Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Асӑрхарӑмӑр (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йывӑҫ тӑрне хӑпарнӑ-мӗн те, эпир ӑна ҫывӑха ҫитсен тин асӑрхарӑмӑр.

Он были на дереве и обнаружил себя только тогда, когда мы подошли к нему вплотную…

Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.

Кӗҫех эпир пысӑк ҫӑка ларнине асӑрхарӑмӑр.

Скоро мы увидели большую липу.

Пыл хурчӗсемпе кӑткӑсем // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 33–35 с.

Эпир чылайччен утрӑмӑр, юлашкинчен аранах хамӑр канма вырнаҫнӑ ҫӗрти кӑвайт ҫутисене асӑрхарӑмӑр.

Мы долго шли, с трудом пробираясь сквозь колючий кустарник и завалы бурелома; было уже совсем темно, когда мы наконец увидели огни бивака.

Уссури пантери // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 23–26 с.

Каярах вара наци вулавӑшӗн сайтӗнче Зоя Романовӑн куҫарӑвне асӑрхарӑмӑр та ҫак романа мӑшӑрлас ӗҫе пуҫӑнас терӗмӗр.

А чуть позже на сайте Национальной библиотеки заметили перевод Зои Романовой и решили приступить к работе над этим романом.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ юпа уйӑхӗнче // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/26799.html

— Пӗлетӗн-и эсӗ, Дуняшка, Липка аптрама пуҫланине эпир, Алексашкӑпа, ирхинех асӑрхарӑмӑр.

— Видишь ты, Дунюшка, с утра мы с Алексашкой заприметили, что Липка-то затуманилась.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халь вара эпир унӑн ҫӗнӗ пахалӑхне асӑрхарӑмӑр: ку вӑл — унӑн хӑюлӑхӗ, пултарулӑхӗ, хастарлӑхӗ…

И все же для нас открылось что-то новое в майоре, и прежде всего его смелость…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир тин вара унӑн пуҫӗ ҫинче икӗ пуля шӑтӑкӗ пуррине асӑрхарӑмӑр.

Мы только тогда увиели две пули прошли через голову.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем ӑҫта вырнаҫнине те асӑрхарӑмӑр.

И, конечно, приметили, куда он переместился.

Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.

Ҫӳресен-ҫӳресен, чӑнах та, пӑши йӗрне асӑрхарӑмӑр.

Ходим долго, и не напрасно: действительно, обнаружились лосиные следы.

Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Пӑрусене ҫарана ярса таврӑннӑ чух асӑрхарӑмӑр: кӑвакал ҫемйи кӳлӗ варринче ишсе ҫӳрет.

Мы пригнали телят на луг, и уже по дороге домой смотрим: утиное семейство плавает себе посередине озера.

Аптраман кӑвакалсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Вара эпир витти ҫине винт каснине тин асӑрхарӑмӑр.

Тут только мы заметили, что на крышке торчит болт с винтовой нарезкой.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Ҫав вӑхӑтра кимӗ хӗрринче такам ишсе пынине асӑрхарӑмӑр.

Но тут мы услышали, что кто-то продолжает плескаться у борта.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Ҫавӑн чухне тин хамӑрта Алешка Шамиль ҫуккине асӑрхарӑмӑр.

И только тут видим, что Алешки Шамиля с нами нету.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем ҫинчен асӑрхарӑмӑр та хайхисене — атя хӑвалама!

Мы их с коней узрили и давай гонять!

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑсчахсем хӑйсене утрава чи малтан уҫакансен йышне кӗртмеҫҫӗ, шӳтлесе ҫапла клаҫҫӗ: «эпир унта ҫитичченех тип ҫӗр ҫинче тюленсене асӑрхарӑмӑр».

Ученые шутят, что они не являются первооткрывателями острова, так как на суше были замечены тюлени.

Антарктидӑра ҫӗнӗ утрав асӑрханӑ // Кавӗрле Ҫтаппанӗ. https://chuvash.org/news/24569.html

«Территорине тӗпченӗ май эпир халиччен пӗлмен утрава асӑрхарӑмӑр, унӑн виҫи 634 000 тӑваткал фут (58,9 пин тв.м.) шутланать. Ку виҫе вара Аслӑ Британири Виндзор замокӗпе пер тан», — пӗлтереҫҫӗ полярниксем.

«В ходе исследования территории мы заметили ранее неизвестный остров, чей размер оценивается в 634 000 квадратных футов. Это почти Виндзорский замок в Великобритании», — говорят полярники.

Антарктидӑра ҫӗнӗ утрав асӑрханӑ // Кавӗрле Ҫтаппанӗ. https://chuvash.org/news/24569.html

Эпир поселокра пӗр склад асӑрхарӑмӑр.

Мы там в поселке склад один приметили.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку «палаткӑра» пурлӑх тытмалли кунтӑк пуррине те асӑрхарӑмӑр, ҫӑраҫҫийӗ вырӑнне парусина татӑкӗччӗ, шалта темиҫе ҫӑм чӑлха та шурӑпа сенкер тӗслӗ одеял татӑкӗсем пур.

В этой «палатке» мы нашли корзинку из-под провизии с лоскутом парусины вместо замка, несколько шерстяных чулок и обрывки белого с голубым одеяла.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кимӗ ҫинчен ансанах эпир Нильс утма пултарайманнине асӑрхарӑмӑр, вӑл кая-кая ӳкет, упаленме тӑрӑшать.

Выходя из каяков, мы убедились, что Нильс уже не может ходить; он падал и старался ползти на четвереньках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпир, 79°35-мӗш широтара тӑнӑ чухне 86-мӗшпе 87-мӗш меридиансем хушшинче, Гринвичран тухӑҫалла, кӗмӗл пекрех пайӑрка асӑрхарӑмӑр, вӑл, кӑштах мӑкӑрӑлчӑкскер, горизонт пуҫланнӑ ҫӗртенех курӑнать.

Между тем, находясь на широте 79°35' между меридианами 86 и 87 к востоку от Гринвича, мы заметили резкую серебристую полоску, немного выпуклую, идущую от самого горизонта.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней