Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй пыл ҫиессишӗн ҫеҫ килнине уҫҫӑн пӗлтерес вырӑнне вӑл, манир ҫук ӗҫлӗн курӑнма тӑрӑшса, ҫӗне утарҫа экзамен тыттарма пуҫланӑ.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Ҫук, ӗҫпе каятӑп-ха, комбат ҫырӑвӗпе, — тавӑртӑм эп ӑна ӗҫлӗн.— Нет, по делам еду, вот с запиской комбата, — серьезно сказал я.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ыйтнӑ та, хӑй халь куҫлӑхне гимнастерка аркипе ӗҫлӗн шӑлкаласа тӑрать.Задав вопрос, он деловито протирал очки о подол гимнастерки.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сирӗн ыйтӑвӑра пурнӑҫламах тивет пулас, — терӗ вӑл темшӗн ытлашши ӗҫлӗн, сасартӑк «эсир» теме тытӑнса.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл кантӑкран ӗҫлӗн тинкерчӗ те: — Мӗскер эпир чарӑнса лартӑмӑр ҫак? Хирӗҫ килекеннине кӗтетпӗр-и е мӗн те пулин урӑххи-и? — терӗ.Он озабоченно посмотрел в окно: — Чего это мы застряли? Встречного ждем или что?
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ман ҫийӗмре, тӗттӗмленнӗ ҫулҫӑсем хушшинче, пӗчӗк кайӑк ӗҫлӗн кӑштӑртататчӗ; кӑвак кушак, ҫурӑмне тӑсса, сада асӑрхануллӑн кӗретчӗ; каҫ сӗмлӗхӗ ҫапнӑ сывлӑшра пирвайхи нӑрӑсем нӑрлататчӗҫ.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах старик ҫав тери ӗҫлӗн ларнӑ пек туйӑнчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Эпир паян шӑпах хӗле хатӗрлентӗмӗр, ҫуллахи атӑ-пушмака усрав пӳлӗмне пуҫтарса хутӑмӑр, — ӗҫлӗн пӗлтерчӗ Аня.— Мы как раз сегодня к зиме готовились, летнюю обувь в кладовку убрали, — деловито отметила Аня.
Тӑххӑрмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Кушак ҫури ҫӗкленчӗ, туртӑнса илчӗ те хыҫран ӗҫлӗн йӑпӑртаттарчӗ.Котёнок встал, выгнул спину, потянулся, затем деловито побежал за девочкой.
Ҫиччӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Ну, ҫак сӳтӗк тӑманапа пӗрле мӗнле ӗҫлӗн ӗнтӗ?»
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени халех телефон патне пырать те акӑ яланхи пекех ӗҫлӗн: «Ийя, эпӗ итлетӗп» тет.Сейчас Ксения подойдет, как обычно, с подчеркнутой деловитостью: «Да, я слушаю», —
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ыйтмасӑрах малти пӳлӗмре хывӑнчӗ, минтер пек тачка портфельне сӗтел ҫине шаплаттарчӗ, умри кӗсйинчен расческӑ кӑларчӗ, тӗкӗр умӗнче сайра ҫӳҫне тураса, кӗренрех кукшине сайра ҫӳҫ пӗрчисемпе хупларӗ, расческине вӗрсе, хӑй вырӑнне чикрӗ те вара тин пуканне кравать патнелле шутарса, ӗҫлӗн те тӗплӗн вырнаҫса ларчӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫара ылтӑнран тимӗрҫӗ лаҫҫи лартса пама хушӑп, вара эс кӗмӗл мӑлатуксемпе ӗҫлӗн» тесен, эп ӑна хирӗҫ: «Ылтӑн лаҫ та, хаклӑ йышши чулсем те, мӗнпур патшалӑхна парсан та кирлӗ мар мана. Луччӗ эс мана хамӑн Оксанӑна пар!» тенӗ пулӑттӑм.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Конференци кӑнтӑрла вуникӗ сехетре уҫӑлчӗ те тӳрех ӗҫлӗн иртме пуҫларӗ; кунта килнисем малтанах, ҫул ҫинчех е кунта фойе тӑрӑх утса ҫӳренӗ чухнех пулӗ-ха, пӗр минут вӑхӑта та сая ярас марри, вӑхӑта ӗҫлӗн анчах ирттересси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ пек туйӑннӑ Сергее.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей хӗрарӑмсем патӗнчен уйӑрӑлса кайма та ӗлкӗрейменччӗ, Кондратьев кабинетӗнчен, аллинчи папкине уҫа-уҫа пӑхса, Алеша ӗҫлӗн утса тухрӗ, ун хыҫҫӑн галифепе хура пуставран ҫӗленӗ гимнастерка, ун ҫинчен ҫанӑсемсӗр пӗчӗк кӗрӗк тӑхӑннӑ Алдахин тухрӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ хамӑн ывӑла та, кӗрӗве те, тата Грачева та ятлама пултаратӑп — ӗҫлӗн ятлатӑп.Я и сына своего, и зятя, да и Грачева смогу поругать — и за дело.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем ҫак ӗҫлӗн чупкаласа ҫӳрекен ҫӗршер нимӗҫе хирӗҫ иккӗн ҫеҫ пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Унпа пӗрле каймалли ҫынсем маскировка халачӗсене тӑхӑннӑ, гранатӑсене майласа ҫакнӑ, темӗнле ӗҫлӗн мӗшӗлтетнӗ тата, кайма вӑхӑт ҫитмен-ши тесе, кашни минутсеренех Марченко ҫине пӑха-пӑха илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Халь эпӗ сана ӗненетӗп, халӑхшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлӗн тесе шутлатӑп.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Чир-чӗр тесе сыввине калать пуль-ха вӑл, сывлӑх пирки каланӑ чух чир-чӗр пирки калать пуль тетӗп эпӗ, — пит те ӗҫлӗн тавӑрса пачӗ Заманов.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.