Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иодай (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
38. Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывӑлӗ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнӑ та Соломона, Давид патшанӑн мулӗ ҫине лартса, Гион патне илсе пынӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ванея, Иодай ывӑлӗ, патшана хуравласа каланӑ: аминь! патша хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри те ҫаплах калатӑр: 37. Ҫӳлхуҫа Турӑ патша хуҫамӑмпа пулнӑ пек, Вӑл Соломонпа пӗрле пултӑр, унӑн аслӑ пуканне Давид патша хуҫамӑн аслӑ пуканӗнчен те ытларах мухтава кӑлартӑр! тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Давид патша каланӑ: ман патӑма Садок священникпа Нафан пророка тата Иодай ывӑлне Ванеяна чӗнӗр, тенӗ.32. И сказал царь Давид: позовите ко мне священника Садока и пророка Нафана и Ванею, сына Иодаева.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах мана, хӑвӑн чуруна, Садок священника, Иодай ывӑлне Ванеяна, Соломон чуруна чӗнмен унта.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Садок священник, Иодай ывӑлӗ Ванея, Нафан пророк, Семей, Рисий тата Давид паттӑрӗсем Адония майлӑ пулман.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ; вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 21. вӑлах тата Египетӑн пӗр паллӑ ҫыннине вӗлернӗ; Египет ҫыннин аллинче сӑнӑ пулнӑ, Ванея ӑна хирӗҫ патакпа ҫеҫ тухнӑ, Египет ҫыннин аллинчен сӑннине туртса илнӗ те ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ: 22. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ; ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ; 23. вӑл вӑтӑр ҫарпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иодай ывӑлӗ Ванея — хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ, 24. Адорам — хырҫӑ пуҫтараканӗ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 25. Суса ҫыруҫӑ пулса тӑнӑ; Садокпа Авиафар унчченхи пекех тӗп священниксем пулнӑ; 26. ҫавӑн пекех Давид патӗнче Иаир ҫынни Ира та священник пулнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 17. Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Ахимелех — священниксем, Сераия — ҫыруҫӑ, 18. Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен# пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнчи пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.