Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Иерусалим сăмах пирĕн базăра пур.
Иерусалим (тĕпĕ: Иерусалим) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Соломон ӗнтӗ Иерусалим умӗнчи сӑрт ҫине Хамос кӗлеткин, Моав йӗрӗнчӗкӗн, ҫуртне туса лартнӑ, аммонсен йӗрӗнчӗкӗ Молох валли те ҫурт тунӑ.

7. Тогда построил Соломон капище Хамосу, мерзости Моавитской, на горе, которая пред Иерусалимом, и Молоху, мерзости Аммонитской.

3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.

2. И пришла она в Иерусалим с весьма большим богатством: верблюды навьючены были благовониями и великим множеством золота и драгоценными камнями; и пришла к Соломону и беседовала с ним обо всем, что было у нее на сердце.

3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне туса лартнисӗр пуҫне Соломон тата Милло теекен вырӑна, Иерусалим хӳмине, Гацор, Мегиддо, Газер хулисене туса лартнӑ — пур ҫӗрте те чурасене ӗҫлеттернӗ.

15. Вот распоряжение о подати, которую наложил царь Соломон, чтобы построить храм Господень и дом свой, и Милло, и стену Иерусалимскую, Гацор, и Мегиддо, и Газер.

3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. [Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.

1. [Когда утвердилось царство в руках Соломона,] Соломон породнился с фараоном, царем Египетским, и взял за себя дочь фараона и ввел ее в город Давидов, доколе не построил дома своего и дома Господня и стены вокруг Иерусалима.

3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Соломон ҫапла Ассур, Магдон, Газер, Тури Вефорон тата Валалаф хулисене туса лартнӑ; анчах ку хуласене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартнӑ хыҫҫӑн, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тунӑ.

И построил он Ассур, и Магдон, и Газер, и Вефорон вышний и Валалаф; но эти города он построил после построения дома Господня и стены вокруг Иерусалима.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ.

И взял за себя дочь фараона и ввел ее в город Давидов, доколе не построил дома своего и, во-первых, дома Господня и стены вокруг Иерусалима; в семь лет окончил он строение.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Израильсем пурте Давидран уйӑрӑлнӑ та Бихри ывӑлӗ Савей хыҫҫӑн кайнӑ; иудейсем вара Иорданран пуҫласа Иерусалим таранах хӑйсен патши майлӑ пулнӑ.

2. И отделились все Израильтяне от Давида и пошли за Савеем, сыном Бихри; Иудеи же остались на стороне царя своего, от Иордана до Иерусалима.

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Анчах кӗрӳшӗ ҫӗр каҫма килӗшмен, ҫула тухнӑ; вӑл Иевус хули, хальхи Иерусалим, патне ҫитнӗ; унпа пӗрле тиевлӗ икӗ ашак тата ҫум-арӑмӗ пынӑ.

10. Но муж не согласился ночевать, встал и пошел; и пришел к Иевусу, что ныне Иерусалим; с ним пара навьюченных ослов и наложница его с ним.

Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Гаваон, Рама тата Бероф, 26. Мицфе, Кефира тата Моца, 27. Рекем, Ирфеил тата Фарала, 28. Цела, Елеф, Иевус, урӑхла каласан Иерусалим, Гивеаф тата Кириаф: вунтӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем.

25. Гаваон, Рама и Бероф, 26. Мицфе, Кефира и Моца, 27. Рекем, Ирфеил и Фарала, 28. Цела, Елеф и Иевус, иначе Иерусалим, Гивеаф и Кириаф: четырнадцать городов с их селами.

Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.

