Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытлашши ҫуллӑ.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Salchichon Iberico тума ятарлӑ сысна тӗсӗн — ибери сыснин — ҫуллӑ мар какайӗпе усӑ кураҫҫӗ.Для изготовления Salchichon Iberico используют нежирное мясо определенного вида свиньи — иберийской.
Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD
Ку вӑхӑтра мӑрьесенчен ҫуллӑ икерчӗ шӑрши тухмалла та, халӗ икерчӗ шухӑшӗ мар.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Питлӗхпе хупнӑ кӑмакаран персе тӑракан ҫуллӑ шӳрпе шӑршине пӳрте кӗрсенех сисрӗ Укань.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫак укҫасене тытсанах, лавккари типӗтнӗ ҫуллӑ пулӑпа тӗрлӗ канфет шӑрши сарӑлчӗ пек пӳрте.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Выҫлӑх — ҫуллӑ пӑтӑ ҫини мар…
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Вӗсене шӑвӑҫ ҫине ҫуллӑ сӑрӑпа, янравлӑ сӑвӑ пек асра юлмалла ҫырмалла, — терӗ хӗр.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ирӗке хӑнӑхнӑ вӑйпитти хӗрарӑм Яккупа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та, ҫуллӑ чӗлхеллӗ, хӑюллӑ арҫынсене кӑмӑллама пӑрахман.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Куҫҫулӗсем шыв пек юхрӗҫ, хут ҫине тумласа ҫырӑва ҫуллӑ пӑнчӑсемлӗ алана ҫавӑрчӗҫ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кашни ҫул тейӗпӗр, кашни ҫул пӗрер утӑм сарсан та кашни урам тахҫанах чул ҫуллӑ пулмалла.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Эскимоссен пичӗсем ҫуллӑ пирки ҫутӑлса тӑраҫҫӗ, хӑйсем хуралса хуйӑрланса ларнӑ.Лица эскимосов лоснились от жира, и грязь покрывала их густым слоем.
Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сӗтел ҫинче ҫуллӑ вӗри икерчӗ пӑсланать авӑ, ун пек чухне урлӑ-пирлӗ сӑмах перкелешес вырӑнне пӗр кӗленче эрех туртса кӑлар луччӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Штраф вӑл ҫуллӑ ҫӑмах мар.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кунсӑр пуҫне урам енчи стена ҫинче унӑн пысӑк портречӗ пур, ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрласа тунӑскер.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
— Фельетон — ҫуллӑ ҫӑмах мар, ӑна кама та пулин хыптариччен апла та шухӑшламалла, капла та.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Унӑн ҫуллӑ сӑмахӗ ҫеҫ мар, урӑххи те килӗшмерӗ мана.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хайпӳрӗн вара ӑна лаша ӗмӗрӗнчен тепӗр ҫирӗм пилӗк ҫуллӑ татӑкне катса парать.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫирӗм пилӗк ҫуллӑ ӗмӗр илнӗ этем хӑй пурӑнать-пурӑнать те пурнӑҫ вӗҫне ҫитсе пынине курать.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хайпӳрен вара ҫынна ҫирӗм пилӗк ҫуллӑ ӗмӗр панӑ.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.