Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫаплах илемӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, пуянлӑхӗпе тата хӗрӳ туйӑмӑн нумай енлӗ ӑсталӑхӗпе тӗнчери мӗнпур хӗрарӑмран иртсе кайнӑ Балкис-Македӑпа та, Сав майра-патшипе, вырӑн пайланӑ вӑл; Давид патша ватлӑхне ӑшӑтакан Ависага-сунамитянкӑпа та, — ҫак питӗ ҫепӗҫ, лӑпкӑ хитрешкепе, — уншӑнах-ҫке Соломон Иодай ывӑлӗ Ванея алли урлӑ хӑйӗн пиччӗшне, Адоние, вилӗм партарнӑ.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
24. Нехелам ҫыннине Шемаияна кала: 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ, 26. ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла: 27. мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн?
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Иоаса сут тунӑ, 25. ӗнтӗ Сири ҫыннисем ӑна, йывӑр аманнӑскере, пӑрахса хӑварсассӑн, унӑн чурисем каварлашнӑ та Иодай священник ывӑлӗн юнне юхтарнӑшӑн ӑна хӑйӗн вырӑнӗ ҫинчех вӗлернӗ, вӑл ҫапла вилнӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иоас патша хӑйне Иодай, Захария ашшӗ, епле ырӑ тунине аса та илмен, унӑн ывӑлне вӗлернӗ.22. И не вспомнил царь Иоас благодеяния, какое сделал ему Иодай, отец его, и убил сына его.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иодай священник ывӑлӗ Захария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вара вӑл халӑх умне ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ та каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫа хушнинчен иртетӗр? ӑнӑҫу пулмасть сирӗн, эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахнӑ пек, Вӑл та сире пӑрахӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иодай вилнӗ хыҫҫӑн вара Иудея пуҫлӑхӗсем пынӑ та патша умне ӳксе пуҫҫапнӑ, патша ӗнтӗ вӗсене итлеме тытӑннӑ.17. Но по смерти Иодая пришли князья Иудейские и поклонились царю; тогда царь стал слушаться их.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иодай ватӑлса ҫитнӗ, вӑл тӑраниччен пурӑнса вилнӗ: вилнӗ чухне вӑл ҫӗр вӑтӑрта пулнӑ.15. И состарился Иодай и, насытившись днями жизни, умер: сто тридцать лет было ему, когда он умер.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иодай пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кулленех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑнӑ.И приносили всесожжения в доме Господнем постоянно во все дни Иодая.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иодай ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеттерекенсене панӑ, лешӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сиплеме чул ӑстисемпе каскалакансене тара тытнӑ, вӗсем тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама тимӗрҫӗсемпе пӑхӑрҫӑсене те тара тытнӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иодай ӑна икӗ арӑм тупса панӑ, Иоас вара ывӑллӑ-хӗрлӗ пулнӑ.3. И взял ему Иодай двух жен, и он имел от них сыновей и дочерей.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иодай священник пурӑннӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса тӑнӑ.2. И делал Иоас угодное в очах Господних во все дни Иодая священника.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иодай ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе, ҫӗрӗн мӗнпур халӑхӗпе пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, тури хапха витӗр иртсе, патша керменне ҫитсе патшана аслӑ пукан ҫине лартнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иодай ӗнтӗ, Давид хушса хӑварнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тимлесе тытса тӑма священниксемпе левитсене хушнӑ, [священниксемпе левитсем унччен кунсеренех черетленсе ӗҫленине те каялла тавӑрнӑ,] вӗсен, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ, Давид хушса хӑварнӑ пек, парнесене савӑнса, юрласа кӳмелле пулнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Иодай хӑйпе пӗтӗм халӑх хушшинче, патша хушшинче халал хывнӑ, ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: [Турӑ Ҫуртӗнчен] илсе тухӑр ӑна, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иодай священник ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Турӑ Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ; хулканӗсем пӗчӗкки те, пысӑкки те пулнӑ; 10. кашнийӗ аллине кӑрал тытнӑ халӑха вӑл Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, парне вырӑнӗпе Ҫурт умне тата патша тавра та тӑратса тухнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара левитсемпе иудейсем пурте Иодай священник хушнӑ пек тунӑ; ҫӗрпӳсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — хатӗрленсе тӑнӑ, Иодай священник ӗнтӗ черечӗ улшӑннисене те каялла яман.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иодай вӗсене каланӑ: Давид ывӑлӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, патша ывӑлӗ патшанах ларма тивӗҫлӗ.И сказал им Иодай: вот сын царя должен быть царем, как изрек Господь о сыновьях Давидовых.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Анчах ҫиччӗмӗш ҫулхине Иодай вӑй илнӗ те ҫӗрпӳсемпе — Иерохам ывӑлӗпе Азарияпа, Иегоханан ывӑлӗпе Исмаилпа, Овед ывӑлӗпе Азарияпа, Адаия ывӑлӗпе Маасейӑпа, Зихри ывӑлӗпе Елишафатпа — килӗшӳ тунӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.