Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Ионафан, Давид пиччӗшӗ, канашҫӑ пулнӑ, вӑл ӑслӑ ҫын, ҫыруҫӑ пулнӑ; Хахмоний ывӑлӗ Иехиил патша ачисем ҫумӗнче пулнӑ; 33. патша канашҫи Ахитофел пулнӑ; Архи ҫынни Хусий вара патшан тусӗ пулнӑ; 34. Ахитофел хыҫҫӑнхи канашҫӑсем — Ванея ывӑлӗ Иодай тата Авиафар; Иоав вара патшан ҫарпуҫӗ пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Виҫҫӗмӗш ҫарпуҫӗ Иодай священник ывӑлӗ Ванея пулнӑ, вӑл, чи аслӑ пуҫлӑх, виҫҫӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пынӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ; 6. Ванея — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӗсен пуҫлӑхӗ, ун уйрӑмӗнче хӑйӗн ывӑлӗ Аммизавад пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 16. Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Авимелех — священник, Суса — ҫыруҫӑ, 17. Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнче пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 23. вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ — 24. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник пӗр сунтӑх илнӗ, унӑн ҫӳл енне шӑтӑк тунӑ, вара ӑна парне кӳмелли вырӑн ҫумне, сылтӑм енне, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗрсе тухмалли алӑк енне, лартнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иоас ӗнтӗ ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ, священниксем ҫаплах Турӑ Ҫуртне юсаса пӗтереймен-ха, 7. вара Иоас патша Иодай священника тата ытти священниксене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене мӗншӗн юсамастӑр?
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иодай священник вӗрентсе тӑнӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене яланах Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пурӑннӑ; 3. анчах та халӑха чӳк вырӑнӗсене пуҫҫапма чарман; халӑх ҫаплах тӳпем вырӑнсенче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иодай вара Ҫӳлхуҫапа патша хушшинче, халӑх хушшинче халал хывнӑ — ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ; патшапа халӑх хушшинче те халал хывнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, ҫапла хушса каланӑ: ӑна кунтан илсе тухӑр, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иодай ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара ӑна патшана лартса пуҫне ҫу сӗрнӗ, пурте алӑ ҫупнӑ, сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иодай священник ӗнтӗ ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ.10. И раздал священник сотникам копья и щиты царя Давида, которые были в доме Господнем.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗрпӳсем пӗтӗмпех Иодай священник хушнӑ пек тунӑ, вӗсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — Иодай священник патне кайнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫиччӗмӗш ҫулхине Иодай ҫӗрпӳсене, патша сыхлавҫисене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене хӑй патне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе кайнӑ, вӗсемпе килӗшӳ тунӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупа тутарнӑ, вӗсене патша ывӑлне кӑтартнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария; 3. Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи; 4. Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем; 5. Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ; 6. Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Унтан патша Иодай ывӑлне Ванеяна мӗн тумаллине хушнӑ, Ванея кайнӑ та Семее чиксе пӑрахнӑ, лешӗ вилнӗ вара.46. и повелел царь Ванее, сыну Иодаеву, и он пошел и поразил Семея, и тот умер.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ун вырӑнне ҫарпуҫ пулма Соломон патша Иодай ывӑлне Ванеяна лартнӑ; [патшалӑха тытса тӑрасси Иерусалимра пулса пынӑ;] Садок священника ӗнтӗ Авиафар вырӑнне [чи аслӑ священника] лартнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара Иодай ывӑлӗ Ванея кайнӑ та Иоава чиксе пӑрахнӑ, вӗлернӗ ӑна; Иоава пушхирте хӑйӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пытарнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон вара Иодай ывӑлне Ванеяна: кай та вӗлер ӑна, [пытар ӑна,] тесе хушса янӑ.И послал Соломон Ванею, сына Иодаева, говоря: пойди, умертви его [и похорони его].
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Соломон патша Иодай ывӑлне Ванеяна ҫав ӗҫпе янӑ; Ванея кайнӑ та Адонияна чиксе пӑрахнӑ, Адония вилнӗ.25. И послал царь Соломон Ванею, сына Иодаева, который поразил его, и он умер.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ионафан ӗнтӗ Адонияна хуравласа каланӑ: ҫапла, пирӗн Давид патша хуҫамӑр Соломона патшана лартнӑ; 44. Соломонпа пӗрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывӑлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янӑ, лешӗсем Соломона патшанӑн мулӗ ҫине лартса илсе кайнӑ; 45. вара Гионра Садок священникпа Нафан пророк ӑна патша пулма ҫу сӗрнӗ, унтан савӑнса таврӑнчӗҫ, ӗнтӗ хула хускалнӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.