даже был консулом…

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Куҫса ҫӳревҫӗсем урӑх йӑх хушшинче хӑвӑрт ирӗлсе ҫухалаҫҫӗ.

Кочевники быстро растворялись среди иных племён.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Нумай-нумай йӑх юнӗ — хура та хӗрлӗ, олива тӗслӗ те шурӑ, — хӑмлалла йӳҫекен, ӗмӗтлӗ Ази номачӗсен юнӗ, ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакансен, урса тилӗрекен Су Хутам Лу несӗлӗсен юнӗ юха-юха кӗрсе арпашӑнать.

В кровь многочисленных племён, — чёрных, красных, оливковых и белых, — влилась мечтательная, бродящая, как хмель, кровь азиатских номадов, звездопоклонников, потомков бесноватой Су Хутам Лу.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иерофантсем пӗтӗм влаҫне нумай-нумай йӑх хушшинче хӑйсен тӗнне сарма яраҫҫӗ, — ҫав халӑхсене хӑй вӑхӑтӗнче Уру династийӗ пӑхӑнтарнӑ, вӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланнӑ.

Всю силу власти Иерофанты направили на создание культа среди множества племён, когда-то покорённых династией Уру и отпавших.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ пӗр ӑру тапхӑрӗ иртнӗ-иртменех Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулин ӑслӑлӑхӗпе суту-илӗвӗ йышлах мар ҫав йӑх аллине куҫаҫҫӗ.

Но вот, прошло не более поколения, и наука и торговля города Ста Золотых Ворот оказались в руках этого немногочисленного племени.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн пасарӗсенче сулланса ҫӳрекен, унӑн стенисен ҫумӗнче палаткӑсем карса пурӑнакан нумай-нумай йӑх хушшинче халӗччен никам курман-илтмен ҫынсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Среди множества племён, бродивших по его базарам, разбивавших палатки под его стенами, появились ещё невиданные люди.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней