Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юнашарах ҫӗлӗк персен те ҫӗре ӳкерми ҫӑра хӑмӑллӑ, тулли ҫурхи тулӑ уйӗ сарӑлса выртать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Вера Алексеевнӑпа (хваттер хуҫине ҫапла чӗнеҫҫӗ) универмага кайса «метроран» ҫӗлетнӗ костюм, каракуль воротниклӗ пальтопа каракуль ҫӗлӗк туянтӑмӑр.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Вӑл хура пальто, яка тирлӗ хура ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, хул хушшинче лапсака шурӑ тӑлӑп, Анастасия Александровна, шаль тутри пӗркенсе, ачасем патнелле пырса тӑчӗ.
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӗлӗк тулли пулчӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл хулӑн хӑмӑр пальто, амӑшӗ ҫыхнӑ хӗрлӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫине сӑхман тӑхӑннӑ, урине ҫӑм тӑла сырнӑ, пуҫӗнче така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Иванюк пустав туллӑ кӗрӗк, каракуль ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫынсем хушшинче ҫӳрет, йӑпӑлтатса калаҫать.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫынни ҫӗтӗк аҫам тӑхӑннӑ, пилӗкне кантра ҫыхнӑ, аллине мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ лапсака ҫӗлӗк тытнӑ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӳллӗ ҫӗлӗк вӑл.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑшт йӗрке пула пуҫланӑччӗ ҫеҫ, кил карти кӗтессине лутра ҫӗлӗк майлӑ ҫаврака япала персе анчӗ те ниҫта кайса кӗреймесӗр вӑр-вӑр-вӑрр ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн хаплатса ҫурӑлса саланчӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хветле пӳрчӗн ик чӳречи хуппине те уҫнӑ та ҫӗрӗк улӑм ҫивитти айӗнче пӗчӗк пӳрт урамалла ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ача пек чалхӑртса пӑхса ларать.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унӑн ҫӗлӗк те, чӳк апатне ҫимелли чашӑк та ҫук.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫийӗ-пуҫӗ те ун ӗҫе ҫӳремеллиех, ҫӗлӗк те илсе килмен вӑл.Одежда на нем рабочая, голова не покрыта — шапку он не захватил.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗри чыхӑнса кайса ҫӑварӗнчен ҫӗлӗк пысӑкӑш шур тӗтӗм кӑларса ячӗ.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑвайтӑ ҫывӑхӗнче ҫӗрте ҫӗлӗк выртать.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуҫӗнче хӑлхисенчен ҫӳле лартса янӑ ҫӗлӗк лӑстӑкӗ.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Пур ҫӗлӗк, пур, пӳртре юлчӗ, юрать ӗнтӗ… — пӳлчӗ ӑна Кушил.— Есть шапка, отец, есть, в избе осталась, — успокоил слепого Кошель.
Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫара туратсем хушшинче, ҫӗлӗк ҫакнӑ пек, шакӑрах курак йӑви курӑнать, ирхине тӗнӗ шӑтӑкӗнчен тухакан шӗвӗ тӗтӗм вӗҫкелет.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ача каланӑ тӑрӑх, ҫӗлӗк ӑшӗнче, тулӗпе ӑшӗ хушшинче, йӗри-тавра «тӳмесем пекех» укҫа йӑлтӑртатнӑ пулнӑ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ку сан ҫӗлӗк мар пуль, мучи?»
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.