7-8. И вот цари [Аморрейской] земли, которых поразил Иисус и сыны Израилевы по эту сторону Иордана к западу, от Ваал-Гада на долине Ливанской до Халака, горы, простирающейся к Сеиру, которую отдал Иисус коленам Израилевым в наследие, по разделению их, на горе, на низменных местах, на равнине, на местах, лежащих при горах, и в пустыне и на юге, Хеттеев, Аморреев, Хананеев, Ферезеев, Евеев и Иевусеев: 9. один царь Иерихона, один царь Гая, что близ Вефиля, 10. один царь Иерусалима, один царь Хеврона, 11. один царь Иармуфа, один царь Лахиса, 12. один царь Еглона, один царь Газера, 13. один царь Давира, один царь Гадера, 14. один царь Хормы, один царь Арада, 15. один царь Ливны, один царь Одоллама, 16. один царь Македа, один царь Вефиля, 17. один царь Таппуаха, один царь Хефера, 18. один царь Афека, один царь Шарона, 19. один царь Мадона, один царь Асора, 20. один царь Шимрон-Мерона, один царь Ахсафа, 21. один царь Фаанаха, один царь Мегиддона, 22. один царь Кедеса, один царь Иокнеама при Кармиле, 23. один царь Дора при Нафаф-Доре, один царь Гоима в Галгале, 24. один царь Фирцы.

Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫапла тунӑ та: леш пилӗк патшана — Иерусалим патшине, Хеврон патшине, Иармуф патшине, Лахис патшине тата Еглон патшине — ҫӗр хӑвӑлӗнчен кӑларса Иисус патне илсе пырса тӑратнӑ.

23. Так и сделали: вывели к нему из пещеры пятерых царей тех: царя Иерусалимского, царя Хевронского, царя Иармуфского, царя Лахисского и царя Еглонского.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсем пуҫтарӑннӑ, вара аморрейсен пилӗк патши — Иерусалим патши, Хеврон патши, Иармуф патши, Лахис патши тата Еглон патши — хӑйсен мӗнпур ҫарне ертсе пырса Гаваон хулине ҫавӑрса илсе вӑрҫӑ пуҫланӑ.

5. Они собрались, и пошли пять царей Аморрейских: царь Иерусалимский, царь Хевронский, царь Иармуфский, царь Лахисский, царь Еглонский, они и все ополчение их, и расположились станом подле Гаваона, чтобы воевать против него.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑнпа Адониседек — Иерусалим патши — Хеврон патши Гогам патне, Иармуф патши Фирам патне, Лахис патши Яфий патне, Еглон патши Деавир патне ҫынсем янӑ, вӗсене: 4. «Килӗр, пулӑшӑр мана, Иисуспа, Израиль ывӑлӗсемпе килӗшӳ тунӑшӑн Гаваона ҫапса аркатма пулӑшӑр» тесе калама хушнӑ.

3. Посему Адониседек, царь Иерусалимский, послал к Гогаму, царю Хевронскому, и к Фираму, царю Иармуфскому, и к Яфию, царю Лахисскому, и к Девиру, царю Еглонскому, чтобы сказать: 4. придите ко мне и помогите мне поразить Гаваон за то, что он заключил мир с Иисусом и сынами Израилевыми.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.

1. Когда Адониседек, царь Иерусалимский, услышал, что Иисус взял Гай и предал его заклятию, и что так же поступил с Гаем и царем его, как поступил с Иерихоном и царем его, и что жители Гаваона заключили мир [с Иисусом и] с Израилем и остались среди их, 2. тогда он весьма испугался, потому что Гаваон [был] город большой, как один из царских городов, и больше Гая, и все жители его люди храбрые.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӑхӑрӑн ҫивӗч сасси янраса кайнӑ сасартӑк Иерусалим ҫийӗн.

Резкий медный звук вдруг пронесся над Иерусалимом.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Йӑлӑнатӑп сире, Иерусалим хӗрӗсем: ман савние куратӑр пулсан, пӗлтерӗр-ха, юратупа суранланнӑ-ҫке эпӗ».

Заклинаю вас, дочери иерусалимские: если встретите возлюбленного моего, скажите ему, что я уязвлена любовью».

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Инҫетре Иерусалим стенисемпе ҫурчӗсем шуралаҫҫӗ.

Вдали белеют стены и дома иерусалимские.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ту качакисемпе те уйри лилисемпе тархаслатӑп сире, Иерусалим хӗрӗсем: юратӑва, хӑй килмесӗр те, ан вӑратӑр…

Заклинаю вас, дочери иерусалимские, сернами и полевыми лилиями: не будите любви, доколе она не придет…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ак мӗнлескер ман савниҫӗм, акӑ кам ман тӑванӑм, Иерусалим хӗрӗсем!..

Вот кто возлюбленный мой, вот кто брат мой, дочери иерусалимские!..

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней