Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унсӑр пуҫне унта «запаслӑ» тумсем нумай иккен: пӗр «граждански» костюм, ҫар ҫыннин тумӗ — китель, галифе, лейтенант погонӗсем, капитан погонӗсем.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫав ҫулах «Ялавӑн» 9-мӗш номерӗнче пичетленнӗ некрологра журнал редколлегийӗ Николай Мартынов чӑваш ҫыннин чун-чӗрине ӑста сӑнарласа кӑтартакан талантлӑ ҫыравҫӑ пулнине палӑртать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Промышленность таварӗсем, тӗрлӗрен пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курнӑшӑн тӳлемелли хаксем ҫав-ҫавах тӗлли-паллисӗр ӳссе пынӑ вӑхӑтра сӗтӗн сутлӑх хакӗ чакни ял ҫыннин кӑмӑлне хуҫать, паллах, ҫакӑ вӗсен малашлӑхра тӑрӑшса ӗҫлес хавхаланӑвне те чакаратех.
Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/
«Совет литературипе искусствинче оптимизм, ҫӗнӗ пурнӑҫ тума хавхалантаракан коммунизмлӑ идейӑсем витӗр палӑрса тӑраҫҫӗ, литературӑпа искусствӑн идейӑллӑ воспитани парас ӗҫри ролӗ пысӑк, вӗсем совет ҫыннин ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвас пахалӑхӗсене аталантарса пыраҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Килтеш ҫыннин хӗҫ вӗҫӗ Сюльдяшов пуҫне лӗпки тӗлӗнчен касса кӗчӗ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ара, чӑваш ҫыннин куҫӗ ҫивчӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав уй урӑх йӑх ҫыннин пулнӑ иккен.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юмана та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Чӑваш халӑхӗн те, ай, чунӗ пек, Чӑваш ҫыннин ҫунан чунӗ пек.
Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫулталӑкне пайтах кун чӑваш ҫыннин ҫав ӗҫе тума лекнӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнтанпа Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлет»,— терӗ ҫар ҫыннин амӑшӗ Валентина Михайловна.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Чӑн-чӑн ҫар ҫыннин кӑмӑлӗ ҫапла ҫирӗпленнине ӗнентӗм»,— паттӑр пиччӗшӗшӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ Оксана Порфирьева.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Аманнисене эвакуацилекен транспортпа ҫийӗнчех илсе каятчӗҫ»,— каласа кӑтартма йывӑрри палӑрчӗ ҫар ҫыннин сӑмахӗнче.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Ял ҫыннин пурнӑҫӗ юлашки ҫулсенче епле улшӑнса пынине пурте лайӑх курса тӑратпӑр.
Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/
Казахстанра ҫеҫен ҫӗрсене ӗмӗрхи ыйхӑран «вӑратса-пӑлхатса пӗтӗлентерме», тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнтерсе, ҫӗршыв пӳлмине тӳпеми пухма пуҫласан ҫеҫ (ку ӗҫ фронтӗнче вара Ула Тимӗрӗн аслӑрах ҫулхи тус-юлташӗсем, пайташӗсем паттӑра тухрӗҫ, йӑлтӑр-йӑлтӑр орденсемпе медальсене те тивӗҫрӗҫ) ял ҫыннин сӗтелӗ ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, им-сим татӑлман пурнӑҫ ҫаврӑнса ҫитрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мал енче пӗри хирӗҫле ҫаврӑнса пӗшкӗннӗ пӗрремӗш ҫыннин пуҫне тытса тӑрать.
Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244
Унӑн сулмаклӑ та ҫивӗч утти ҫар ҫыннин уттине аса илтерет.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Мӗн пӗлтӗр-ха вӑл хаҫат ҫыннин пурнӑҫне?
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Вӗсем ӗнтӗ ҫапла пӗр харкашусӑр уйрӑлас тесе алӑ тытнӑччӗ, ҫав хушӑра Кӗчкей ҫыннин ыйтмалли татах та тупӑнчӗ.
10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах патша ҫыннин вырӑссемпе калаҫасси пулмарӗ; старостӑна суйлама ӗлкӗреймен иккен-ха ялта, тиекпе ун ҫыннисем кӳршӗ яла тухса кайнӑ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хусан ҫыннин ирӗксӗрех кӳршӗ яла кӗрсе тухмалла пулчӗ.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.