Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Даша сăмах пирĕн базăра пур.
Даша (тĕпĕ: Даша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аран-аран лартрӑмӑр ӑна эпир, Катя килти ӗҫе тытӑнчӗ, эпир Петьӑна пулӑшасшӑн пултӑмӑр та, анчах Петя «тутлӑрах пултӑр» тесе чуста ҫине темле концентратсем лартсан, эпӗ тата ҫавӑнта тӑвар вырӑнне кӗпе-йӗм ҫумалли порошок яма тӑрсан, Даша инке сехӗрленсе ҫеҫ тӑчӗ.

Кончилось тем, что мы силой усадили её, Катя принялась за хозяйство, мы с Петей вызвались помогать ей, и тётя Даша только вскрикивала и ужасалась, когда Петя «для вкуса», как он объявил, Всадил в тесто какие-то концентраты, а я вместо соли едва не отправил туда же стиральный порошок.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке пире вырнаҫтарса епле ӑшталанни ҫинчен, куклине те хура ҫӑнӑхран та «ют ҫӗршывран килнӗ ҫупа» ҫеҫ пӗҫерме тивнӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен каласа та парас мар пулӗ.

Стоит ли рассказывать о том, как хлопотала, устраивая нас, тётя Даша, как она огорчалась, что пирог приходится ставить из тёмной муки и на каком-то «заграничном сале».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке эпир ун пӳлӗмне пырса кӗнӗ чух ҫывӑратчӗ-ха, ахӑрнех вӑл пире тӗлӗкре куртӑм пулас тесе шутларӗ пуль те, чавси ҫине таянса, ыйӑхланӑ куҫпа темӗнччен пирӗн ҫине пӑхса тӑчӗ.

Тётя Даша спала, когда мы ворвались в её комнату, и, вероятно, решила, что мы приснились ей, потому что, приподнявшись на локте, долго рассматривала нас с задумчивым видом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан ҫапла Энскра эпир Даша инкепе шыва путнӑ почтальонӑн хутаҫне тупнӑччӗ, ун ҫыруне вулама Катьӑна чиркӳ садӗнче пӗр пӗччене хӑварсаттӑм.

Когда-то в Энске, в Соборном саду, я так же оставил её одну за чтением письма, которое мы с тётей Дашей нашли в сумке утонувшего почтальона.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ярославльтен ҫак телеграммӑсӑр пуҫне тата виҫӗ телеграмма ҫаптаратӑп: Энскри Даша инкене, ӑна Катя сывах, часах курма ӗмӗтленетӗп, тетӗп.

Кроме этой телеграммы, я отправляю из Ярославля ещё три: в Энск тёте Даше с извещением, что Катя жива и я вскоре надеюсь её увидеть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана канцелярине ячӗҫ те, унта пӗр ватӑ машинистка, шӑлтах Даша инке пекскер, Катьӑн сывлӑхӗ ытла начаррине пула, ӑна Трофимова доктор Ленинградран эвакуаципе тухса кайма пулӑшрӗ, терӗ.

Меня отослали в канцелярию, и старая машинистка, чем-то напомнившая мне тётю Дашу, сказала, что Катя была очень плоха и доктор Трофимова помогла ей эвакуироваться из Ленинграда.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Врач мана рентгенпа пӑхтарма хушрӗ; кунта вара, Даша инке каларӗш, эпӗ «инкеке парӑнтӑм».

Врач назначил меня на рентген, и вот тут я «поддался беде», как любила говорить тётя Даша.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана вӑл кӑштах ҫын ӗренкине кӗнӗ пек туйӑнчӗ, ӗлӗк те хуть ӑна Даша инке «илемсӗрех те мар» тетчӗ те.

Мне показалось, что он стал немного больше похож на человека, хотя всё ещё, как говорила тётя Даша, «не страдал красотой».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ, Лукерья Ильинична, ӑнлантарса парӑр ӗнтӗ мана ҫак тӗлӗке, — тетӗп эпӗ хамӑрӑн канцеляринче ӗҫлекенскере, вӑл ӗлӗкхи тумтире хисеплерех параканскӗр, хӑй ватӑрах ҫын, темӗнле вӑл мана Даша инкене аса илтерет.

— Вот, Лукерья Ильинишна, объясните сон, — сказала я нашей канцеляристке, пожилой, старомодной и чем-то всегда напоминавшей мне тётю Дашу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл ҫавӑнтах судьяпа Даша инке пирки те пӑшӑрханать, систерсе ҫеҫ пӗлтернӗ тӑрах, Энск хулине бомбӑсем пӑрахнӑ пулать, хули фронтран пите инҫетре тӑратчӗ-ха.

