Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗмӗтрен асли вара вӑл мӗн пултӑр.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ӑна пуйса каяс ӗмӗтрен никам та пӑрайман.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Икӗ ҫак сӑмаха — вӗриленнипе — ӗмӗтрен самантрах хӑпартлануллӑ чӑнлӑха куҫарчӗ: «Эсир ҫитнӗ!..».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Вӑл хӑй ҫав тери ывӑнса ҫитнине туйрӗ, унӑн текех выртас килет, канас килет, анчах ӑна темскер малалла хӑвалать, — «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывне» ҫитес ӗмӗтрен ытла хырӑм выҫҫи хӑвалать ӑна.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Совет патшалӑхӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ ӗмӗтрен пуҫланнӑ, халь вӑл пурнӑҫа кӗрет.Новая жизнь в Советском государстве начиналась с мечты, которая становится былью.
Пӗрремӗш декрет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Манӑн закон — тытнӑ шухӑша мӗн вӗҫне ҫити туса пырасси, — терӗ Виктор, кашт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — тытнӑ ӗмӗтрен нихҫан та чакмалла мар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑйӗн пӳлӗмне вӑл ӗмӗтрен тенӗ пекех тунӑ, пӳлӗме вара ҫурт ҫити ӳснӗ.Она обжила свою комнатушку, как мечту; комнатушка счастливо вырастала в дом.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ыйхӑсӑр вӑрӑм каҫсенче Стефчова мӗнле вӗлерес тесе шухӑшларӗ, ӑна ҫав ӗмӗтрен урӑх нимӗн те тертлентермерӗ, кӑмӑлне урӑх нимӗн те хускатмарӗ, кансӗрлемерӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Штольц кирек мӗнле ӗмӗтрен те шикленет, е ун ӑшне кӗмест, кӗрсен те, ma solitude, mon herminge, mon repos, тесе ҫырса ҫапнӑ ту айккинчи шӑтӑка кӗнӗ чухнехи пек, унтан хӑш сехетре тата хӑш минутра тухассине пӗлнӗ пек кӗрсе каять.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытла вӑл пушӑ ӗмӗтрен хӑрать; ӗмӗте ытлашши ӗненмесен — вӑл этемӗн тусӗ пулать; ӗмӗте ытлашши ӗненсен — вӑл этем тӑшманӗ пулать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1