Поиск
Шырав ĕçĕ:
Экспозици неолитӑн каярахри тапхӑрӗнчен пуҫласа Сасанидсен патшалӑхӗ арканнин тапхӑрӗ таран, ҫав шутра шумерсен, хеттсен, санидсен, ассирисен, вавилонсен, эламсен тата ытти культурӑсен япалисем те кӗреҫҫӗ, унсӑр пуҫне бронза ӗмӗрӗн япалисен шучӗ те пысӑк.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Коллекцие 40 000 ҫул каялла туса хунӑ Австрали аборигенӗсен чул ҫинчи ӳкерчӗксем, асмат йывӑҫҫинчен касса кӑларнӑ 4,6 м ҫӳллӗш юпасен ушкӑнӗ, Клаус Перлс антиквар музее парнеленӗ Бенин патшалӑхӗн патшисен харпӑр тата церемони япалисен пуххин экспоначӗсем кӗреҫҫӗ.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Пӗрремӗш хут Метрополитен музейӗ авалхи перуан япалисен пухӑвне 1882 ҫулта илнӗ, анчах та Африкӑран, Океанирен тата икӗ Америкӑран экспонатсем тӗллевлӗн туянасси 1969 ҫулта магнат тата филантроп Нельсон Рокфеллер хӑйӗн 3000 ытла япала шутне кӗрекен коллекцине музее панинчен кӑна пуҫланнӑ.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Оно 2001 ҫулччен тӑсӑлнӑ антиквариат япалисен дилерӗпе Сэм Хавадтойпа хутшӑнма тытӑннӑ.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Ҫак кунсенче вара Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫав ӑстан «Хитре» брендпа ҫӗленӗ япалисен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлнӑ.
«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html
Ӑстасен япалисен тӳнтер енче пӗр тӗвӗ те ҫук.
Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/
Унӑн портретне Гез япалисен хушшинче тӗсени маншӑн — чӗрӗ тӗл пулу евӗрех.Увидеть ее портрет среди вещей Геза было для меня словно живая встреча.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шухӑшлавпа сӑнарлавӗ канми ӗҫлеҫҫӗ пулин те — Джис Лабиринтри ҫулсен, тӑваткалсен, йӗрсен хӑватлӑ япалисен вуннӑмӗш пайӗ пирки те ӑнкармасть-тӗшмӗртмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Кинӗпе хӗрӗ карчӑка хулӗнчен ҫавӑтса, ун япалисен ҫыххине йӑтса пынӑ.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Килти япаласем: ала, сехет, тӗрлӗ ӳкерчӗксем, турӑш тата ытти ҫавӑн пеккисем ҫар япалисен айне пулнӑ.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ку пире Альтон вокзалне леҫсе хӑварма килнӗ пысӑк кӳмеллӗ карета пулчӗ, ӑна часах пиччен тӗрлӗ япалисен тӗркисемпе тиесе тултарчӗҫ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак ырӑ вӑхӑтра, кӑнтӑрла иртсе 2 сехетрен пуҫласа 3 сехете ҫити, ҫынсен лайӑхран та лайӑх япалисен выставки пулса иртет, ку вӑхӑтра Невски проспекта куҫакан тӗп хула тесен те юрать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пӳлӗмрен тухса, хӑнӑхнӑ пӳлӗмсем витӗр утнӑ май манра каллех шанчӑк ҫуралчӗ — мана каллех нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ, анчах тухтӑрсен ҫав йӗрӗнчӗк япалисен — иодоформ, карболка шӑрши мана тӳрех ҫапса хуҫрӗ.
XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Лопухова Марья Алексевна, Верочка хӑйӗн япалисен списокне туса парса, Лопухов вӗсене ыйтасса кӗтрӗ, ылтӑн япаласемпе ытти япаласенчен нимӗн те памастӑп тесе ҫирӗппӗн шутларӗ, платьесенчен чаплах мар тӑватӑ платьине тата аялти кӗписенчен кивӗреххисене темиҫе кӗпе пама шутларӗ: нимӗн те памасассӑн — юрамасть, ырӑ кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ пулмалли йӗрке ун пек тума хушмасть, Марья Алексевна вара ырӑ кӑмӑллӑ та ҫепӗҫ пулмалли йӗркерен нихҫан та тухман.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1