Поиск
Шырав ĕçĕ:
Концерт залӗнче (дан. Musikhuset) тӑтӑшах музыка фестивалӗсем иртеҫҫӗ, ҫав шутра авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче ирттерекен, Европӑра питӗ паллӑ Орхус фестивалӗ те.
Орхус // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D1%80%D ... 1%83%D1%81
Орхус (дан. Aarhus е Århus) — пысӑкӑшӗпе Данири иккӗмӗш хула.Орхус (дат. Aarhus или Århus) — второй по величине город Дании.
Орхус // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D1%80%D ... 1%83%D1%81
Анчах вӑл «Дан юлташпа» Люба пӗр ҫынах пулнине ҫеҫ пӗлеймен.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ӗҫ пирки сӑмах пӗтсен, «Дан юлташ» мелсӗррӗн чӗлӗм чӗркеме пуҫларӗ.Когда деловой разговор был окончен и она принялась неумело сворачивать самокрутку,
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӗр хӑйне «Дан юлташ» тесе чӗнме хушрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Дан приказ: ему — на запад, Ей — в другую сторону…
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл мӗн пур ҫула, хӑшӗнпе кайса ӑнӑҫлӑ ҫаратасса, пысӑк пайта тупасса сӳте-сӳте яврӗ, юлашкинчен акӑ мӗн тӗшмӗртрӗ: унӑн Дан еннелле каяс килмест, унта вара — Хура Хир сыснин, бандитӑн тата сутуҫӑн, притонӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
— Пусӑн малти стенине, тӗрме енчине, — терӗ Дан Тергенс — катмакне аллинчен вӗҫертменскер, — чӑнкӑ ҫӗртен тан туса тикӗслемелле, сулахай стенана та ҫавнашкалах, ҫав тӗлтен вара ҫул — малалла!
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр кун каҫхине, хула хӗрринчи ҫуртсенче ҫутӑ сӳнсенех, Дан Тергенсна Ботредж Стомадор картише кӗреҫе, лум, катмак, пӑра, пӑчкӑ, хурҫӑ савӑлсем, икӗ хунар, икӗ мӑшӑр кӗҫҫе туфли, лента-рулетка, хӗрлӗ-хӑмӑр тӗслӗ парусин ӗҫ тумтирӗ — тӑватӑ мӑшӑр — тата вӗрен тӗркемӗ илсе килчӗҫ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑхӑта ҫухатмасӑр тӑватӑ каварҫӑ — Галеран, Ботредж, Стомадор тата Дан Тергенс, хура ҫӳҫлӗ, ҫаврака сӑнлӑ, чӑкӑт пек лӑпкӑ ҫын, — лавкка картишне тӗрме картишӗпе ансӑр траншейӑпа ҫыхӑнтармалли йывӑр ӗҫе пикенчӗҫ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Дан Тергенспа калаҫса пӑхсам.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӑпах хайхи Федор Дан, вунпилӗк ҫул каялла ман «Мӗн тумалла?» кӗнекене икӗ хутлӑ чӑматанӗнче Мюнхенран Белостока илсе кайнӑ, ун чухне ҫав кӗнекешӗн каҫса кайсах хӗпӗртенӗ Федор Дан.
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Федор Дан господин мана тата сире.
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
13. Ҫав кун хитре хӗрсемпе яш ачасем антӑхнипе халтан кайӗҫ; 14. халӗ вӗсем Самари ҫылӑхӗпе тупа тӑваҫҫӗ: «эй Дан, санӑн турру чӗрӗ!
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тухӑҫ енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Иосиф хапхи, пӗри — Вениамин хапхи, пӗри — Дан хапхи; 33. кӑнтӑр енче (унӑн тӑршшӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр чике) виҫӗ хапха: пӗри — Симеон хапхи, пӗри — Иссахар хапхи, пӗри — Завулон хапхи.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Дан чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, Асира пӗр пай пулать.2. Подле границы Дана, от восточного края до западного, это один удел Асиру.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Дан тата Узал Иаванӗ сана таварушӑн хӗртнӗ тимӗр парса тӳлетчӗҫ; санпа кассия тата ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш ылмаштаратчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Дан енчен тӑшман учӗсем тулхӑрни илтӗнет, ӑйӑрӗсем хыттӑн кӗҫеннӗрен пӗтӗм ҫӗр чӗтрет; килӗҫ те — ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулапа унта пурӑнакансене пӗтерсе тӑкӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Дан енчен сасӑ илтӗнет, Ефрем тӑвӗ енчен вилӗмле хыпар килет: 16. халӑхсене пӗлтерӗр, Иерусалима хыпарлӑр: инҫетри ҫӗршывран эшкерсем килеҫҫӗ, кӑшкӑрашса Иудея хулисене янӑратаҫҫӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль Турри ячӗпе Пасха ирттерме Иерусалима пухӑнмалли ҫинчен пӗтӗм Израилӗпех — Вирсавияран тытӑнса Дан таранах — пӗлтерме килӗшсе татӑлнӑ; ӗнтӗ Пасхӑна тахҫантанпах саккун хушнӑ пек ирттермен пулнӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.