Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫамкине (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван кӑмакан ӑшӑ ҫамкине виҫӗ хутчен перӗнсе амӑшӗ хыҫҫӑн ҫапла калать.

Иван трижды ткнулся в теплый лоб печки и сказал.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Гек хыҫалта кӗсменпе ишсе пычӗ, Джо — малта, Том, карап варри тӗлӗнче ҫилленнӗ пек ҫамкине пӗрсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫинче хӗреслесе тытса, сивӗ сасӑпа шӑппӑн команда парса тӑчӗ.

Гек стал у кормового весла, Джо на носу, Том стоял посредине плота, скрестив руки и нахмурившись, и отдавал приказания глухим, суровым шепотом.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сапаланчӑк сар ҫӳҫ пайӑрки унӑн ҫамкине куҫ харши таранах хупланӑ.

Пряди желтых волос прикрывают лоб до бровей.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Куҫӗсем ҫурма уҫӑ пулнине курса, сывлӑшӗ тухманнине туйса алӑпа ҫамкине сӗртӗнтӗм.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.

16. И сказал Господь: за то, что дочери Сиона надменны и ходят, подняв шею и обольщая взорами, и выступают величавою поступью и гремят цепочками на ногах, - 17. оголит Господь темя дочерей Сиона и обнажит Господь срамоту их;

Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Вӑл, аллине хутаҫа чиксе, унтан чул илнӗ те чулравне тытса чӗвве янӑ, филистима ҫамкаранах лектернӗ, чулӗ ҫамкине ҫӗмӗрсе кӗрсех ларнӑ, вӑл вара ӳпне кайса ӳкнӗ.

49. И опустил Давид руку свою в сумку и взял оттуда камень, и бросил из пращи и поразил Филистимлянина в лоб, так что камень вонзился в лоб его, и он упал лицем на землю.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней