Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн чухне 5-шне вӗлернӗ, 7-шне тыткӑна илнӗ, хӑй бригада штабне илсе ҫитернӗ, - ҫывӑх ҫыннин паттӑрлӑхӗ ҫинчен интереслӗ пулӑмсем каласа парать шкул ачи.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
Калӑн, мӑн аслашшӗпе пӗрле хӑй те вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр утса тухнӑ тесе, ҫывӑх ҫыннин кашни паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлет.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
Йывӑр та ансат мар вӑхӑтра, вӑл тыткӑнра чухне, совет ҫыннин чысӗпе тивӗҫлӗхне сыхласа хӑварнӑ.
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103
Тата, паллах, ял ҫыннин тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫӗ.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене — чыс та мухтав! // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/yal-hucalah-ecch ... -ta-muhtav
Ҫӗр ҫыннин ун ямӑтти ҫук…
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫар ҫыннин ятне Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп Храмӗнче тата «Астӑвӑм ҫулӗ» мемориалӗнче ӗмӗрлӗхе палӑртнӑ.Имя воина увековечено в Главном Храме Вооружённых сил России и на мемориале «Дорога памяти».
Максимов Георгий Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87
Сиккима ҫыру ҫӑлкуҫӗнче пӗрремӗш хут асӑнни VIII ӗмӗрте ку тӑрӑха ҫитнӗ тибет буддизмне никӗслекен Гуру Ринпоче будда тӗнӗн сӑваплӑ ҫыннин ҫулҫӳревӗпе ҫыхӑннӑ.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫулсерен лайӑхланни вӗсен ӗҫри хастарлӑхне ӳстерме пулӑшнӑ.
Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/
Сӑн-сӑпачӗ пӗр-пӗр Кавказ ҫыннин пекех ӗнтӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Акӑ вӑрҫӑ пӗтет те, ӗмӗтленме пуҫларӗ Ваҫиле, ҫӗнтерӳҫӗ-салтаксене лартнӑ палӑксем ҫумне ӗнене — Раҫҫей ҫыннин шанчӑклӑ хӑтаруҫине те палӑк лартӗҫ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Халӗ ӑна хутран юратнӑ ҫыннин, упӑшкин ытарайми шӑрши килнӗ пек туйӑнма пуҫларӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫамрӑк ҫар ҫыннин сӑнӳкерчӗкӗ кунти Мухтав музейӗнче те ҫакӑнса тӑрать.
Хӑюлӑхпа палӑрнӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13453-k ... hpa-pal-rn
Ҫакна та палӑртмалла: тӗлӗнмелле пӑтӑрмах Алтай ҫыннин юбилейӗ умӗн пулса иртрӗ — тепӗр кунне вӑл 50 ҫул тултарнӑ.
Алтай крайӗнче хӗрарӑм урлӑ пуйӑс иртсе кайнӑ, вӑл чӗрӗ юлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36511.html
Анчах та вӑл тухӑҫ ҫыннин тумӗпе пулнӑран ӑна пӗри те ҫителӗклӗ таран хакламан.Но никто ему не поверил, а все потому, что он был одет по-турецки.
IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Пушкӑртстанри Раҫҫей УФСБ ӗҫченӗсем 23 ҫулти ют ҫӗршыв ҫыннин преступленилле ӗҫне тупса чарса лартнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫынни тӗлӗшпе Пушкӑрт ҫӗрӗнче наркотиксен пысӑк партине сутма хӑтланнӑшӑн тӑхӑр ҫула тӗрмене лартма приговор йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... nn-3494435
— Ҫар ҫыннин Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенӗн ятне чыслӑн та тивӗҫлӗн илсе ҫӳреме май паракан пахалӑхсем пулмалла: Тӑван ҫӗршыва, унӑн историне, культурине, халӑха юратмалла, ҫар дисциплини пулмалла, ҫар тивӗҫне парӑнмалла, Тӑван Ҫӗршыва кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр тӑмалла, — палӑртать Владислав Георгиевич ҫар ҫыннин профессийӗ ҫинчен.
Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333
Ненец ҫыннин Окатеттӑн ҫемьи тундрӑра кӑнтӑр енче, вӑрман ҫывӑхӗнче, хӗл каҫнӑ.
Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Англи ҫыннин Скоттӑн экспедицийӗ ун пек телейлӗ пулман.
Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сирӗн, кадровӑй ҫар ҫыннин, ял хуҫалӑхӗпе мӗнле ҫыхӑну пултӑр-ха?
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпир сире хапӑл тусах хӑварӑн ҫӗршыв ҫыннин, Власов генералӑн арминче командир должноҫӗ паратпӑр, е, кӑмӑлӑр пулсан, Берлина, генштаба ӗҫлеме яратпӑр.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.