Поиск
Шырав ĕçĕ:
Икӗ амӑшӗ те хӑйсен ачисемпе пӗрле ссылка кайма шутларӗҫ; Мария Александровна Елизавета Васильевнӑна хӑйӗн пысӑк опычӗпе паллаштарчӗ: тӗрме хуралҫисен тимлӗхне улталаса шифрлӑ хута мӗнле памаллине, кӗнекере условнӑй паллӑсене тата пытарса ҫырнине мӗнле тупмаллине вӗрентрӗ, Елизавета Васильевнӑна хӑйӗн хӗрӗ валли «Мюллер гимнастикине» илсе килме сӗнчӗ, сывлӑха упраса хӑварас тесен, камерӑра пин утӑм тумалла тата ҫӗр хутчен ҫӗре ҫити авӑнса илмелле терӗ.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Митьӑпа Маняша чашӑк-тирӗке кивӗ хаҫатсемпе чӗркерӗҫ, Вера Васильевнӑна вӗсене ещӗке хума пулӑшрӗҫ.Митя и Маняша заворачивали в старые газеты посуду, помогали Вере Васильевне укладывать ее в ящики.
Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Анчах мӗншӗн эсӗ кун пирки Вера Васильевнӑна калаҫас терӗн?
Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл ун пӳлӗмне кӗрсен, Анна Васильевна чылайччен унпа калаҫма кӑна мар, ун ҫине пӑхма та пултараймарӗ; Инсаров унӑн креслипе юнашар ларчӗ те, Анна Васильевнӑна хисеплесе, унӑн пирвайхи сӑмахӗсене лӑпкӑн кӗтрӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унсӑр пуҫне тата вӑл халь те черногорец тесе чӗнекен Инсаровпа курнӑҫма килӗшменни ҫинчен Анна Васильевнӑна татӑклӑн пӗлтерчӗ, анчах клуба ҫитсен, хӑйӗн юлташне, отставкӑна тухнӑ генерал-инженера кирлӗ мар ҫӗртенех Елена туйӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шубин тӗрӗссине каларӗ: Елена туйӗ ҫинчен кӗтмен ҫӗртен пӗлтерни Анна Васильевнӑна кӑштах вӗлерсе пӑрахмарӗ.Шубин сказал правду: неожиданное известие о свадьбе Елены чуть не убило Анны Васильевны.
XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анна Васильевна дачӑран нихҫан та ҫакӑн пек ир куҫса каякан марччӗ; анчах кӑҫал, кӗркуннехи пӗрремӗш сивӗсене пула, унӑн шӑлӗсем сурма пуҫларӗҫ; Николай Артемьевич та, чирӗнчен сипленсе пӗтернӗскер, арӑмне тунсӑхласа ҫитрӗ; унсӑр пуҫне тата Августина Христиановна хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗ хӗрӗ патне Ревеле хӑнана кайнӑ иккен; ют ҫӗршывран Мускава пластикӑлла гимнастика туса кӑтартакан пӗр ҫемье килнӗ, вӗсем des poses plastiques туса кӑтартни ҫинчен Мускав ведомоҫӗсем ятлӑ хаҫатра ҫырнӑ Анна Васильевнӑна ҫав тери интереслентерчӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Часах Берсенев килсе кӗчӗ те Анна Васильевнӑна Инсаровран салам каларӗ тата вӑл ӑна систереймесӗрех Мускава кайнӑшӑн каҫару ыйтни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анна Васильевнӑна икӗ тарҫӑ карета ӑшӗнчен йӑтса тухрӗҫ — вӑл пӑчах халсӑрланнӑ, пӗрле килнӗ ҫынсемпе сывпуллашнӑ чухне хӑй кӑшт ҫеҫ чӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ; вӗсем ӑна тав тума тытӑнчӗҫ, вӑл вара: «Кӑшт ҫеҫ чӗрӗ», тесе кӑна хирӗҫ тавӑрчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена вӗсене ларма сӗнчӗ, унтан хӑй те ларчӗ, Зоя вара Анна Васильевнӑна пӗлтерме ҫӳлти хута хӑпарчӗ.
