Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫывӑрттарчӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле таврӑнса аш яшки пӗҫерсе хатӗрлесен, ачине Макҫӑм патӗнчен кайса илчӗ те ҫитерсе ҫывӑрттарчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мартӑн улттӑмӗшӗнче Вӑрттӑнлӑх амӑшне яланхинчен нумайрах, ачисем гимназие кайичченех, ҫывӑрттарчӗ.
Вӑрттӑнлӑх // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ачисене те пулин систересшӗн пулмасӑр вӗсене вӑл утӑ капанӗ ҫинче ҫывӑрттарчӗ, мунчи алӑкне шалтан сӑлӑп ярса питӗре-питӗре илчӗ, кӗске вӑхӑта ҫеҫ кӑтӑш пулнӑ хушӑра та сехрине хӑпартса вӑрана-вӑрана кайрӗ, унта-кунта сас-чӳ илтӗнмест-ши тесе, сӗм ҫӗр варринче алӑкӗ патне пыра-пыра сӑвӑр пек пӑшӑрханса итлерӗ.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Страницы:
- 1