Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вилсен (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилсен тӑван ял ҫӑви ҫине выртасчӗ тесе Катӑкуялла кайма тухнӑскер Ҫӗрпӳре ӗмӗрлӗхех канӑҫлӑх тупать.

Захотелось ему упокоить свои кости в родном краю, но не добрался он до Кадыкуя, навсегда остался в цивильской стороне.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вилсен те астумастӑп.

Убей не помню.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Выҫӑ вилсен вӗсене кам пӑхса ҫитӗнтерӗ?

Помрешь с голоду — на кого их оставишь?

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑваш ҫыннин ӗҫӗ — вилсен те виҫӗ кунлӑх тенӗ.

Говорят, у чуваша и после смерти остается на три дня работы.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗни путса вилсен Яриле ӑна кам та пулин киремете сулнӑ тенӗ.

Кто-то сказал ему, что на него киреметь рассердился, потому, мол, и корова сгинула.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах хӑйсем вилсен витмелӗх виҫӗ чавса пир те туса хӑвараймаҫҫӗ.

А умрут — и трех локтей суровины не найдется у них в доме, покрыть нечем.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тӗнче, эс ывӑлӑма йышӑн, Пар ырӑ пурнӑҫ эп вилсен».

Помоги переводом

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗл, халӑх ӗмӗчӗн ани, Эпир вилсен те, типмӗ, хытмӗ, Шӑтма, ӳсме санран шыв ыйтмӗ…

Помоги переводом

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Еткер вӑл хӑварман вилсен

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер вилсен те арканман Ун пысӑк ҫуртӗнче йӗркелӗх: Картишӗнче ялан тирпейлӗ, — Кил-йышӗ ӗҫсӗрех ларман, — Пусне-хирне акса хӑварнӑ, Выртман-мӗн ҫумланса йӑран, Ҫитернӗ выльӑхне, шӑварнӑ, Сыватнӑ ҫамрӑк ӑйӑра.

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑна эп тупӑп хам вилсен».

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Приказ — закон, ӑна, вилсен те, пурнӑҫлас пулать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арӑмӗ вилсен, темиҫе сурӑх та юлнӑччӗ, чӑх-чӗп те пурччӗ, йӑлтах пӗтерчӗ вӗт, айван.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Упӑшки вилсен тухса каяймарӗ пирӗн патӑртан.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилсен те ҫакна пӗлӗр: эп нимӗн чухлӗ те айӑплӑ мар.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилсен те пӗр масар ҫине ҫӗре кӗмелле ан пултӑр вӑл Урасметпа.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилсен те шӑммине ҫӑхансем салатчӑр, тьфу, тьфу, тьфу…

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилсен илсе кайӑпӑр-ха ӑна, Эхмемет пичче.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилсен — хӑйӗн телейӗ, эпир санпа иксӗмӗр нимӗн те тӑваймӑпӑр…

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, вилсен те ун пек хӑтланмӗ вӑл.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней