Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку — манӑн юрӑ мар, вӑл халӑхӑн телейсӗр пурнӑҫӗнче чиртен чӗрӗлме кирлӗ япала пулнине ӑнланмасӑрах, ӑна пиншер ҫын юрлать.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗрӗссипе вӑл хӑй те ним ӑнланмасӑрах юлчӗ пулас.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпӗ нимӗн ӑнланмасӑрах Николай Степанович пӳлӗмне ыткӑнтӑм.Я побежал в комнату Николая Степановича и не сразу понял, что там случилось.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ку мӗнрен килнине каласа пама йывӑр: ку Базаровӑн дворянлӑх, хӑйне иментерекен тата шиклентерекен ҫӳлти общество йӑлисем ҫуккине хӑй ӑнланмасӑрах сиснинчен килнӗ-и, тен.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Лена сасартӑк савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ, унӑн кулли те, шурӑ шӑлӗсем те, пӑч-пӑч тӗксӗм кӑвак куҫӗсем те ытарма ҫук кӑмӑллӑн туйӑнчӗҫ, вара хӑй мӗншӗнне ӑнланмасӑрах Ванюша та кулса ячӗ.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫапла, аван пулнӑ пулӗччӗ, — Озеров мӗн ҫинчен каланине ӑнланмасӑрах килӗшрӗ унпа Андрей.— Так, было бы хорошо, — согласился с Озеровым Андрей, не понимая, что тот говорит.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Володя ним ӑнланмасӑрах стена патӗнче тӑрать; Любкинпа Макаров хыҫалалла чупса кайнине ҫеҫ илтрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан, тӗлӗкри евӗр, ҫакна лайӑххӑн ӑнланмасӑрах, черетпеле темӗн те улшӑнса тӑнине курчӗ вӑл Шульгович куҫӗсенче: тӗлӗнӳ, сехӗрленӳ, пӑшӑрхану, хӗрхенӳ…
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Концерт курма ҫӳрекен ҫынна ҫавсене пӗлме кирлӗ те мар ӗнтӗ, анчах таса та ҫутӑ ӳнер хура та пылчӑклӑ ӗҫре ҫуралнине пӗлмесен вӑл театр мӗнне ӑнланмасӑрах юлать.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Вӗсем ырӑ сӗнӗве те курмӑш пулаҫҫӗ, курсан та шарламаҫҫӗ е ӑнланмасӑрах хирӗҫлеҫҫӗ, — тавӑрчӗ ӑна Крылов.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗчӗк чухнехи пекех-ха вӑл калаҫма юратать, кам та пулсан хӑйне тарӑхтарсан е мӗнле те пулин кӑмӑла каякан ӗҫ тупсан-тусан вара вӑл ҫав тери хӑвӑрт калаҫма пуҫлать, эпӗ ун пек чухне мӗн каланине те ӑнланмасӑрах юлатӑп.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня ҫитрӗ те эпир калаҫма чарӑнтӑмӑр, нимӗн ӑнланмасӑрах «Авалхи князьсен пурнӑҫӗ», «Энск кӗпӗрнинчи хресченсен капитализм вӑхӑтӗнчи хура пӳрчӗ» ятлӑ картинӑсем ҫине пӑхрӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамрӑк ҫынсем ним ӑнланмасӑрах лодка ҫине сиксе кӗчӗҫ, вара Аркаш пичче, вӗсен телейлӗ сӑнӗсем ҫине пӑхмасӑрах, хуллен каларӗ:
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫак ӑнран тухса кайнӑ палатӑна шуйттан патне хӑваласа яма пулчӗ, унтан, вӑрҫа-вӑрҫа, йывӑррӑн сывласа, кунта мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑрах тухса кайрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлташӗсем хӑйпе калаҫма пуҫласан, вӑл, час-часах хӑйӗнпе мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланмасӑрах, «ҫапла», «ҫук», тесе ответ пачӗ, унтан вара каллех шарлами пулса, куҫӗсемпе штукатурка ҫинчи хура ҫурӑк ҫине тӗллерӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Э-э, эп халь ӑнланмасӑрах юлтӑм, камӑн туйне маларах тӑвӑпӑр вара?
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив