Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яш сăмах пирĕн базăра пур.
яш (тĕпĕ: яш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах унӑн юлташӗ вара, вӑрӑм мӑйлӑ та тӳрӗ ӗнселлӗ яш ҫын, шакла пуҫлӑскер, мана темшӗн вӗчӗрхентернӗҫем вӗчӗрхентерсе пычӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫирӗм ҫичӗ-ҫирӗм сакӑр ҫулсенчи яш ҫыннӑн сӑнӗ ҫакӑн пек пулсан, вӑл, паллах, асӑрханмасӑр юлмастех.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кантӑкран сада пӑхать хӗр Хӗпӗртӳллӗ куҫсемпе, Тутисем ҫавах кулаҫҫӗ Сар пикенӗн хӗвел пек, Ун умне садран тухать пӗр Ҫап-ҫут ҫирӗп яш ача.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ваттисем те ҫамрӑкланчӗҫ Ҫирӗмри яш каччӑ пек, Ҫамрӑкланчӗҫ, харсӑрланчӗҫ, Чыс вӗсене, чыс, хисеп.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Уй хӗрринчи пӗр ватӑ юман патне ҫитсен, питӗ шухӑша кайнипе яш каччӑ чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӗре тӗлӗнче яш! чиксе кайрӗ:

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Яш кӗлеткем авӑнчӗ, Ҫырла сӑнӑм хуралчӗ, Шӑпчӑк сассӑм татӑлчӗ…

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пилӗкӗ таран ҫивӗт ҫукки тата ҫумӗнче Ламан паттӑр пек яш ача тӑманни.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик, те ӑна итлесе, аллине сулнӑ пек пулчӗ, унтан хускалса илчӗ те яш! тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрӗпе куҫ хупман Хастарлӑ яш утаман: Каннӑ-канман парумпа Каҫса ӳкрӗҫ Йӑлӑма, Ирхи апат тутанма Ҫитрӗҫ харӑс Хусана.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ахӑрттарать яш кӗрӗм, Пуҫӗсенче туй сӗрӗм…

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хуҫкаланса, авӑнса Яш ҫын майлӑ сиккелет, Куҫне-пуҫне ҫавӑрса, Мекӗрленсе вӗркелет.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шуртанти яш утаман Чӗкеҫ ҫумне явӑҫнӑ.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ак пуҫланӗ кӗрешӳ, Яш кӗремшӗн килӗшӳ, Утаман уль (ывӑлӗ) ҫӗнтерсен Паллаштарӑп май килсен».

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫиментейӗ кӗслере, Тути-ҫӑварӗ сӑвӑра, Ӑсталӑхӗ пӳрнере, Хастарлӑхӗ юрӑра: «Атӑл сӑрчӗ сӗвек мар, Сӗве шывӗн хӗрри мар; Яш утаман Урха мар, Воевотӑн тусӗ мар».

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Хура ӑйӑр тухатех, Яш утаман юлмастех», — Теҫҫӗ Шуртан каччисем, Ҫавал ҫинчен килнисем.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Маттур, йӳрӗк яш каччӑсем Юрла-юрла ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ара ҫитнӗ яш ачисем Аллисене кукӑртнӑ.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑхиссине пӑхсассӑн та, Паллашасса ан васка, Яш кӑмӑлна кайсассӑн та, Сӑмах ытла ан вакла».

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗрнеклӗ яш кӗрӗмсемшӗн Аслӑ уяв Сухатӳ: Вӑйлӑ пухӑ ваттисемшӗн, Карчӑксемшӗн калаҫу.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней