Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тапхӑр-тапхӑр ҫил уҫҫӑн вӑркӑшать те, йӑмрасен сарӑхнӑ ҫулҫисем урам варринех вӗҫсе ӳкеҫҫӗ, ура айӗнче кӑштӑртатаҫҫӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Кӑштӑрт та кӑштӑрт ӳкеҫҫӗ ҫулҫӑсем.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Унӑн пайӑркисем Килтешри аслӑ урама тӳррӗн ӳкеҫҫӗ, урам ик енчи ҫуртсене те пӗр пек ҫутатаҫҫӗ.
Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Валтиелсем, ҫурт-йӗр хыҫне пытанса, тӑшман енне ухӑран переҫҫӗ, анчах вӗсен ҫӗмренӗсем никамах та сиен тӑваймаҫҫӗ пулас, салтаксем тӗлне ҫитичченех ҫӗре ӳкеҫҫӗ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Минӑсем шахмат йӗркипе пыра-пыра ӳкеҫҫӗ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Акӑ малтисем, сӑрӑ гимнастерка тӑхӑннӑскерсем, кӗлте пек йӑванса ӳкеҫҫӗ, анчах ыттисем пысӑк чулсем, йывӑҫ тӗмисем хыҫне пытанчӗҫ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Пульӑсем вӑрман ӑшнелле шилетсе вӗҫсе килеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, унта та кунта пӳрне пек хыр турачӗсем татӑлса ӳкеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӗнтӗ вӗсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑшман пульли «ҫулса пӑрахнипе» тӗшӗрӗле — тӗшӗрӗле анаҫҫӗ, нушаллӑн, анчах пӗр сас кӑлармасӑр хуҫӑлса-йӑванса ӳкеҫҫӗ.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
Тӑхланланнӑ, катрашка, тӗтре шӗлкесе юхакан ҫийӗллӗ Атӑлӑн чӗмсӗр ҫыранӗнче куҫ умне ытларах пристань, ун ҫумне юнашса тӑнӑ «шурӑ акӑш» — пӑрахут, каботажри кимӗ-пӑрахут таврашӗ, карӑнса ларакан башньӑллӑ ҫӗклемелли крансем, груз причалӗ, тиеври баржӑсем, плашкоут, кӑкарӑнса тӑракан, хум ҫинче хӑйсен ҫумне ҫапӑнакан шыва чӗмпӗл-чӗмпӗл чӗмпӗлтеттерекен моторлӑ е ахаль кимӗсем ӳкеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паспа нӳрелнӗ сап-сарӑ йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем пӗр ҫӗре чӑмӑртанса пысӑк ҫаврашка пулаҫҫӗ те, йывӑрӑшне чӑтаймасӑр, аялалла тачлаттарса ӳкеҫҫӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӗрлехи шӑплӑха янӑратса кӳп! те кӳп! ӳкеҫҫӗ вӗсем касса янӑ йывӑҫсем.
Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.
Хӑйӑр тиесе турттарсан, кустӑрмисем тухса ӳкеҫҫӗ, вӗсене вӑрӑм пӑта ҫине тирсе вырнаҫтаратӑн кӑна – машинан кузовӗ катӑлса тухать.
Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229
Хӑшӗсем йӑмра ҫине, теприсем капан ҫинех ӳкеҫҫӗ, анчах ҫынсем вӗсене ҫийӗнчех сӳнтерсе пыраҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗрре ӳкеҫҫӗ, тепре тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне пилӗкӗсенчен тытса, хулпуҫҫисем ҫине таянса нумайччен уткаласа ҫӳреҫҫӗ, вӑйӗсене пухаҫҫӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсен шухӑшӗсем пӗр йӗр ҫине ӳкеҫҫӗ.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӑнах иккен, леш «тискер» этемӗ кӑткӑсене тытма кӑткӑ йӑвисем ӑшне виҫшер-тӑватшар пушӑ бутылкӑсем лартса тухнӑ; бутылкӑ тутине тутлӑ ҫимӗҫпе сӗрнӗ пулмалла, кӑткисем пырса сырӑнаҫҫӗ те шала, бутылкӑ ӑшне, ӳкеҫҫӗ, каялла тухаймаҫҫӗ.
«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.
40 ҫултан иртнӗ хырӑн малтанхи тураттисем хӑрса хуҫӑлса ӳкеҫҫӗ те пурӑна киле вӑл туратсен вырӑнӗ те юлмасть.
Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.
Унта вӑрӑсем ӳкеҫҫӗ те пӗчӗк вӗренесем, ҫӑкасем шӑтса тухаҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Унӑн пайӑркисем халь ҫӗр ҫине шӗвеккӗн ӳкеҫҫӗ.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Тӗкӗр пек ҫутӑ пӗве пичӗ ҫине шап-шурӑ тумлӑ ӗмӗлкесем ӳкеҫҫӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.