Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Географи сăмах пирĕн базăра пур.
Географи (тĕпĕ: географи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Географи наукисен докторӗ ятне — диссертаци памасӑрах-ҫке, ун пекки вара, Ромашов шухашӗпе, тепле пулма пултарнӑ.

Доктора географических наук — и без защиты диссертации, что, по мнению Ромашова, было почти невозможно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр кӗтесре, чӗркесе хунӑ ялавсем пек, географи карттисем пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ.

В углу, как свернутые знамена, стояли географические карты.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Татаринов капитанӑн портречӗ Арктика институтӗнче Географи обществинче ҫакӑнса тӑрать.

Портрет капитана Татаринова висит в Географическом обществе, в Арктическом институте.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫынсене шырамаллах ӗнтӗ — вӑл географи карттине ҫӗнетет.

Вообще людей нужно искать — это перестраивает географическую карту.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Географи обществинче те вӑл хисеплӗ член.

Он член Географического общества — и весьма почтенный.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ванокана ҫитиччен мӗнле вӗҫни ҫинчен, хамӑр штурман вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тӳремлӗхе географи карттине вуланӑ пек вуласа пыни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать, как мы летели до Ванокана, как поразил меня наш штурман, читавший однообразную снежную равнину, как географическую карту.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ку та ӗҫе малалла яма сахал пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен ненецсем географи карттине искусство произведенийӗ вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, ҫап-ҫамрӑкскер, карттӑпа юнашарах пӑлан кӗлеткине ӳкерсе, вӑл хӑйне те ӳкерчӗксем тума пӗлнине кӑтартасшӑн пулчӗ курӑнать.

Но и это мало помогло делу, потому что ненцы отнеслись к географической карте как к произведению искусства, и один из них, ещё совсем молодой, изобразил рядом с картой оленя, чтобы показать, что и он умеет рисовать…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вуннӑмӗш е вунпӗрмӗш хут хам аллӑмпа вӗҫнӗ чухне кӑна эпӗ, ҫӗре географи картти пекех йӗрлесе пӗтернине, эпир ҫав тери тӗрӗс геометри тӗнчинче пурӑннине куртӑм.

Только на десятый или одиннадцатый самостоятельный полёт я заметил, что земля расчерчена, как географическая карта, и что мы живём в очень точном геометрическом мире.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрремӗш этажри площадка ҫинче, географи кабинече умӗнче, кӗрӗк тӑхӑннӑ хӗрарӑм тӑра парать.

На площадке первого этажа, у географического кабинета, стояла женщина в шубке

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсем ҫӳҫӗсене кӑларса яма юратаҫҫӗ, анчах та ку каччӑн ҫӳҫӗ географи учебникӗ ҫинчи авалхи тискер ҫыннӑнни пекех килӗшӳсӗрччӗ.

Рыжие вообще любят носить шевелюру, но у этого парня она была какая-то дикая, как в учебнике географии у первобытного человека.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Географи урокӗнче учительница манӑн ята ҫине-ҫинех асӑннӑ иккен, эпӗ илтмен; вара — Тятюк пӗр икӗ хутчен аякран тӗртсен, ҫатӑр чӗпӗтсен — тин тӑна кӗтӗм.

Тате пришлось несколько раз ткнуть меня в бок и щипнуть за локоть, прежде чем я услышала, что меня вызывает учительница географии:

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Географи урокӗнче ҫав кӑвакалах ҫӗр ҫинче ӑҫта-ӑҫта пурӑннине вӗренеттӗмӗр: карттӑ тӑрӑх вӑл ӑҫта пуррине те ӑҫта ҫуккине кӑтартаттӑмӑр.

На уроке географии та же утка изучалась как житель земного шара: нужно было на карте показать, где она живет и где ее нет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипех калас пулсан, акӑ мӗн: мана валли Мускавран географи картти ҫырӑнса илнӗччӗ.

Надобно знать, что для меня выписана была из Москвы географическая карта.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унӑн ӗҫӗ Сашӑпа ҫӳресси, ӑна грамматикӑпа географи вӗрентесси.

Дело его ходить за Сашей и учить грамматике да географии.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эрех ӗҫнипе сӑнӗ улшӑнса кайнӑ учитель хӑй креслине аяккалла сиктерсе лартрӗ, ҫынсем патнелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те доска ҫине Америка карттине ӳкерме тытӑнчӗ, ҫапла вӑл географи тӑрӑх экзамен пуҫласа ярас терӗ.

Наконец учитель, размякший от выпивки до полного благодушия, отодвинул кресло и, повернувшись спиной к зрителям, начал чертить на доске карту Америки для предстоящего экзамена по географии.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Географи вӑхӑтӗнче кӳлӗсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типӗ ҫӗрсем тӑва-тӑва хучӗ, вара пӗтӗм тӗнче чи малтанхи хаоса куҫса тӑнӑ пек пулчӗ.

потом, отвечая по географии, превращал озера в горные хребты, хребты в реки и реки в материки, так что на земле снова водворился хаос.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Грина куҫарнӑ чухне эпӗ географи ячӗсене ҫавӑн пекех хӑварнӑ, вырӑс каларӑшӗсене, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене вара чӑвашлисемпе улӑштарнӑ. Пурӑна киле куҫару опытне тӗпе хурса хӑйне евӗр «япала» (теори пирки пырать сӑмахӑм) ҫырас килет.

"Когда переводил Грина, я географические названия оставил такими же, а русские поговорки, словосочетания заменял чувашскими. Со временем положив на поверхность опыт перевода хочется написать своего рода "вещь" (речь идёт о теории).

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Ҫакна палӑртмалла, кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗччен шкулсене географи, вырӑс чӗлхипе литератури, истори, математика, акӑлчан чӗлхи, биологи предмечӗсемпе ҫӗнӗ кӗнекесем килчӗҫ.

Помоги переводом

Шкулсене кӗнекесем килнӗ // Л.КУЗНЕЦОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Вӑрҫӑ пӗтсен Анат Кӑтрата шкулӗнче ачасене историпе географи предмечӗсене вӗрентнӗ.

Помоги переводом

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Кӑҫал, сӑмахран, ОБЖ, тӑван ен культури тата географи предмечӗсемпе призер пулнӑ, ытти ҫулсенче вара чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе палӑрнӑ.

В этом году, например, по предметам ОБЖ, культуре родного края и географии стала призёром, а в другие годы отличилась по чувашскому и русскому языку.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней