Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ильсеярӑн, ҫак ырӑ начальник патне пырса, ӑна мӑйӗнчен ҫирӗп ыталас, хӑй ӑшӗнче ӑна мӗн тери тав тунине каласа парас, ун ури умне ӳксех йӗрес килчӗ, анчах апла тума унӑн хӑюлӑх ҫитмерӗ.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вырсарникунхи кӗлле собор туллиех халӑх пухӑнчӗ; Окуров ҫыннисем йӗп-йӗпе тара ӳксех Исаия аттен хитре проповедьне итлеҫҫӗ: вӑл Авессаломпа аслӑ Петӗр патша ҫинчен, Соломон патша ӑрӑмҫӑ пулни ҫинчен, вуниккӗмӗш ҫулпа Севастополь ҫинчен, крепостла правӑна пӗтерсе хуни ҫинчен, Россия хӑватлӑ та пуян пулнӑ пирки ют ҫӗршывсем ӑна кӗвӗҫни ҫинчен тата мӗн илтнине ҫӑмӑллӑнах ӗненни — питӗ сиенлӗ пулни ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ильсеяр, хӑйӗн пӑшалне кам та пулин илсе кайман-ши тесе, хыпӑнса ӳксех паром патне чупма тӑчӗ, анчах ӑна Костин тытса чарчӗ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Атте ирӗк панӑ-тӑк, мӗн-ха вара? — сӑнран ӳксех кӳренчӗ Маринка.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Кермен пулсан, эпир те ҫынсенчен ӳксех юлмӑпӑр.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Тахӑшӗ хыпӑнса ӳксех чан ҫапать.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл, пӗрре сиксе ӳксех, хир чӑххине ярса тытас тесе, чарӑна-чарӑна утса пырать.И будет останавливаться, чтобы сразу прыгнуть и поймать его.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Комбайн сӑрт патнелле ҫитнине Алексей Иванович хӑй тӑракан кӗпер ҫинчен кураймасть, хӗр вара хыпӑнса ӳксех кӑшкӑрать:
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
— Кантюк папай, — сасси чӗтренсерех тухать Шерккейӗн, — чӑнласах ҫапла калаҫатпӑр пулсан, ӳксех пуҫҫапмалла пулать пуль ҫав сана…
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пуҫтарӑннӑ ҫынсем пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса калаҫма тытӑнчӗҫ: саманисем йывӑр иккен, тырӑ хакӗ те ӳксех пырать, хресчене йывӑр килет, выльӑх пуҫне йышлӑлатса пурнӑҫа хушӑнтарма ӑс ҫитермелле.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Джон, еврейсен туйӗсенчи пек, хаваслансах эрех стаканне урипе тапать, йӗри-тавра чакӑр куҫлӑ ирландецсем, чӑм шыва ӳксех сӗрме купӑсӗсене, флейтисене ҫӗхӗртеҫҫӗ, мӑн хырӑмлӑ контрабассене мӗкӗртеҫҫӗ.
XIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫамрӑк чухне, ним мухтанмасӑр калатӑп, хам та эпӗ унран ӳксех юлман!
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗр каҫасси ҫинчен шухӑшлас пулать — Приречьене Ксени патне, васкамалла-ши, вӑл тахҫанах хыпӑнса ӳксех кӗтет пулӗ ӗнтӗ — е, Черемшанкӑра юлса, йӑмӑкӗ патне кӗрсе выртмалла-ши.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Вешкирен хушнӑ — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ лешӗ Мишка амӑшӗ хутор пухӑвӗнче чӗркуҫҫи ҫине ӳксех Стариксене тархасланӑ-мӗн те, лешсем вара Михаил Кошевоя, вӑл килӗнче ҫемьене тӑрантаракан пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ май, хутор халӑхӗ ячӗпе атарщика яма ыйтса приговор ҫырнӑ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Николай Кошевоя иккӗмӗш взвод панӑ, Яков Коловейдина — виҫҫӗмӗш, Подтелкова ҫакса вӗлернӗ хыҫҫӑн генерал Алферов хыпаланса ӳксех аслӑ урядника ҫитернӗ Митька Коршунова тӑваттӑмӗш взвод командирӗ тунӑ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрача хыпӑнса ӳксех ун патнелле куҫӗсене вылятса чупса килнине курсан, Сергей хӗпӗртерӗ.И Сергей был рад, когда дежурная снова подбежала к нему, блестя взволнованными глазами.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗмӗш урапи ҫинче Михей, хыҫалалла кайса ӳксех, тилхеписене тапса туртать, сиккипе килекен утсене юртӑ ҫине куҫарас тесе тертленет.На второй Михей, падая назад, передергивал вожжами, силился перевести скакавших лошадей на рысь.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Запорожецсем пурте ҫӗре ӳксех пуҫҫапрӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Мӗнле хатӗрленчӗ-ши вӑл унта, мӗн ҫинчен тата мӗнле ҫырчӗ-ши?» — хыпӑнса ӳксех шухӑшларӗ Савва.«Как он там подготовился, как и что там написал?» — озабоченно думал Савва.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл каллех чӗркуҫленсе ларчӗ, ҫӗре чуптуса илчӗ унтан, ҫӗре ӳксех пуҫҫапса, ман урана аллисемпе ҫӗклесе хӑйӗн пуҫӗ ҫине пустарчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.