Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иртнӗ ҫулсенчи пекех вӑйлӑ кӗрешӳ пулчӗ, — терӗ Муркаш районӗнчи Исетерккӑ каччи Петр Трофимов.
Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Пурпӗрех малтанхи ҫулсенчи пек пысӑк тухӑҫ илесси иккӗленӳллӗ.Но и надеется, что год будет урожайным, как и в прошлые, сомнительно.
Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
«Чӑваш Ен литератури: 2014-2015 ҫулсенчи чи лайӑх кӗнеке» конкурса 407 кӗнеке тӑратнӑ.
Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Надежда Ивановнӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» тата юбилей медалӗсемпе чысланӑ.
Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Алексей Иванова Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Паттӑрлӑхшӑн», «Кенигсберг хулине илнӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградӑланӑ.
Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫав кунсенчех республикӑри 15-20 ҫулсенчи яш-семпе хӗрсем тата юниорсем те тупӑшнӑ.В эти же дни соревновались 15-20 летние парни и девушки и юниоры.
Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
Аслӑ ҫулсенчи ҫынсене социаллӑ пулӑшу пама республика бюджетӗнчен юлашки 6 ҫулта уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 12 миллиард тенке яхӑн.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ҫапла майпа вӗсем кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, район кубокне ҫӗнсе илчӗҫ.
Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Вӗсенчен пӗлтерӗшлӗреххисем - Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ, «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль тата ытти наградӑсем.
Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарас умӗн пӗлтӗр пуҫарнӑ проектсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тӗллев тӑрать пирӗн умра халь, ҫӗнӗ акцисен юхӑмӗсене те тапратса ямалла, 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине уявлама нумайрах ҫынна явӑҫтармалла.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
4. Ҫавӑн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи ҫулсенчи пек, Иудӑпа Иерусалим кӳрекен парнесем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Докладра вӑл 2006-2015 ҫулсенчи федераци программи Чӑваш Енре епле пурнӑҫланни ҫине пусӑм турӗ.
Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Тепӗр енчен, наркомансен тӗп йышӗ — 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Республики Раҫҫейре 3-7 ҫулсенчи ачасене садиксенче вырӑнпа пурне те тивӗҫтерме пултарнӑ малта пыракан регионсен йышне кӗнӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— 1917 ҫулчченхи тӗнчери тата Раҫҫейри, ССР Союзӗнчи, республикӑри 1970-2005 ҫулсенчи производствӑна, ӑна ӳстермелли ҫул-йӗре тӗпчерӗм, институт хатӗрленӗ сахал тӑкаклӑ технологие, пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ производство тухӑҫлӑхне витӗм кӳнине, ытти ыйтӑва тишкертӗм.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
2015-2016 ҫулсенчи хӗл тапхӑрӗнче кӑна туризм юхӑмӗ 10 процент ӳснӗ, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле, малтан палӑртнӑ тӑрӑх, ӳсӗм 40 процент патнех кармашма пултарать.
Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫапӑҫури паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн III степень Мухтав орденне, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Японие ҫӗнтернӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр юлмалла маррине палӑртрӗ.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Таяпа Энтринчи пӗвери шыва, акӑ, иртнӗ ҫулсенчи пекех, юхтарса кӑларма палӑртнӑ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫапах та малтанхи ҫулсенчи тата хальхи вӑхӑтри ачасен хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-и?
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24