Поиск
Шырав ĕçĕ:
Наташӑн хӑйсен класӗнчи хӗрачасем хушшинче ҫывӑх туссемех ҫук, вӑл ялан арҫын ачасемпе ҫывӑх пулма тӑрӑшать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Санӑн яланах ху ачупа пӗрле пулмалла, вӑл яланах сана ҫывӑх пултӑр, эсӗ ӑна ҫывӑх пулни пирки ан иккӗлентӗр.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӗсен ҫывӑх амӑшӗ, чун пек ҫывӑх тӑван амӑшӗ текех ҫук.
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫырса пӗлтерӗр-ха тархасшӑн: мӗнле ҫын вӑл Голышев тата мӗншӗн вӑл Сирӗншӗн ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫывӑх, манран та ҫывӑхрах?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрне ҫав тери ҫывӑх, хальхи пек урӑх ниепле те ҫывӑхланма пултарайман чухлех ҫывӑх пулнине туйнӑ.И оба они чувствовали друг друга такими близкими, будто ничто не могло их сделать ближе.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Павел унӑн хӑйне ҫывӑх сӑн-пичӗ ҫине, унӑн ҫӑра ҫырӑ ҫӳҫӗ ҫине пӑхса илчӗ, ӗлӗкрех ҫав тери хаклӑ та ҫывӑх пулнӑ хӗре шеллесе, чӗре патне хӗрхенӳ хумӗ капланса пычӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ҫапла ҫав, ҫывӑх, ҫывӑх!
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тусӗсем хушшинче вӑл ытла час-часах пулман, вӗсем патне вӑл шӑпах пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулмалӑх ҫӳренӗ, пуҫтарӑнасса вӗсем Кирсановпа Лопухов патӗнче пуҫтарӑннӑ: «Ҫӳрес пулать, пулас пулать; камсемпе те пулин ҫывӑх пулни кирлӗ, — ӑна кулленхи пурнӑҫ кӑтартса парать, — тӗрлӗрен япаласем ҫинчен ыйтса пӗлме ҫывӑхра яланах ҫынсем кирлӗ» тенӗ вӑл.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Халь сирӗн пата мӗн чул ҫывӑх, ҫавӑн пекех ҫывӑх пулнӑ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чун-чӗрене вӑл ҫывӑх та, ҫывӑх мар та.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Май пулсан ачасене кӳршӗсене е ҫывӑх тӑвансене парса хӑварма тӑрӑшмалла е хваттере ҫывӑх ҫыннӑрсене, тӑванӑрсене ачӑрсене пӑхма чӗнме тӑрӑшӑр.
Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05
2. Ҫывӑх ҫынну хӗсӗкре пурӑннӑ чухне ӑна кивҫен пар, ҫывӑх ҫыннуна памаллине вӑхӑтра тавӑрса пар.2. Давай взаймы ближнему во время нужды его и сам в свое время возвращай ближнему.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать, 3. кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать; 4. кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть, 5. кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать.
Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ мӗнле каҫармалла: кирек кам та, ҫывӑх ҫыннине кивҫен панӑ пулсассӑн, парӑма каҫартӑр, ҫывӑх ҫынран е тӑванӗнчен шыраса ан илтӗр, мӗншӗн тесессӗн каҫарассине Ҫӳлхуҫашӑн [санӑн Туррушӑн] тума хушнӑ; 3. ют ҫӗршыв ҫыннинчен шыраса ил, тӑванна мӗн панине пурне те каҫар.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мӗншӗн тесессӗн, кирек хӑҫан асӑнсассӑн та, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире ҫывӑх тӑрать, ҫавӑн пек хӑйне ҫывӑх тӑракан турӑллӑ аслӑ халӑх пур-ши тата? 8. эпӗ паян сире сӗнекен ҫак пӗр пӗтӗм саккун пек тӗрӗс йӗркесемпе саккунсем мӗнле аслӑ халӑхӑн пур-ши тата?
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн кӗмӗлне е япалине ҫывӑх ҫыннине упрама парсассӑн, вӗсене унӑн килӗнчен вӑрласа тухсассӑн, эхер те вӑрри тупӑнсассӑн, вӑл икӗ хут ытларах тӳлетӗр; 8. вӑрри тупӑнмасассӑн, ҫурт хуҫи тӳресем умне пытӑр та: «ҫывӑх ҫыннӑн япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе [тупа тутӑр].
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон ҫине, Египет ҫыннисем ҫине Эпӗ тепӗр асап ярӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кунтан кӑларса ярӗ; [сире] кӑларса янӑ чухне вӑл сире кунтан васкавлӑн хӑвалама тытӑнӗ; 2. халӑха [вӑрттӑн] систерсе хур: кашни арҫынӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен тата кашни хӗрарӑмӗ хӑйӗн ҫывӑх хӗрарӑмӗнчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем [тата тумтир] ыйтса илтӗр, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манашкал ватӑлнӑ тӗлелле вӑл саншӑн чи-чи ҫывӑх тусу та шанчӑклӑ юлташу пулса тӑрасса шанатӑп эпӗ.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.