Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунатне (тĕпĕ: ҫунат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркури, пӗлместӗн-и эс, калаймастӑн-и?.. — авӑтас шутпа ҫунатне ҫӗклеме пуҫланӑ автана тӑпра катӑккипе персе айккинелле хӑваланӑ май сӑпайлӑн ыйтать Кӗнатисен амӑшӗ.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Киле ҫитсе хапхана уҫаҫҫӗ кӑна, кӑвар пек тӗлкӗшекен автан хӳме ҫине сиксе хӑпарать, икӗ ҫунатне хире-хирӗҫ шарт-шарт тутарса, ҫапла пӗлтерет:

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫилӗ тата пӑртакҫӑ вӑйлӑраххӑн килес пулсассӑн, хӑвӑнпа пӗр шайра ҫунатне хускатмасӑр ярӑнакан кайӑкпа пӗрле шур пӗлӗтсем патнех вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫунатне хускатмасӑр ҫӳлте-ҫӳлте хурчка ирӗккӗн ярӑнать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫын пӗр тапранмасӑр выртнине курсан автан лӑпланчӗ, ҫунатне ҫатлаттарсах ҫӑвар туллин авӑтрӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унта вӑл ҫунатне сарнӑ, унтисем ӳкме памӗҫ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫунатне сарнӑ та тӳпере ярӑнать…

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ пӗсехеллӗ ӑмӑрт та, ҫунатне йывӑррӑн сула-сула, ун хыҫҫӑн ҫул тытрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Амӑшне — пуҫне, Ачине — ҫунатне, Вӑштӑк — вӑштӑк вӗҫтерме, Лӑпӑш-лӑпӑш сиктерме…

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тата тӗне кӗрессе Кӑмӑл кирлӗ килӗшсе, — Вара Урха хӑватне Хӑртса лартма ним те мар: Унӑн харсӑр ҫунатне Касӗ хӑйех Шупашкар»…

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ҫук, ҫынна шухӑшпа ӗмӗт ҫунатне ҫеҫ панӑ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуринпе те сӑпайлӑ, кӳрнеҫтерсе, тату пурӑнма хӑнӑхнӑ кӑвакарчӑн ҫеҫ хӑйӗн кӳренӗвне хаярлатмарӗ — ни кӑвӑклатмарӗ, ни кӑвӑлтатмарӗ — пуҫне пӗшкӗртсе, ҫунатне пусарса, пӗр сас-чӗв те сиктермесӗр аяккалла лӑпӑстатрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

— Анне! — ҫунатне сарса илчӗ ывӑлӗ, амӑшне ырӑ хыпар пӗлтерме васкаса.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑраскал паман-ҫке ҫунатне!

Помоги переводом

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Арӑмӗ ҫине ним шутламан пек пӑхрӗ те тарҫисемпе калаҫма хӑнӑхнӑ сассипе: — Мӗн килӗшмелли пур ман унпала? Эпӗ — хуҫа, вӑл — ҫара ҫерҫи. Паян эпӗ унӑн ҫунатне касса ятӑм ҫеҫ, ыран вӑл та манӑн тарҫӑ пулӗ, — терӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку кӑйкӑрӑн ҫунатне ҫыхас пулать.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш хӑмӑр тӗслӗ кайӑк икӗ ҫунатне икӗ енне сарнӑ та сывлӑшра пӗр вырӑнтах чӗтренсе тӑрать, юррине вара пӗр чарӑнмасӑр шӑрантарать.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑлхавҫӑсем патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ҫунатне касрӗҫ пулмалла унӑнне вырӑссем.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак лар ӗнтӗ халь Хусан шывӗ хӗрринче ҫунатне хуҫнӑ кайӑк пек ӗнтӗркесе, каҫсерен хӑвӑн вилӗмне кӗт.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хул пуҫҫи ҫинчен сасартӑк эпӗ пӗтӗм уяв савӑнӑҫӗн ҫунатне касса пӑрахнӑн туйрӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней