Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тата ун патне кӗре-кӗре ҫамкине тытса пӑхакан чӗмсӗр старик кам пулчӗ-ши?Часто заходил молчаливый старец, щупал лоб и уходил. Интересно, кто он такой?..
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ивук кӗткелесе тӑчӗ те ҫамкине шӑлса илчӗ.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ивук ҫамкине шӑлса илчӗ.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тутар ҫамкине шӑлать, пӗрре кимӗ еннелле, тепре ҫыран хӗрринче тӑракан ҫынсем ҫине пӑхса илет.Татарин вытер взмокший лоб, вдруг растерянно глядя то на лодку, то на стоящих у костра людей.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑйне Шахрун пырса тытсан ҫеҫ вӑл патаккине пӑрахать те ҫамкине аллипе шӑлса илет:
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ старик юпине ҫӗре антарса тӑратрӗ, ҫамкине шӑлса илчӗ.Взмокший под тяжестью старик опустил столб на землю, вытер рукавом лоб.
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ара, усрамасӑр, пурӑнтӑр… — текелесе карчӑк хӗрӗн ҫамкине пырса тытса пӑхать.— Пускай живет, дочка, я разве против, пускай живет… — старушка заботливо потрогала лоб дочери.
Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӑварне хӑй тарӗ юхса кӗнине сиссен тин вӑл ҫанни вӗҫӗпе ҫамкине шӑлса илет.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӑхта-ха, — вӑл ҫамкине аллипе ҫатлаттарчӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ.
Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Григорьев ҫамкине тӑлӑ таткипе шӑлса илчӗ те хӑй чикки патӗнчен аяккарах куҫса ларчӗ.Григорьев вытер лоб обрезком сукна и пересел от огня подальше.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван ҫамкине ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ те ҫул хӗрринчи чул ҫине канма ларчӗ.Ухтиван вытер рукавом рубахи выступивший на лбу пот и присел на камень у обочины дороги передохнуть.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Александр Петрович хӑй те ассӑн сывласа илет те ҫамкине ал тӳрчӗпе шӑлать.Отец Александр дышит тяжело и поминутно смахивает со лба пот ладонью.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Пулӑш мана, Яриле пичче, — тесе Яка Илле тӑрать те кутник ҫине кайса ларать, ҫамкине шӑлса илет.— Помоги мне, Яриле, — Илле встает и снова садится на нары, утирает рукавом взмокший лоб.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑй пӗччен пулнӑ пулсан вӑл ҫул хӗррине пӑрӑнса Шуркасси ҫӗрне тытса пӑхӗччӗ, ӑна хӑйӗн ӗҫпе хытнӑ пӳрнисем витӗр юхтарӗччӗ е часрах ялалла чупӗччӗ, е тата веҫех урӑхла — тӗме ҫамкине хӑпарса ларӗччӗ те ял еннелле хӑйӑ ҫутисем ҫине тинкерӗччӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ивук сӑмса тутри тыткалама хӑнӑхсах ҫитеймен пулас-ха, ун ҫинчен манса кайса ҫамкине аллипе шӑлса илет.— Забыв, что у него в руках носовой платок, Ивук утирает пот со лба рукавом.
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫамкине вӑл сӑмса тутрипе шӑлса типӗтет, карттусне тӳр-етсе тӑхӑнать.Утерев лицо носовым платком и поправив картуз, он браво говорит:
Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗррехинче Вӑл пӗркелерӗ ҫамкине.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Вӑл сывлӑш ҫа-вӑрма кӑшт чарӑнса тӑчӗ, тарланӑ ҫамкине алтутрипе шӑлса илчӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗлӗк пит кайра марччӗ-ҫке, — тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ Ятман.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унтан картусне хывса ҫутӑ та сарлака ҫамкине алтутрипе шӑлса типӗтрӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.