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вилес умӗн Анна Васильевнӑна Павела хӑй патне илме ыйтнӑ.И, умирая еще в молодых летах от чахотки, упросила Анну Васильевну взять его к себе на руки.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Упӑшки улталани Анна Васильевнӑна кӳрентернӗ; уйрӑмах вӑл пӗррехинче Анна Васильевна заводӗнчен ултавлӑ майпа кӑвак пар лаша илсе хӑйӗн ерӗшкине парнелени арӑмӗн чӗрине ыраттарнӑ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анна Васильевнӑна «ҫаклатса илнӗ» чухне Николай Артемьевич ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; вӑл отставкӑна тухнӑ та яла, хуҫалӑхра ӗҫлеме кайнӑ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ Анна Васильевнӑна чӗререн хисеплетӗп, вӑл мана ырӑ тӑвакан, пулӑшакан хӗрарӑм, — анчах вӑл чӑх-ҫке…Я Анну Васильевну уважаю от всего сердца, она же моя благодетельница; но ведь она курица.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хирург Ирина Васильевнӑна латинла темскер вӑрӑммӑн каларӗ те лешӗ сасартӑк шурса кайрӗ, ҫакна Павел сисмесӗр юлма пултараймарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Жухрай ҫырӑва Антонина Васильевнӑна кӑна пама хушнине Климка пӗтӗмпех манса кайрӗ, вӑл кӗсъинчен лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут татӑкне кӑларчӗ те хӗрачана тыттарчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ҫӗнӗ хыпарсем пӗлме Алевтина Васильевнӑна яма тапратрӗ, анчах карчӑкӗ кайсан та ҫывӑхри кӳршӗсем патне кӑна кӗркелесе тухнӑ та киле таврӑнсан макӑрнисӗр пуҫне ним те каласа пама пултарайман…
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ерофей Кузьмичӑн улшӑннӑ сӑнӗ, пӗрре те хӑйӗн яланхи шухӑш-кӑмӑлӗпе тивӗҫсе тӑманскер, Алевтина Васильевнӑна ҫав териех хӑратать.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Акӑ, сӑмахран, ку вӑл Бьюмонт Катерина Васильевнӑна хӑй патне пынӑшӑн «питӗ тав тунӑ» хыҫҫӑн эрнерен, вӗсем паллашнӑранпа икӗ уйӑх иртсен пулчӗ; завода ӗнтӗ сутрӗҫ, мистер Лотер тепӗр кунне киле кайма хатӗрленетчӗ (вӑл, чӑнах та, кайрӗ; вӑл кунта мӗнле те пулин катастрофа туса хурасса ан кӗтӗр; вӑл ытти пур негоциантсем пекех коммерци ӗҫне турӗ, Бьюмонта, кӗтнӗ пекех фирма ӑна, пин кӗренке шалу парса, управляющий пулса ӗҫлеме хушни ҫинчен пӗлтерчӗ, урӑх вара ним те тумарӗ: хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, коммерципе ҫыхӑнман ӗҫе мӗн сӗкӗнмелле-ха унӑн), акционерсен, ҫав шутрах Полозовӑн та, ыранах укҫа илмеллеччӗ (кунта та катастрофа таврашӗ ан кӗтӗр: (Ходчсон, Лотер тата К° фирми пуян вӑл) — ҫуррине таса укҫан, ҫуррине — виҫӗ уйӑха пыракан вексельсемпе.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Бьюмонт Полозовсем патне кашни кунах кӗрсе тухнӑ, хӑш чухне вӑрах ларнӑ, хӑш чухне сахал, анчах кӗрессе вара кашни кунах кӗрсе тухнӑ; вӑт ҫавӑнпа шутланӑ та ӗнтӗ Полозов вӑл Катерина Васильевнӑна ҫураҫасшӑн, тесе: ҫакӑн пек шанчӑк паракан урӑх сӑлтавсем пулман.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.