Поиск
Шырав ĕçĕ:
РФ Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви ҫирӗплетнӗ сунар йӗркипе килӗшӳллӗн ҫӗршывра ҫуркунне кайӑк кӑвакала, карӑк тата ӑсан амине, пӑчӑра, кукша кӑвакала, симӗс ураллӑ шыв автанне, сӑрӑ хура, кӑрӑпчака /ирхине/ тытма юрамасть.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Эпӗ юпан 5-мӗшӗнче, вӑл 8-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
14. Эхер те Эсӗ Хӑв тимлесе пултарнине Хӑвах ҫапла ҫӑмӑллӑн пӗтеретӗн пулсассӑн, мӗншӗн-ха унӑн ҫут тӗнчене ҫуралмалла пулнӑ?
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ унӑн йӑхне Египетран кӑларса Синай тӑвӗ патне илсе килнӗ чухне 18. пӗлӗтсене тайӑлтарнӑ, ҫӗре чӗтрентернӗ, тӗнчене кисрентернӗ, тӗпсӗр авӑрсене чӗтретнӗ, пӗтӗм ҫут тӗнчене пӑлхатса янӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслӑрах пулнӑран мар, патшана ӑнлантарса пама уҫӑлчӗ ку вӑрттӑнлӑх мана — эсӗ хӑвӑн чӗрӳне мӗн пӑлхатнине пӗлӗн.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй халӑхсем, килӗр, эй йӑхсем-ӑрусем, итлӗр те тӑнлӑр! ҫӗр те, ун ҫинче мӗн пурри те, ҫут тӗнче те, унта ҫуралакансем те — пурте илтчӗр!
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫанӑн кӗтречӗсене — Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫут тӗнче пӗлтерсе тӑтӑр тесе тунӑ кӗтретсене — Вӑл сӑваплисене те пӗтӗмпех пӗлсе тӑма паман.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эппин, паянхи ырӑлӑхсемпе киленер-и, ҫут тӗнчепе хастаррӑн, яшлӑхри пек, усӑ курар-и; 7. хаклӑ эрехпе, ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсемпе кӑмӑла тултарар-и — пурӑнӑҫӑн ҫурхи илемӗ пирӗн ҫумран ан ирттӗр; 8. шанса кайиччен кӗлчечекрен пуҫкӑшӑль туса тӑхӑнар-и; 9. пирӗн хушшӑмӑрта пӗри те хамӑр савӑнӑҫпа киленмесӗр ан юлтӑр; пур ҫӗрте те хаваслӑх йӗрӗ хӑварар: ку вӑл — пирӗн шӑпа, пирӗн ӑраскал.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ах, епле чечен курӑнать шерепе эрешленӗ сӑну, ҫут шӑрҫаллӑ мӑю; 10. эпир сана кӗмӗл тенкӗллӗ ылтӑн шерепе туса парӑпӑр.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӑхрӑм та ҫут тӗнчере ҫакна куртӑм: ӑмӑртса чупнӑ чухне ӑнӑҫӑвӗ — ҫивӗччисене мар, ҫӗнтерӳ — паттӑррисене мар, ҫӑкӑр — ӑсчахсене мар, пуянлӑх — ӑслӑ-тӑнлисене мар, чыс-хисеп — вӗреннисене мар иккен, пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсене урӑх нимӗн те тавӑрса памаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен манса та кайнӑ, 6. вӗсенӗн юратӑвӗ те, курайманлӑхӗ те, кӗвӗҫӗвӗ те ҫухалнӑ, текех ӗнтӗ вӗсене ҫут тӗнчере мӗн пулса пынинчен ӗмӗрне те пай тухмӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакӑ ӗнтӗ — ҫут тӗнчере пурте ҫапла пулса пыни, пурне те пӗр шӑпа кӗтни — пур тӗлӗшпе те япӑх.3. Это-то и худо во всем, что делается под солнцем, что одна участь всем,
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те 17. Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ эпӗ тата ыррине, кӑмӑллине куртӑм: ҫут тӗнчере ҫыннӑн Турӑ панӑ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫсе-ҫисе, хӑй тӑвакан пур ӗҫӗн ырӑлӑхӗпе киленсе пурӑнмалла: ку вӑл — унӑн шӑпи.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫут тӗнчере эпӗ курнӑ питех те асаплантаракан чир пур: хуҫи упракан пуянлӑх хуҫинех сиен кӳрет.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫут тӗнчере тӑвакан пур ӗҫе те куртӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!14. Видел я все дела, какие делаются под солнцем, и вот, все - суета и томление духа!
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине пурне те ӑс-хакӑлӑмпа тӗпчес-тишкерес тесе пӗтӗм чӗремрен тӑрӑшрӑм эпӗ: ҫак йывӑр ӗҫе Турӑ этем ывӑлӗсене вӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе панӑ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗн пулнӑ, ҫавах пулать; мӗн пулса пынӑ, ҫавах пулса пырать, ҫут тӗнчере нимӗн ҫӗнни те ҫук.9. Что было, то и будет; и что делалось, то и будет делаться, и нет ничего нового под солнцем.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй ҫут тӗнче, Унӑн умӗнче чӗтӗресе тӑр!
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.