Но тут же он беспокоился о судье и тёте Даше, и можно было понять из одной осторожной фразы, что Энск бомбили, хотя он был ещё очень далеко от линии фронта.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Итлетпӗр эпир, кухньӑра, хайхискер, темӗнччен киленсе ҫӑвӑнать, Даша инке те пӗтӗмпех йӗпетсе пӗтертӗн тесе ятлаҫать, вӑл ҫаплах лӗклетсе ҫӑвӑнать: «Пите лайӑх-ҫке!» тет хӑй, унтан ҫӳҫне тураса, якалса ҫара ура вӗҫҫӗн ҫӑмӑл пушмак тӑхӑнса, ҫине таса толстовка уртса, пирӗн пата килет.

И мы слышим, как он долго, с наслаждением кряхтит в кухне, и тётя Даша ворчит, что он снова залил весь пол, а он всё кряхтит и фыркает и говорит: «Ох, хорошо!» — и наконец появляется причёсанный, в туфлях на босу ногу, в чистой толстовке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхи апат Даша инке юратнӑ пекех ӗнтӗ, ӑна ҫинӗ хыҫҫӑн тӗнчере кӑнтӑрлахипе каҫхи апат пурри ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.

Завтрак в тёти Дашином вкусе, после которого страшно подумать, что бывают на свете ещё обед и ужин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке, ку — ман мӑшӑрӑм.

Тётя Даша — жена.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, Даша инке, эпир ҫул майӑн ҫеҫ.

— Нет, тётя Даша, это мы по дороге.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Панулмисемпе купӑстасем сутакан плошадьри лавсем патӗнче Даша инке тӑра парать, самай ватӑлнӑ хӑй, аллинчи купӑста пуҫне илес-и, илес мар-и, тесе шухӑшласа тӑрать.

На площади, у возов, с которых колхозники продают яблоки и капусту, с большим кочаном в руках, постаревшая, задумчивая — взять или нет? — стоит тётя Даша.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пурне те паллать: вилнӗ Бубенчиковсене те, Даша инкене те, судьяна та, судьяна пуринчен ытла ӗнтӗ, унпа вӑл темиҫе хут та тӗл пулкаланӑ иккен.

Он знает всех покойных Бубенчиковых, тётю Дашу, судью, в особенности судью, с которым ему не раз приходилось встречаться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑпа ывӑлӗ те тата «наукӑллӑ няня» та ҫулахи вӑхӑта яланах Энскра ирттереҫҫӗ, Даша инке те пире кашни ҫырӑвӗнчех Энска пыма чӗнсе ярать, акӑ каятпӑр та ӗнтӗ эпир — ирхине ҫавӑн пирки калаҫса татӑлатпӑр, каҫхине эпӗ вагон патне ҫитсе тӑратӑп та Саньӑна вӑрҫатӑп, мӗншӗн тесен поезд тапраниччен пилӗк минут кӑна юлать, вӑл ҫаплах ҫук-ха, торт туянма кайнӑччӗ.

Петя с сыном и «научной няней» проводят в Энске каждое лето. В каждом письме тётя Даша зовёт нас в Энск. И вот мы едем наконец. Утром решаем, а вечером я стою у вагона и ругаю Саню, потому что до отхода поезда осталось не больше пяти минут, а его ещё нет — поехал за тортом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепле каласаччӗ мана Саня, хӑйӗнчен Даша инке мӗн ыйтма юратнине: «Ну, мӗнле-ха Санечка, сан пурнӑҫӑнта ҫулҫӳресси?» тесе ыйтнӑ тет.

Саня как-то рассказывал мне, что тётя Даша любила спрашивать его: «Ну как, Санечка, твоё путешествие в жизни?»

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫта халь Даша инке? — ыйтрӑм эпӗ.

— А где тётя Даша? — спросила я.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл Энскра эпир пӗрле епле паллашнине асне илчӗ, епле эп вӗсен патне хӑнана пырсан Даша инке ман ҫинчен: «Пырать, килӗшрӗ мана. Сӑнӗ-пичӗ илемлӗ, салху. Сывӑ ҫын» тенине каларӗ.

Она вспомнила, как мы познакомились в Энске, как я была у них в гостях и тётя Даша сказала про меня: «Ничего, понравилась. Такая красивая, грустная. Здоровая».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней