Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем патӗнчен юхса килекен сивӗ сывлӑш ҫеҫкисене ҫурса ҫитерекен ҫӗленкуҫ чечекӗсен тутлӑ шӑршине пушшех те вӑйлатать.От них несло холодом, но холод этот еще резче подчеркивал аромат доцветающих фиалок.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗленкуҫ чечекӗсем ҫак улах та анлӑ ҫеҫенхирте хӑйсене тивӗҫлӗ вӑхӑта пурӑнса ирттереҫҫӗ.Фиалки доживали положенный им срок в этой глухой и широкой степи.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвелпе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑрши ҫеҫенхирте ҫеҫкине кӑларса пӗтерекен ҫӗленкуҫ чечекӗсен акӑш-макӑш хӳхӗм шӑршине хупласа хурайман.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вите стенисем ҫинче ҫӳлте тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫулҫӑллӑ типӗтнӗ курӑксем ҫакӑнса тӑнӑ: ҫырути — лаша мурӗнчен, ҫӗленкуҫ курӑкӗ — хура ҫӗлен сӑхнинчен, хура хупах — ут ури пӑсӑлнинчен, кӳлӗ хӗррисенче ҫӳҫесем кутӗнче ӳсекен шур курӑк — лашасем халтан кайнинчен, тата ытти чир-чӗрсенчен сыватмалли тӗслӗрен-тӗслӗ курӑксем те темӗн чухлех.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑкӑрӗ ҫинче унӑн ҫӗленкуҫ чечекӗн сӑпайлӑ ҫыххи, — ҫав чечексене кам алли хунине никам та пӗлмест.На груди у него скромный букет фиалок, — никто не знает, чья рука положила эти цветы.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кунта ҫӗленкуҫ шутсӑр нумай, теҫҫӗ-ҫке.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Господасем, ҫӗленкуҫ чечекӗсем мӗнле вара?
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1