Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.Истинно говорю вам: отраднее будет Содому и Гоморре в день суда, нежели тому городу.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Содомпа Гоморрӑна мӗн кӑтартнине астуса ил: 9. вӗсенӗн ҫӗрӗ сӑмала куписемпе кӗл сӑрчӗсем айӗнче выртать.Вспомни, что Я сделал Содому и Гоморре: 9. земля их лежит в смоляных глыбах и холмах пепельных.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Содомпа Гоморрӑна аркатса тӑкнӑ пек аркатса ҫӳрерӗм, сире вут-ҫулӑмран вутпуҫҫи туртса кӑларнӑ пек туртса кӑларнӑ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Содомпа Гоморрӑна, вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, кунта пӗр ҫын та пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Содомпа Гоморрӑна тата вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, унта та ҫын пурӑнмӗ, унта та этем ывӑлӗ чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Вавилона — патшалӑхсен илемне, халдейсен мӑнаҫлӑхне — Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ пек пӗтерӗ, 20. унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта; Арави ҫынни унта хӑйӗн чатӑрне караймӗ, кӗтӳҫӗсем те унта хӑйсен кӗтӗвӗпе канаймӗҫ.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; 11. Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1