Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ тӳрех Вернер патне кайрӑм, вӑл килтех пулчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗркунхине Вернер хӗрарӑмсене: «Тасс хӑйӗн «Ирӗке тухнӑ Иерусалимра» каласа панӑ тухатмӑшланӑ вӑрманпа танлаштарнӑччӗ.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер ӗнтӗ мана хӑтартӑм-ха тесех тухса кайрӗ.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ман пата Вернер килсе кӗчӗ.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун хыҫҫӑнах Вернер доктор кӗчӗ.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер ҫав вӑхӑтра вӗсем патӗнче пулнӑ иккен, кайран каласа пачӗ вара, ҫав сценӑн эффекчӗ питӗ драмӑллӑ пулнӑ, тет.Вернер был у них в это время и говорил мне, что эффект этой сцены был самый драматический.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Юрать те пулӗ, — терӗ Вернер, хулпуҫҫине пӑркаласа.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— терӗ Вернер, — унӑн вар-хырӑмӗ лайӑх ӗҫлет, юнӗ пӑсӑлнӑ вара; пит ҫӑмартийӗсем ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем пур.— отвечал Вернер, — у нее прекрасный желудок, но кровь испорчена; на щеках красные пятна.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер ман пӳлӗме кӗнӗ чухне эпӗ диван ҫинче алла пуҫ айне хурса, мачча ҫинелле пӑхса выртаттӑм.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер лутра ҫын, ача пек хыткан та халсӑр; хӑрах ури унӑн, Байронӑнни пек, тепринчен кӗскерех; пуҫӗ унӑн, пӗвӗпе танлаштарсан, калама ҫук пысӑк пек туйӑнать: ҫӳҫне шакла кастарать, ҫавӑнпа та унӑн пуҫ шӑмми ҫинчи тикӗс мар вырӑнсем, хире-хирӗҫле уйрӑмлӑхсем темӗнле ҫыхланнипе, френолога тӗлӗнтернӗ пулӗччӗҫ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сума сӑвасах пулать ҫав хӗрарӑмсене: вӗсем ҫын ӑшӗнчи илемлӗхе туйма пӗлеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Вернер евӗрлӗ ҫынсем хӗрарӑмсене ҫав тери хӗрӳллӗн юратаҫҫӗ те.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернерӑн чӗлхи усалччӗ: унӑн эпиграммине итленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ырӑ кӑмӑллӑ ҫын та тӑр-ухмах ятне илткеленӗ; унпа хирӗҫлекенсем, шывпа сиплекен кӗвӗҫ медиксем, Вернер хӑй сыватакан чирлӗ ҫыннисенчен кулса карикатурӑсем ӳкерет, тесе элек сарнӑ, — чирлӗ ҫыннисем вара ҫилленнипе пурте тенӗ пекех унран сивӗннӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер чухӑн ҫынччӗ, ҫапах миллионсем ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, анчах укҫашӑн тесен вӑл пӗр утӑм та ытлашши ярса пусас ҫукчӗ: вӑл мана пӗрре, тусӑма лайӑх тӑвиччен тӑшмана лайӑх тӑватӑп, терӗ, мӗншӗн тесен тус-пӗлӗшне лайӑх туни ырӑ ӗҫе сутни пулать, ҫав вӑхӑтра тӑшмана мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, мӗн чухлӗ ырӑ кӑтартнӑ, ҫавӑн чухлех курайманлӑх та ӳссе пырать.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер яланах хӑйӗн чирлӗ ҫыннисенчен вӑрттӑн тӑрӑхласа кулма юрататчӗ, анчах пӗрре пӗр вилекен салтак умӗнче вӑл епле куҫҫуль тӑкнине те куртӑм эпӗ…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вернер пур енчен те питӗ лайӑх ҫын.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Паян ир ман пата доктор кӗчӗ: ячӗ унӑн Вернер, анчах хӑй вӑл вырӑс.Нынче поутру зашел ко мне доктор; его имя Вернер, но он русский.