Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗлтӗрҫӗсен лапамӗ вара ярӑнма юратакансенчен ан иксӗлтӗрех.
Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/
Эпӗ велосипедпа ярӑнма юрататтӑм.
Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla
— Ҫуллахи вӑхӑтра ачасене пӗвере ярӑнма кимӗсем илсе памалла, шлюпкӑсем туянмалла.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Ҫук, ачам, ярӑнма юрататӑн пулсан, ҫунашкине сӗтӗрме ан ӳркен!
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ярӑнма вӗрентетӗн-и?
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Апла пулсан, мотоциклпа ярӑнма кайӑпӑр.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Пӗрре, кӑнтӑрла, эпӗ тӑвайкки ярӑнма тухрӑм.
Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗррехинче ҫапла Яка Иллен вунӑ ҫулхи ачи те хастарланса катаччи ярӑнма тухнӑ.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӑвайккине, катаччи ярӑнма, кашни ҫулах ачасем шыв сапса пӑрлантараҫҫӗ.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кур, хатӗрленӗ саншӑн сулӑ Ват Атӑл тӑрӑх ярӑнма.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пушӑлла пулсан, ҫамрӑксем хум сиккипе ярӑнма хӑйсем шаларах кӗрсе кайнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, буксира хыҫалтан хӑвалатчӗҫ, халӗ унтан часрах пытанма тӑрӑшаҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урапа чуччу ҫинче ярӑнма та ӗлкӗртӗм - 65 метр ҫӳллӗшне хӑпарма хӑрамарӑм!
Кӳршӗ регионта - хӑнара // Юлиана БОГАТЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10974 ... ta-kh-nara
Футбол та сахал мар выляттӑмӑр, велосипедсемпе ярӑнма та каяттӑмӑр.
Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta
Ҫитӗнсессӗн эпӗ те атте пекех пӗтӗм техникӑпа ярӑнма вӗренӗп.
Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh
— Ҫук, ман пыр ярӑнма пӑрахрӗ, — терӗ сӑмах ҫукран сӑмах тупас тесе Болдуш.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Кимӗпе ярӑнма, эппин!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кольӑпа Павлуша карусельпе ярӑнма укҫа пачӗ те Сашша, хӑй Виктӑрпа пӗрле Энӗш кӗперӗ патнелле утрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӗнтӗ пӗр шутласан, йӗлтӗрпе ярӑнма та пит меллех мар темелле.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кӑҫал йӗлтӗр ҫине пӗрремӗш хут тӑрать пулин те, ярӑнма манман иккен-ха Илемпи.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тепӗр кунне Эверкки хӑйне йӗлтӗрпе ярӑнма чӗнсен, Илемпи хирӗҫлемерӗ (кӑштах тӗлӗнмелле те, анчах художник хайне ҫӗнӗлле, урӑхла чӗннине хӑвӑрт хӑнӑхрӗ вӑл).
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.