Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкеҫҫӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ ҫын ҫыхланса ӳкеҫҫӗ.

Двое, сцепившись, покатились по земле клубком.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫул кукринче вӗсем иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтра лупашкана кӗрсе ӳкеҫҫӗ.

На изгибе дороги они одновременно угодили в лужу.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутӑ ҫыннӑн тутӑ сӑмахӗсем Мултиер хӑлхине ҫемҫен пырса тивеҫҫӗ те ачашласа, ҫӑм пӳске пек, хуллен ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Речь сытого чиновника мягка, туманна, так и обволакивает голову сладким дурманом; слова касаются уха и мягким войлочным мячиком тихо скатываются наземь.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫумӑр тумламӗсем Яриле старикӗн енси ҫине ӳкеҫҫӗ, мӑйӗ тӑрӑх юхса анса хӗвне кӗреҫҫӗ.

Капли дождя падали на затылок старику Яриле, стекали по шее за пазуху.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сахалланать ман ҫар; ӳкеҫҫӗ Ытла та ывӑннӑ утсем.

Помоги переводом

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫемьере вара пурте хыпӑнса ӳкеҫҫӗ, ӑна чаплӑн кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗвел шевлисем ҫавасем ҫине ӳкеҫҫӗ те, вӗсем вара тӗкӗрсем пек йӑлтӑртатса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сан куҫусем крыльца патне пыракан сукмак ҫине ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне куҫӗсем Сталинӑн тӗпелте ҫакӑнса тӑракан портречӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хурал хӗрӗсем урисем шунипе шаплатса ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Уйӑх ҫутипе улма йывӑҫҫисенчен мӗлкесем ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку таврари ҫармӑс ялӗсем ун аллине кӗрсе ӳкеҫҫӗ, ӑна ясак тӳлеме тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай Хусана кайма хатӗрленет тесессӗн ку хыпаршӑн чи малтан ун тарҫисемпе тӗкӗрҫисем хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ: тарҫӑсемшӗн вӑл ҫук чух ӗҫ сахалтарах пулать, тӗкӗрҫӗсем темиҫе кун хушши хӑйсен килӗсенче ӗҫлесе ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсене пулӑшма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах сунара ҫӳренин телейӗ иккӗллӗ-ҫке: ӗҫ ӑннӑ чухне арҫынсем хӗл каҫиччен темӗн чухлӗ тир хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫ ӑнман чухне упа ытамне е выҫӑ кашкӑр ҫӑварне кӗрсе ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утӑ антармалли шӑтӑкран вут чӗлхисем ялкӑша-ялкӑша валашка ҫине ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа та-и тен, ҫав таракансем яшка хуранӗ ҫине кӗрсе ӳкеҫҫӗ пулсан та, хӑшӗ-пӗри питех кӗрешмеҫҫӗ ҫавсемпе.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑкӑр турамӗсем ҫӑварӗнчен туха-туха ӳкеҫҫӗ, анчах вӗсене урайӗнчен пуҫтарса илмеллине вӑл пӗлмест.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малалла вара — ҫӗрлехи хӑрушӑ тӗлӗк; икӗ ҫын сӗм тӗттӗмре ҫаврӑнать-сикет, вӗсем ухӑ йӗпписен шӑвӑнчӑк шӑхӑрӑвӗнчен пытанаҫҫӗ, халран кайнипе ӳкеҫҫӗ, упаленеҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, пӑшалне сыхласа хӑварнӑскер, тилӗрсе хыҫалалла перет те перет, акӑ тинех тӗксӗм юхан шывпа кимӗ патне ҫитсе ӳкрӗҫ.

А дальше был страшный ночной сон, когда, кружась во тьме, кланяясь ползущему свисту стрел и падая от изнеможения, два человека, из которых один, сохранивший ружье, бешено стрелял наугад, — пробрались к темной реке и лодке.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Хӗрлӗ мӗлкесем ҫулҫӑсене ҫулӑм ҫутипе хыптарса чӑтлӑх ӑшнеллех, Стар урисем тӗлнеллех тӑсӑла-тӑсӑла ӳкеҫҫӗ.

Красные тени, вспыхивая озаренными огнем листьями, ложились в глубину чащи, у ног Стара.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней