Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртусем (тĕпĕ: ӑмӑрту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спорт лапамӗнче ӑмӑртусем хӗрӳ иртрӗҫ.

Помоги переводом

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

В. Шалтыков призӗшӗн велоспортпа ҫулленех ӑмӑртусем пулаҫҫӗ, ӑна Ильич яч. хис. хуҫалӑх йӗркелет.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Унсӑр пуҫне, районта та «Оринино», «Хлебороб», «Нива», «Дружба» хуҫалӑхсен кубокӗсемшӗн волейболла выляссипе; ирӗклӗ майпа кӗрешессипе воин-афганецсен призӗсемшӗн, Москакассинче Чечняра пулнӑ Кудьков призӗсемшӗн волейболла выляссипе т. ыт. те нумай ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Ҫавӑн пекех Социализмла Ӗҫ Геройӗ Е. Андреев призӗшӗн йӗлтӗрпе чупассипе (100 командӑна яхӑн хутшӑнать) те ҫулсеренех ӑмӑртусем ӑнӑҫлӑ иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

В. Егорова призӗсемшӗн ҫӑмӑл атлетикӑпа ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗчӗ, унта 1000 ҫын ытла хутшӑнать.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Халӑх пӗр-пӗр уҫланка е вӑрман хӗррине пуҫтарӑнса вӑйӑ каланӑ, вылянӑ, ялсем, ҫемьесем хушшинче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттернӗ.

Помоги переводом

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫав тапхӑртанпа сывӑ пурнӑҫ йӗрки, ӑмӑртусем, тренировка пурнӑҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑчӗҫ.

С того момента здоровый образ жизни, соревнования, тренировки стали частью моей жизни.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Армспортпа, шашкӑпа, дартспа, стритболпа тата ытти спорт тӗсӗпе ӑмӑртусем ирттерни ҫамрӑксен уявне тата та пуянлатрӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Савӑнӑҫлӑ конкурссемпе ӑмӑртусем пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗҫ.

Помоги переводом

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем - ушкӑнпа тупӑшмалли ӑмӑртусем.

Помоги переводом

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Офиссен хушшинче час-часах ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кайранхи чемпионсем ҫаксем пулнӑ: 1934 ҫ. - Итали; 1938 ҫ. - Итали; иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапхӑрӗнче - 1942 - 1946 ҫулсенче ӑмӑртусем иртмен; 1950 ҫ. - Уругвай; 1954 ҫ. - ФРГ; 1958 ҫ. - Бразили; 1962 ҫ. - Бразили; 1966 ҫ. - Англи; 1970 ҫ. - Бразили; 1974 - ФРГ; 1978 ҫ. - Аргентина; 1982 ҫ. - Итали; 1986 ҫ. - Аргентина; 1990 ҫ. - ФРГ; 1994 ҫ. - Бразили; 1998 ҫ. - Франци; 2002 ҫ. - Бразили; 2006 ҫ. - Итали; 2010 ҫ. - Испани; 2014 ҫ. - Германи.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

«Шупашкар хулинче 2000 ытла хӑна пулчӗ. Ӑмӑртусем ирттерни регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме май парать», - терӗ вӑл.

Помоги переводом

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Республикӑри чи пысӑк спорт сооруженийӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри объектсен реестрне кӗртни Чӑваш Енре пысӑк ӑмӑртусем ирттерме май пачӗ, — терӗ Сергей Сильвестрович.

Помоги переводом

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Паян ӑмӑртусем ҫӑмӑл атлетика, мини-гольф, дартс, шашка, сӗтелҫи теннис енӗпе иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче патшалӑх влаҫӗпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансем хушшинче йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем пулӗҫ, унта та пурне те хутшӑнма йыхравланӑ.

19 марта состоится Спартакиада органов государственной власти и местного самоуправления по лыжным гонкам, всех пригласили принять в нем участие.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев йӗркелесе пыракан Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе ӑмӑртусем ирттернӗ.

17 марта состоялся товарищеский матч по волейболу между командами Кабинета Министров Чувашской Республики, возглавляемой Главой Чувашии Михаилом Игнатьевым и ПАО «Сбербанк России».

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

Малти вырӑнсемшӗн пыракан ӑмӑртусем ҫак кун пысӑк хӗрӳлӗхпе иртрӗҫ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ӑмӑртусем шашка турнирӗпе малалла тӑсӑлчӗҫ.

Помоги переводом

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней