Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Хам асӑннине Ҫӳлхуҫана Унӑн пӗтӗм халӑхӗ умӗнче, 10. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче, эй Иерусалим, санӑн хутлӑхунта кӳрем!
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа, Ху кӑмӑл тунипе Сиона ырӑлӑх кӑтарт; Иерусалим хӳмисене хӳсе ҫавӑр: 21. вара Эсӗ тӳрӗлӗх парнине те, ытти парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те кӑмӑл тӑвӑн; ун чухне Сана парне кӳрекен вырӑн ҫине пӑрусем пусса хурӗҫ.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Иудея патшипе Иехонияпа пӗрле илсе килнӗ тыткӑнри ҫынсем хушшинче пулнӑ, вӗсене Иерусалим хулинчен Вавилон патши Навуходоносор илсе килнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вавилон патши Навуходоносор ӑна Иудея ҫӗрӗн патшипе Иехонияпа пӗрле Иерусалим хулинчен тыткӑна илсе килнӗ.которых Навуходоносор, царь Вавилонский, взял в плен из Иерусалима с Иехониею, царем Иудейским.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иудифе курсан, унӑн сӑн-пичӗ, тумӗ епле улшӑннине курсан, вӗсем ун илемӗнчен питех те тӗлӗннӗ, вара каланӑ ӑна: 8. Турӑ, пирӗн аттемӗрсен Турри, сана тивлет патӑрччӗ, Израиль ывӑлӗсене савӑнтарма, Иерусалим чапне ӳстерме эсӗ шутласа хунине пурӑнӑҫлатӑрччӗ, тенӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн тӑвансем, хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем, ҫав ырӑ ҫӗршывран тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтӗҫ; Иерусалим пушхир пек пулса юлӗ, унти Турӑ Ҫуртне ҫунтарса ярӗҫ те, пӗр вӑхӑтлӑха унта нимӗн те пулмӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Иерусалим, сана юратакансем телейлӗ! вӗсем эсӗ тӑнӑҫлӑ тӑнине курса савӑнӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Темӗн тӗрлӗ халӑхсем инҫетрен Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗшӗн парнесем илсе килӗҫ, Тӳпе Патшине парне кӳрӗҫ; Иерусалим, сана сыпӑкран сыпӑка савӑнса-хӗпӗртенсе мухтавлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Иерусалим, сӑваплӑ хула!
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Неффалим аттемӗн пӗтӗм йӑхӗ Иерусалим Ҫуртӗнчен — Израилӗн пур йӑхӗ те парне кӳрсе тӑма суйласа илнӗ вырӑнтан, Ҫӳлти Турӑ пурӑнакан, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ӗмӗрлӗхе лартнӑ Ҫуртран — хӑпнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне Иерусалим ҫыннисем — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ; ӗнтӗ пӗтӗм халӑх татӑлса макӑрнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Иерусалим валли ылтӑн-кӗмӗл тата савӑтсем йышӑннӑ священниксемпе левитсем вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫитерсе пачӗҫ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Яш ача ӗнтӗ, патша патӗнчен тухсассӑн, пуҫне тӳпенелле — Иерусалим еннелле ҫӗклесе пӑхнӑ, Ҫӳлти Патшана тав туса ҫапла каланӑ: 59. ҫӗнтерӳ Санӑнран килет, ӑслӑлӑх та Санӑнран килет, Эсӗ мухтавлӑ, эпӗ вара Санӑн чуру.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара Дарий патша ура ҫине тӑнӑ та ӑна чуптунӑ, ӑна ҫыру ҫырса панӑ: ҫырӑвӗнче пур ҫӗрӗн пуҫлӑхӗсене, ҫарпуҫсене, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑхсене ҫав яш ачана тата унпа пӗрле Иерусалим хулине тума каякансене пурне те ирттерсе яма хушнӑ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫи вӗсемпе пӗрле пултӑр! — Иудейӑри Иерусалим хулине Израиль Ҫӳлхуҫин Ҫуртне лартма кайччӑр.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, 2. Ҫӳлхуҫа Кирӑн, Перси патшийӗн, чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтернӗ: 3. Кир, Перси патши, ҫапла калать: Израиль Ҫӳлхуҫи, Ҫӳлти Турӑ мана тӗнче патшине лартрӗ, 4. мана Иудея ҫӗрӗнчи Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмисене аркатнӑ, ун пашнисене вут тивертсе ҫунтарнӑ, 56. хулан чаплӑ илемӗнчен ӗнтӗ нимӗн те юлман; хӗҫ тӗлне лекменнисене Вавилона илсе кайнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Тепӗр ҫултан Навуходоносор ун патне ҫынсем янӑ та ӑна Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсемпе пӗрле Вавилона илсе пыртарнӑ, 46. Иудейӑпа Иерусалим патшине ҫирӗм пӗр ҫулхи Седекияна лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Иудейӑпа Иерусалим патшине ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑл усал ӗҫсем тунӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.